Корпус чувашского языка

Новые

Тепӗр ҫын хӗрӳллӗ сӑмах калама та пӗлмест, ытлашши шарламасӑртарах кӑна ҫӳрет, анчах хӑйӗн ӗҫне яланах тӗплӗ тӑвать, кун пек ҫын сӑмахӗпе мар, ӗҫӗпе хитре.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепри пухура аллипе кӑкӑрне ҫапса хитре сӑмах тухса калама, мухтанма е ӗҫри ҫитменлӗхсене ҫав тери хыттӑн критиклеме пултарать: «хӗрӳ патӑм-ха паян, пӗлчӗҫ ҫынсем ман вӑя, халӗ ӗнтӗ пурте ман майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗҫ» тет вара ҫын ун пек чухне, кайран пӑхать — ӑна никам та хисеплемест иккен, хӑйӗн юлташӗсемех курмӑш пулса иртсе каяҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхозниксем тӗплӗ ҫынсене, чӗлхепе сахалтарах калаҫса ӗҫпе ытларах тӑвакансене юратаҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫӗсем кулаҫҫӗ, таҫти аякри ӗмӗте курнӑ евӗр, темле савӑнаҫлӑн кулаҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун пичӗсем хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл юриех Ятман еннелле — ҫиле хирӗҫ ҫаврӑнса ларчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ку сивӗ маншӑн ним те мар!

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, шӑнмастӑп,— терӗ Людмила.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Людмила, лайӑхрах пӗркен, шӑнатӑн, — йӑвашшӑн сӑмах хушрӗ вӑл карчӑк ҫинче унталла та кунталла пӑхса пыракан хӗрачана.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах халь ял лӑпкӑ мар, ял ҫапӑҫать, вӑл хӑйӗн мӗнпур вӑйне фашистсене тӗп тума парать.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑхма вӑл калама ҫук тӳлек, ҫав кунтан курӑнакан йӑмрасем евӗр, унта ҫынсем ҫав тери лӑпкӑ пурӑнаҫҫӗ пек.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Аякран пӑхсан, унта никам та ҫук пек, ҫак хӑрушӑ вӑрҫа пула унта пӗр чун та юлман пек.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Акӑ вӑл кирек-ӑҫта кайсан та чуна ялан хӑй патне туртакан чӑваш ялӗ, — терӗ ӑшӗнче Ятман.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫуртсем, шурӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ евӗр, йӑлтах юрпа витӗннӗ, йӑмрасем ҫеҫ шурӑ тӗс ҫинче кукӑр-макӑр хура йӗр пек курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялӗ палӑрмасть те ӗнтӗ халь.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрмана кӗрес умӗн Ятман, каялла ҫаврӑнса, тӑван ялӗ ҫинелле пахса илчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр вунӑ минутран виҫӗ ҫын ларса пыракан хыҫлӑ ҫуна, парпа витӗннӗ ҫырма урлӑ каҫса, кӗрт хӳсе кайнӑ вӗтлӗх патнелле ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ну, уншӑн айӑп ан ту эппин…

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сӑвӑра ун пек суймаҫҫӗ, — алсишӗпе юнарӗ ӑна хӗрача.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑвӑри пек.

Сайт:

Статистика

...подробней