Корпус чувашского языка

Новые

Сахар ывӑс ҫинчи черккене илсе эрех тултарать те малтанах турӑ кӗтессинче ларакан ҫут ҫамкаллӑ йыснӑшне тыттарать, унтан малалла йӗркипе парса пырать.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫапа Петӗр иккӗшӗ икӗ тулли четвӗрт тытрӗҫ — вӗсем умне тӗрӗллӗ ывӑссем ҫине пушӑ черккесем лартнӑ икӗ хӗр пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах хӗрарӑмсем тӗпелти, арҫынсем алӑкран сулахайри капӑр палас витнӗ вӑрӑм саксем ҫине ларса тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах ку вӑраха пымарӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тем пысӑкӑш пӳрт татти-сыпписӗр шавласа-кӗрлесе тӑчӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫаплах калаҫрӗҫ, йӗрекенсем те пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа йӗрке тени пулмарӗ-ха.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр-пӗрне пӗлменнисем паллашаҫҫӗ, нумайранпа курнӑҫайманнисем ыталашаҫҫӗ, сывлӑх ҫинчен ыйткаласа пӗлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лав хыҫҫӑн лав килсе тӑчӗ — пӳртре хӑна тулса пычӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кинӗ кӑкӑр ачине те пӗрлех илсе килнӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗнтӗ тахҫанах хӗр ӗмӗрӗ иртнӗ пулин те, хӗрарӑмсем халӗ те-ха ҫаран ҫинчи чечексем пек куҫ илмелле мар илемлӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмӗсене те вӗсем пӗр-пӗринпех ӑмӑртса суйланӑ темелле.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте вӗсем Сахар арӑмӗ пекех сарӑ, стайлӑ, кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кусем Тарьен пӗр тетӗшӗпе виҫӗ шӑллӗ пулчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ хӑнасем кил хуҫисене пуҫ тайса алӑ тытрӗҫ, ыталаша-ыталаша илчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳртрен хыпаланса тухнӑ кил хуҫисемпе хӑнисем хыҫлӑ ҫунасем тавра чупкалама тытӑнчӗҫ, кӗтнӗ ҫыннисен тӑлӑпӗсене хывма пулӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех пысӑк вырӑсла хапха каллех кӗриклетсе уҫӑлчӗ, картишне умлӑн-хыҫлӑнах урхамах пек тӗреклӗ, пӗри тепринчен хӳхӗм тӑватӑ ут пуҫӗсене ухкаласа, янӑравлӑн кӗҫенкелесе килсе кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑ ӑна уйрӑмах ытармалла мар илем кӳрет.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑра хулӑн ҫилхи унӑн чӑлт-шурӑ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳрен утпа юнашарах хӑли пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней