Корпус чувашского языка

Новые

Тутлипе те пӗрле антӑхрӑмӑр, йӳҫҫипе те пӗрле иртӗхрӗмӗр, ҫылӑх шырланне-авӑрне те пӗрлех персе антӑмӑр — пӗрлех асапланӑпӑр!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫук, Полина, санпа пӗрле, санпа юнашар мана нимӗнле вут та, нимӗнле вӗрекен шыв та хӑрушӑ мар!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ах, Ула Тимӗр, чунӑм, сана чун-чӗререн юратса, чунтан-вартан ырӑ сунса, хӑвна шеллесе калатӑп: ан васка пирӗн пата, вӗҫӗмсӗр асапа.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина сассине шуйттансем илтмелле мар пӗчӗклетрӗ те Ула Тимӗре тилмӗрсех калаҫӑвне васкатрӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр чӑнласах юратмасть-им сана?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эсӗ мӗн ӳкӗтлесе, эйлешсе тӑратӑн ӑна?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина, хушнине итленӗ пек хирӗҫлевсӗр куланҫи туса, явӑнса-авӑнса илсе, юриех хӑйне ҫӑмӑлраххӑн кӑтартма тӑрӑшрӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таврӑнма вӑхӑт!

— Полина!

Ҫак вӑхӑтра Аслӑ Шуйттан, ҫӑварӗнчен вут-ҫулӑм сирпӗткелесе, аҫтаха ҫӗленленсе чашкӑрса илчӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Илтрӗм, анчах сана урӑх нихӑҫан та пӗччен пӑрахса хӑвармастӑп!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Илтрӗн пуль Турӑ мӗн каланине?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Усӑ кур меллӗ май ҫаврӑнса тухнипе!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сана Турӑ, куратӑп, хӑй патшалӑхне те илме хатӗр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Санӑн халӗ тамӑкран ҫӑлӑнса юлма май пур!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, паян эсӗ те ҫак шуйттансен тыткӑнӗнче пулмаллискерччӗ, анчах, сан хута кӗрсе, вӗсен сана тамӑкалла астарас ҫулне ҫак эсӗ тӑнӑ тӗлте Турӑ хӑйӗн курӑмсӑр асамлӑ вӑйӗпе пӳлсе хучӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ мана вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ, юри венчет ҫи-пуҫне тӑхӑнтартса, сана хӑйсене майлӑ ҫавӑрма, хӑйсем патне астарса, йӑпӑлтатса-улталаса илсе пыма кӑларчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чух ҫав ултав «пылакне» хам «тутанса» курнӑскер, пӗтӗм чун-чӗререн ҫакна хирӗҫлерӗм, вара вӑл мана: «Апла пулсан ӗмӗр-ӗмӗр пиҫ ҫавӑнта!» — терӗ те тамӑка тӗкрӗ те ячӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав аслӑ хуҫа (Полина сулахай ал лаппине Аслӑ Шуйттан еннелле ҫӗклесе илчӗ) ҫитнӗ-ҫитменех мана: «Малашне санӑн, мана пулӑшса, ҫӗр ҫинче пурӑнакан этемсене тӗрлӗ киленӗҫсемпе илӗртсе, «пылак» япаласемпе ӳсӗртсе, ӑсран тайӑлтарса Турра хирӗҫ усал ӗҫсем тума хӗтӗртсе пурӑнмалла, ҫынсене пурӑннӑ чухнех мана ҫеҫ пуҫҫапса, пуҫ тайса пурӑнма хӑнӑхтармалла», — терӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл мана ярса тытрӗ те ҫавӑрса сӑнчӑрларӗ, шӑтӑкран сӑнчӑр вӗҫӗпе сӗтӗре-сӗтӗре туртса кӑларчӗ, вара ҫакӑнта ирӗксӗрлесех сӗтӗрсе-туртса килчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сайт:

Статистика

...подробней