Корпус чувашского языка

Новые

— Эс ӑна курман, ҫавӑнпа ҫапла калаҫатӑн.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хальччен вилнӗ те пуль вӑл, пӑрах ӗнтӗ уншӑн хуйхӑрма, — айваннӑн каласа хурать хӗрӗ.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шутлатӑп, хӗрӗм, кунӗн-ҫӗрӗн шутлатӑп, — хуравлать амӑшӗ.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав шӑллӑм пирки, Нургали пирки шутлатни?

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялан шухӑшлӑ эсӗ, ялан хуйхӑллӑ.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Анне, ма юсанмастӑн эсӗ пӗрре те?

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Анне, ҫакна ҫи-ха, кӑшт вӑй кӗтӗр, — тет вара мӗн те пулин тутли тупӑнсан.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыттисем шарламаҫҫӗ, курмӑш пулаҫҫӗ, Чечекпи пытарма пӗлмест-ҫке нимӗн те.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах иккен, хуйхӑллӑ ҫынра сӑн тӑмасть.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Питрен шуранка вӑл, шӑм-шак-кӳлеперен имшеркке.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пур пӗр ӗлӗкхи сӑн кӗмерӗ-ҫке хӑрхӑм пулнӑ хӗрарӑма.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусантан таврӑннӑ хыҫҫӑнах аптраса ӳкнӗ пек вырӑнпа выртмасть вӑл, юнлӑ сурмасть.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑянамӗ ҫине тӑнипе сывлӑхӗ самай юсанчӗ Эрнепин.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ те яра кун ӗҫре иртет.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливанпа Чечекпие те ашшӗпе амӑшӗ хӑйсем пек пулма, тӗрлӗрен ӗҫре вут пек ҫунса тӑма вӗрентнӗ.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Упӑшки те, пӑянамӗпе пӑятамӗ те ӗҫре ӳпкев сӑмахӗ каласа курман ӑна.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑпата тесен, хӗр чухнех ҫӑпата та тунӑ вӑл — вӗсен килӗнче арҫын пулман-ҫке.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тырӑ вырнӑ, утӑ ҫулнӑ, вӑрман хӑртнӑ.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫрен нихҫан та хӑраса тӑман Эрнепи.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисем тӗрӗсех каланӑ ҫав: ҫынна ӗҫ типӗтмест, хуйхӑ типӗтет тенӗ.

Помоги переводом

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней