Корпус чувашского языка

Новые

Усӑсӑр иртет…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, иртет вӑхӑт, пит хӑвӑрт иртет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кун каҫ енне сулӑннӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитет ӑссӑрла пурӑнса!

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫу-ук, Сӑпани тек Мӗтри патне ҫӳремӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр хуҫӑлнӑ турата ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт иртсен, ӑҫтан сыпайӑн…

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара мӗн улшӑнчӗ уншӑн?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр-пӗрне курчӗҫ тейӗпӗр, пӗр-ик сӑмах перкелешсе илчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Крапивин Экеҫе пырса кайнинчен мӗн усси пулчӗ-ха?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, лешӗ мӗн калӗччӗ-ши ӑна?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлимуна курассишӗнех ҫапла хӑтланма юрать-и вара?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗн тӑвать-ха вӑл, мӗн аташать?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани шухӑшланӑҫемӗн хӑйне хӑй ытларах та ытларах тарӑха пуҫларӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗтри вара ун чухне те Сӑпани енне ҫаврӑнса пӑхман, ун хыҫҫӑнхи сакӑр ҫулта та унпа курнӑҫса калаҫас тесе сӗмленмен.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ку вӑл нумая пымарӗ, шӑпах ҫавӑн хыҫҫӑн хурахӗсене те, Кашкӑр Микулипе Пикмӑрсана та тытса кайрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сакӑр ҫул каялла кӑна, пӗрин ывӑлӗ, теприн кӗрӳшӗ хураха тухса пӗр ушкӑнра ҫӳреме тытӑнсан, вӗсем ҫывӑхланнӑ пек пулчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗтри ашшӗпе Сӑпани ашшӗ, Микулапа Пикмӑрса, пӗр-пӗринпе ӗмӗр тӑршшӗпех сиввӗн пурӑннӑ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнласах хурать-и-ха тата?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку таранччен Сӑпани ҫут тӗнчере пурри-ҫуккине те аса илмен ҫын халӗ мӗншӗн юлташ вырӑнне хурать ӑна?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хисепленине кӑтартрӗ-ши е ӑна сутӑн туянас терӗ?

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней