Корпус чувашского языка

Новые

Лешсем кӑшкӑрашаҫҫӗ, туртӑнкалаҫҫӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Винтовкӑсемпе тӗке-тӗке, ҫав пассажирсене станци еннелле хӑвалаҫҫӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юнашарти вакунран темиҫе ҫынна антарнӑ иккен.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗненчӗҫ, Эльгеев вӗсене сиксе анса пӑхрӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫук, — хуравларӗ Ахах.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Таркӑнсем ҫук-и кунта? — ыйтрӗ пӗри, хунарпа ҫутатса пӑхса.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеевпа Ундрицов ҫывӑрма выртасшӑнччӗ ҫеҫ, винтовкӑллӑ хӗрлӗ армеецсем алӑка уҫса пӑхрӗҫ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӑхӑр сехет ҫывхарать.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Умра Сӗве станцийӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӑмӑла пусӑрӑнтарса чупрӗ вакун: тӗллӗн-тӗллӗн силлентерчӗ, чӗтрентерчӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Шакӑртӑк-шакӑртак, шакӑртӑк-шакӑртӑк!

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑнлантӑм, — ҫамрӑк ҫын хӑйӗн япалисене сак ҫине кайса хучӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш кулса ячӗ, анчах юлташӗ: — Пирӗн ещӗксенче делгатсенчен хаклӑрах япаласем нумай: шрифтсем, чӑвашла саспаллисем. Ҫавӑнпа ку вырӑна никама та лартма юрамасть. Ӑнлантӑн-и? — терӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Политуйрӑм представителӗсем: Эльгеев тата Ундрицов! — илтӗнчӗ ответ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗнле делегатсем пыраҫҫӗ вара пирӗнпе? — ыйтрӗ Павлуш ещӗксене тимӗр кӑмака патнерех сиктерсе выртма хатӗрленнӗ хушӑра.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Часах пуйӑс тапранчӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тархасшӑн, иртсем! — вакуналла кӗме чӗнчӗ ӑна юлташӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗҫне темшӗн кӑшкӑру палли лартнӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унӑн тӗксӗм хӗрлӗ алӑкӗ урлӑ кӑшт чалӑшшӑн шурӑ пурӑпа «Делегатский!» тесе ҫырса ҫапнӑ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Умра — «Максимка» тавар вакунӗ.

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней