Корпус чувашского языка

Новые

Часах виҫӗ арҫын витере урай хӑмисене сирчӗҫ те, ик аршӑн тарӑнӑш шӑтӑк алтса, тимӗр арчана унта ярӑнтарчӗҫ, ҫиелтен лайӑх витсе таптарӗҫ, урайне каллех сарса хучӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ехвин нумай шухӑшласа тӑмарӗ, кӗтесрен виҫӗ тимӗр кӗреҫе илсе килчӗ те кашнинех тыттарчӗ, ӑҫта чавмаллине кӑтартрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑх ятне каламасан та юрать…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Антун.

— Э-э… ку, мӗн, ман юлташ, — паллаштарчӗ ӑна Валет.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуҫа, хӑнасенчен хӑшне итлемелле-ши тенешкел, иккӗшне те чӑл-чал куҫласа илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрӗшне халех паратпӑр, тепӗр ҫӗр тенкине илсе кайнӑ чухне илӗн…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пытарса усранӑшӑн пиртен икҫӗр тенкӗ тухать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн кирли пурте пур унта, — хыттӑнрах каласа хучӗ килнисенчен пӗри, Валет пекех сарӑ, анчах унран кӑшт пӗчӗкрех те хытанкарах ҫирӗп арҫын.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Валет, мӗн кунта? — ҫав тери кӑсӑкланнине пытараймарӗ хуҫа.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ехвин тӑрантасри утта сирчӗ те унта… тимӗр арча курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лашана тӑварса, тӑрантаса лупасайне кайса лартсан, Ехвин пӗлӗшӗ хуҫана куҫ хӗсрӗ те: — Итле, чи кирли пирӗн ҫак тӑрантасра, малти ларкӑч айӗнче, — терӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепри, Ехвин пӗлӗшӗ, унпа килӗшсе, пуҫне сулчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мунча пӑсмӗччӗ, — терӗ палламан ҫын.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

 — Енчен хальтерехех каяс мар тесен, ку ута ҫитерӗпӗр, шӑварӑпӑр, хӑвӑра валли мунча хутса ярӑпӑр теп-ҫке.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыйтӑвӗ килӗшӳсӗррине тавҫӑрса илчӗ те хушса хучӗ:

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Нумайлӑха-и пирӗн пата? — ыйтрӗ ҫавӑнтах.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, атьӑр, лашӑра сарайне тӑратӑр, — терӗ хӑй, урам тӑрӑх унталла-кунталла чӑл-чал пӑхкаласа.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа вӑл хӑнасене урамра курнӑ-курман тухса хапха уҫрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑрантаспа ҫӳрекенӗсем Йӳҫпӑхана, чӑнах та, пӗрремӗш хут килнӗ, ҫапах Ҫтаппан Ехвинӗ вӗсенчен пӗринпе паллашни чылай пулать ӗнтӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

Статистика

...подробней