Корпус чувашского языка

Новые

Ҫавӑнпа вӑл Канаша тӑтӑшах кая-кая килет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, ҫӳреме те инҫех мар.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таврари чӑвашсем те, вырӑссемпе тутарсем те, ирҫесемпе мӑкшӑсем те пыраҫҫӗ унта.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпание уйрӑмах Канаш пасарӗ килӗшет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, тӗрлӗ енче кашнинчех мӗн те пулин раснараххи, кӑсӑклантараканни тупӑнать…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Япала туянас шутпа мар, унти халӑха курас тесе.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗррехинче таҫти аякри кӗҫнерни пасарне те, Куславкка енчи Энтри Пасар ялне, ҫӗр выртмаллах кайса килчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лӑпланма пӗлмен кӑмӑла тивӗҫтерес тесе, Сӑпани пӗлтӗр-виҫӗмҫул каллех тӑрсан-тӑрсан сунара тухкаларӗ те-ха, анчах ытларах тӗнче касса ҫӳреме юратрӗ, кашни вырсарникун урӑх пасара е ярмӑрккана ҫитме тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сунар ытла ансат ӗҫ пек туйӑнчӗ: йӗр тупатӑн, йӗрлетӗн, хӑвалатӑн, чӗрчунсен чеелӗхне пӗлсе ҫитнӗ те, вӗсен ултавне пӗрех ӑнланса илетӗн…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тилле е хир сыснине йӗрлесе тупасси, хӑваласа ҫитсе персе ӳкересси, темшӗн, кӑмӑла каймарӗ, ҫырлахтараймарӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах хальхинче хӗллехи вӑрмана виҫҫӗ-тӑваттӑ кайса килчӗ те урӑх ҫӳремерӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Упӑшки пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ ҫулсенче вӑл ку тӑрӑхра хӗрарӑмшӑн тӗлӗнтермӗш ӗҫе — сунара явӑҫса кайнӑччӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Туйӑм хӑватне ниҫта шӑнӑҫтарма пӗлменрен, Сӑпани икӗ ҫул каялла каллех ҫамрӑкрах чухнехине аса илчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялта, Экеҫре, унашкал ҫын ҫук.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ӑҫта вӑл, ҫав хӑюллӑ, вӑйлӑ, илемлӗ ӑмӑрткайӑк, хӑш енче вӗҫсе ҫӳрет?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр шутласан, урӑх арҫынна та юратма пулать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗнче хӗсӗр мар теҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Айӑпа кӗнӗ-и, кӗмен-и Хӗлимун тахҫан унӑн умӗнче — Сӑпани ӑна пӗтӗмпех, пӗтӗмпех маннӑ, каҫарнӑ…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр чухне ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ хупаймасӑр нушаланать вара Сӑпани, тахҫанри тӗттӗм каҫри пек, юнашар Хӗлимун выртассӑн, унӑн ӑшши чӗри патнех ҫитессӗн, кӑкӑрӗ ҫинчи ҫемҫе ҫӑмӗ пите ачашшӑн кӑтӑклассӑнах сӗмленме тытӑнать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каллех Хӗлимун аса киле пуҫларӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней