Новые
Манӑн вара ӑҫта пулсан та шухӑшӑм сан ҫине ҫеҫ ӳкет, сана ача чухнехи пекех кашни кун, кашни сехетре, кашни минутра курас килет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сирӗн яла ҫулла ҫитсе ҫаврӑнайманшӑн, санпа тӗл пулса калаҫайманшӑн питӗ, питӗ, питӗ кулянатӑп.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Полина, ку таранчченех эпир санпа ниепле те тӗл пулса калаҫаймарӑмӑр.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫирӗп сывлӑх, телей, пурнӑҫра ӑнӑҫу сунатӑп сана.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чи малтанах йышӑнсам манран ҫурхи хӗвел пек ҫутӑ та ӑшӑ салам.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ку ҫырӑва санӑн ача чухнехи харсӑр, анчах та халӗ саншӑн юрату вутӗнче хыпса ҫунакан юлташу Минин Ула Тимӗр ҫырать-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сывӑ-и, Полина!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫук-ха, хӑех хӑйпе Полина хушшине хӳнӗ хӳме те куҫ умне шукаласа тухать-ха (ҫыхӑнӑва ҫыру ҫырса пуҫарса ярсан хуравлӗ-ши «5» паллӑпа хакламалли хӗр «4» паллӑна ҫеҫ тивӗҫекен качча?), пурпӗрех, пульницӑра сиплев курсне вӗҫлесе йӑл илсен, Ула Тимӗр татӑклӑн хӑйне алла илчӗ те чун-чӗринчи ялан вӗҫеври «телей кайӑкӗ» патне ҫакӑн пек ҫыру шӑрҫаласа хучӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫавсем тӗкӗ парса тӑчӗҫ те ӗнтӗ халӗ каччӑн хӗрӗ патнелле туртӑнас хӑюлӑхне.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Пыр пирӗн яла, курса калаҫӑпӑр унта» — час-часах аса килчӗҫ Ула Тимӗре Полинан уйрӑлас умӗн каланӑ юлашки сӑмахӗсем.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑна шалтан шӑла ҫырттарса, тар тӑкса кӗрешме вӑй парса, малашлӑхалла ҫуттӑн хавхалантарса тӑраканӗ вара ҫав-ҫавах чӗрери пӗр самантлӑха та чӗрӗлӗхне ҫухатман, ялтӑр-ялтӑр хыпса ҫунсах тӑракан сӳнми юрату — Полина юратӑвӗ — пулчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак тӗллевпе кӗҫех аппӑшӗ ӑна кирлӗ учебниксемпе тивӗҫтерчӗ, вара Ула Тимӗр, палатӑри хӑйпе пӗр нушаллӑ пациентсене чӑрмав кӳмесӗр, сиплев процедурисем хушшинчи пушӑ вӑхӑтпа е «шӑплӑха та лӑпкӑлӑха хупӑннӑ» сехетсемпе усӑ курса, ҫанна тавӑрса, экзаменсене хатӗрленес тӑрмашӑва кӳлӗнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Тен, пурнӑҫри тӗп ӗмӗте — химипе биологи учителӗн специальноҫне алла илессине — тивӗҫтерсе, шӑпӑрт хатӗрленес те пединститута вӗренме кӗме экзаменсем парса пӑхас?» — ытла та илӗртӳллӗ, вӑрттӑн, теветкеллӗ шухӑш тӗвӗлерӗ каччӑ юлашкинчен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр хӑлхине сӗртӗнкеленӗччӗ: хӑш-пӗр института экзаменсене лайӑх тытсан, конкурс пысӑках мар пулсан, производствӑри стажа пӑхмасӑр та вӗренме илме пултараҫҫӗ имӗш.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах чун кӗлекен, ыйтакан пултарулӑх «йывӑҫне шӑварас», папкине йӑл илтерес тӗллевпе ҫирӗпрех тӗвӗ тӗвӗлеме, хӑюллӑрах утӑмсем тума вара шӑпах вӑхӑт.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗсмете тӑма ят тухиччен те вӑхӑчӗ самаях-ха.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мӗнле ӗҫе савмалла?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Паллах, тантӑшӗсем пекех, Ула Тимӗр те хӑйӗн пуласлӑх ҫулӗ ҫинчен шухӑш сӳтсе-явса пуҫӗнче пӗрре мар хӗремесленсех «кун-ҫул рулеткине ҫавӑрттарчӗ»: пульницӑран тухсан, ҫак тайӑлнӑ, шӗлтӗркенӗ сывлӑхпа хӑш пурнӑҫ ҫулӗпе тӑнкӑлтатмалла?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗсен хушшинче Полина та пулнӑ пулсан, кам пӗлет, тен, икӗ хут хӑвӑртрах та сывалнӑ пулӗччӗ-и каччӑ?..
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫав хушӑра ун патне аппӑшӗ те, тӑванӗсем те, юлташӗсем те пырсах тӑчӗҫ.