Корпус чувашского языка

Новые

Ку пӗрлешӗве пӗтерсе, Утарта ялхуҫалӑх пӗрлешӗвӗ туса хунӑ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемен халӗ кредит юлташлӑхӗн пуҫлӑхӗ мар-мӗн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ялта тесен, улшӑнусем пысӑк.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кун пирки вӑл пиччӗшне хытах каларӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемен шучӗпе, ӑна чир мар, Антун хураха тухни ҫапса хуҫнӑ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ашшӗ нумаях пурӑнас ҫук-мӗн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковсен тӗп килӗнче ӗҫ-пуҫ йывӑртарах иккен.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, тепӗртакран вӑл ку шухӑша сирсе пӑрахрӗ, мӗншӗн тесен Ҫемен унпа калаҫасса чиперех калаҫрӗ, ял хыпарӗсемпе те, ҫемье пурнӑҫӗпе те тӗплӗн паллаштарчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ютшӑннӑ. Е кураймасть?» — шухӑшларӗ Антун, пӑшӑрханнине палӑртмасӑр.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Курчӗ вӑл: Ҫемен питӗнче те савӑнӑҫ палӑрчӗ, анчах самантлӑха кӑна; ҫавӑнтах тем пулчӗ ӑна, вӑл пиччӗшне алӑ панипех ҫырлахрӗ, ӗнер кӑна сиввӗн уйрӑлнӑ пек, «Ну, салам!» — терӗ те, сӗнессе кӗтмесӗрех, тӗпелелле иртрӗ, малти пӳрт алӑкӗ ҫумӗнчи сак ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑллӗ алӑкран кӗрсен, Антун сӗтел хушшинчен тӑчӗ, ӑна хытӑ-хытӑ ыталаса илес тесе, аллисене сарса ячӗ, хирӗҫ хавассӑн утса пычӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ял халӑхӗ ӑна, ҫап-ҫамрӑк ҫынна, кредит юлташлӑхӗн пуҫлӑхне ахальтен суйламан-тӑр.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑнӗ-пуҫӗ тесен, ачи вӑл енӗпе унчченех аптрамастчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пиччӗшӗнчен унччен те кӑшт ҫӳллӗрехчӗ-ха вӑл, анчах хӑрпӑкрахчӗ, халӗ вара сарӑлса тӗрекленнӗ, чӑн-чӑн арҫын пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемен тепӗр ҫур сехетрен килсе ҫитрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнтах пӳртрен шӑппӑн тухса кайрӗ — тин кӑна-ха кунта тӑман та тейӗн.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫемен килӗнчех, тен…

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тулӗк аҫу килеес ҫук, каларӑм ӗнтӗ, вырӑнпах выртать вӑл.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паҫӑр кӑна упӑшкине ҫак ҫулсенче тарӑхни, ӳпкелени, кӗвӗҫни, эрленни, намӑсланни, нушаланни мӗн чухлӗ капланса ҫитнине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа тӑкас шухӑшлӑскер, Санюк Антуна куҫран хӗрхенсе-хӗрхенсе пӑхрӗ те: — Юрӗ, — терӗ ассӑн сывласа.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумай кирлӗ-и хӗрарӑма.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней