Корпус чувашского языка

Новые

Кузов ҫинчине, пӗр пӗрчӗ юлми шӑлса пуҫтарса, пысӑк касмӑка, тулсан, кивӗ лара хыврӗ вӑл.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Авӑн ҫапнӑ, тырӑ турттарнӑ вӑхӑтра тӑкӑнмасӑр пулмасть.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Уҫӑпӑн умне-хыҫне пӑхмалли сӑлтавӗ пулнӑ — грузовикне ҫӗрлеллӗ-мӗнлӗ хӑй хапхи умне час-часах чаркаларӗ, вут-шанкӑ, хушӑран хӗрлӗ кирпӗч е торф кӗртсе хӑваркаларӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Лачакана кӗрсе ларсан пӗр грузовик теприне кӑкарса туртса кӑларма юрӑхлӑ самаях тӗреклӗ пралукне картиш урлӑ карӑнтарчӗ, ҫавӑнтан, сӑнчӑр ярса, пӑру пек пысӑк ӳстерме ӗмӗтленнӗ вӑрӑм ураллӑ ҫӑмламаса кӑкарса хучӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Хуралтисене те ҫӗнетрӗ вӑл, виҫӗ юман юпаллӑ вырӑсла хапха туса лартрӗ, хӳрине чанк тӳрӗ тӑратса, шурӑ куҫпа пӑхса вӗрекен усал анчӑк ҫури туянса ячӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Тӳрӗ сӑмаха тӳрех калар, ҫав ҫулсенче унӑн пӳрчӗ пӗтӗм каса илем кӳрсе тӑратчӗ, аякран пӑхсан, ҫу уйӑхӗнчи ешӗл улӑп тӗми пек, куҫа илӗртетчӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Уҫӑпӑн — тимӗр витнӗ шатрун, пахчан пӗр пайне акса ӳстерекен люцерна тӗслӗ сип-симӗс сӑрпа сӑрланӑ, урамалла ултӑ чӳречеллӗ пӳрт.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Левренӗн пӗр пӳрт, ҫил хапха, кивӗ кӗлет, тӑм вите.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Пӳртпе хуралтисем вӗсен пачах расна вара.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Мешкей Уҫӑпӗ те ватӑ мар, Левренпе пӗр ҫулсенче кӑна.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Леврен, авӑ, саннинчен киввипе чиперех ҫӳрет тенине хӑлхине те чикмерӗ, тӗрлӗ сӑлтав тупса, чире хывса, тӗнче касма тухса шӑвӑнчӗ-шӑвӑнчех вӑл.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Юса, тӳрлет.

«Хӗлхем» вӑл шайра маррине Уҫӑп лайӑх пӗлнӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Выльӑх-чӗрлӗх продукцине планран ирттерсе патшалӑха леҫекен хуҫалӑха машинине те чи малтан туянма ирӗк паратчӗҫ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Нарядсӑр, черетсӗр вӗр-ҫӗнӗ машина илме ҫав ҫулсенче кансӗртерехчӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

«Ҫӗнӗ грузовик туянасси курӑнмасть, хулана куҫса каймалла пулать», — тесе, хӑйне ҫирӗплетсе панӑ грузовика тиркеме пӑхрӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Леврен грузовикӗнчен ҫӗнӗрех машинӑна эптертен кӑларчӗ те, урӑх ҫӳрейместӗп, хӑлтӑр-халтӑр тесе, гаража кӗртсе лартрӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

«Хура касса» текеннипе усӑ курса, автомашина валли тӑватӑ кустӑрма чепчетсе килекенни Мешкей Уҫӑпӗ пулчӗ-ха.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Ӗҫӗ-хӗлӗ икӗ машинӑшӑн мӑй таранччӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

«Хӗлхем» колхоз районта вӑтам хуҫалӑхсен шутӗнчеччӗ.

Помоги переводом

I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 33–65 с.

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней