Корпус чувашского языка

Новые

Чиркӳ умӗпе иртӳҫӗн пӗр хӑрӑлти саслӑ та хура мӑйӑхлӑ тӑрнаккай Эльгеева тӗл пулчӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн-мӗн сутмаҫҫӗ-ши унта: кив кирӗкпе пӗрлех хаклӑ йышши кӗрӗк-тумтир сӗнекенсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ, пӑхӑр сӑмавар сутуҫисемпе юнашарах чугун-ҫатма хуҫисем те иртсе кайма памаҫҫӗ — япалисене сӗнеҫҫӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Петропавловски чиркӳ хыҫӗнчи пасар.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ним шухӑшласа тӑмасӑрах Гварнери сӗрме купӑсне хваттере хӑварчӗ те хӑйӗнне сутма толкучкӑна васкарӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пуҫӗнче пӗр шухӑш кӑна — часрах, яла кайса, ҫӑнӑх тупса килесси.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вырӑссем каларӑш, ҫиччӗмӗш тӳпере пулнӑн туйрӗ Эльгеев хӑйне.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахаль мар Паганини пуринчен ытла ҫав купӑспа калама юратнӑ теҫҫӗ, — сӗрме купӑс ҫине ытарайми пӑхрӗ ватӑ маҫтӑр.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тембр енчен ирттерет те пулӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Гварнери сӗрме купӑсӗ, ман шутпа, Страдивариусенчен кая мар.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сасси вӑйлӑ та хӑватлӑ, тембр та хӑй евӗрлӗ илемлӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӑмака ҫинче мар, паллах, типӗ пӳлӗмре кӑна усрамалла.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Нимӗн те юсамалли ҫук — асӑрханса типӗтмелле кӑна.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӗлместӗп, — каллех тӗрӗсне каласшӑн пулмарӗ Павӑл.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑрӑ пулман-и вӑл эсир «салтак» текенни?..

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӳр ҫӗрте выртнӑ ку инструмент, музыкант аллинче мар.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Илтессе илтнӗ-ха Итали маҫтӑрӗсем ҫинчен, анчах вӗсен сӗрме купӑсӗсене куҫпа курман, — пӗлтерчӗ Эльгеев.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Илтнӗ-и эсир ун ҫинчен, хисеплӗ ҫыннӑм?

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Джузеппе Гварнери!

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте тунӑ сӗрме купӑса ӑстӑнлӑ музыкант сутас ҫук…

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хаксӑр япала!..

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней