Новые
Ахаль мар Ятман та ырлать ӑна, пирӗн Левентей хӑйӗн колхозӗшӗн вута кӗме те хатӗр, тет.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах Липа пӗлет: пултаруллӑ каччӑ, колхоза пӗрре те тепӗр опытлӑ председательтен кая ертсе пымасть.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӑнах та, йывӑр ӗнтӗ ӑна, пӑхма та улӑх тӑрӑх чупмалли каччӑ кӑна вӗт-ха.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кунтан та ытларах, Левентей пӗччен чухне ҫак ыйтӑва хӑйӗн умне пӗрре кӑна мар лартнӑ пулмалла.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗр каччӑ пичӗ ҫинче ҫак минутра нимле кулӑ та курмарӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Липа сисрӗ, кӑна Левентей пӗр шӳт тумасӑр ыйтать.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Анчах кала-ха, Липа, ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра колхоза епле ертсе пымалла?
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пӗлетӗп, — терӗ Левентей, шухӑша кайса.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятманран ыйт-ха, фронтрисене ҫӑмӑл-и?
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Тен, хӑшӗ-пӗрисене ҫӗр хут асапрах пулӗ?
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ҫынсене ун пекех асап мар пулӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Кама ҫӑмӑл тесе шутлатӑн эсӗ! — пӗрре те тӗлӗнмерӗ Липа.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗҫ нумайланчӗ, Липа, пӗлсенччӗ эсӗ, ӗҫлеме мӗнле йывӑрланчӗ халӗ!
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Хӑш чухне ҫӗрле те районран телефонпа чӗнкелеҫҫӗ те, ларма тивет ҫав.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Вӑл ним те мар, — ал сулчӗ Левентей.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ахальтен ҫывӑрмастӑн ӗнтӗ унта, ӗҫ нумайран ҫывӑратӑн.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пирӗн Левентей каҫсерен киле те кайми пулчӗ, теҫҫӗ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ӗнер ваттисем кулатчӗҫ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ара, ҫынсем сана тепӗр чухне правленирех ҫывӑрать теҫҫӗ те…
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Халь вӑхӑт ҫине перетӗн-и ӗнтӗ?