Корпус чувашского языка

Новые

Ӗҫсем ханлӑхра чӑннипех те нумай иккен.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипе каласан, хӑй патша.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухай хӗрӗ халӗ ханӑн виҫҫӗмӗш арӑмӗ кӑна мар ҫав, хан амӑшӗ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑпӑлтатма пӑрахнӑ вӑл, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте кулма пӑрахнӑ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн каласси пур, пӑхма ҫав тери килпетлӗ, курӑмлӑ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сасси хулӑнланнӑ унӑн, кӑкӑрӗ каҫӑрӑлнӑ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбике ӗнтӗ ҫынсем мӗн каланине итлесе лармасть, вӗҫӗмсӗр хӑй хушать.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗҫсе пырса халех сӑхса пӑрахма хатӗр.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куҫӗсем пӗтӗм таврана сӑнаса кӑна тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрнипе те хыттӑн чӗрет, сӑмсипе те таккать.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан ҫывӑхӗнчи ҫынсем ҫакна кураҫҫӗ: Утямӑш амӑшӗ тин чӗпӗ кӑларнӑ вӑйсӑр чӑхран темиҫе эрне хушшинчех кӑйкӑр ами пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайран Нухайпа Крымран пулӑшу килсен вӑл Мускавпа урӑхла калаҫма пуҫлать.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна мӗн, ӑна ура ҫине тӑма вӑхӑт кирлӗ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбике аслӑ князь патне ултавлӑ ҫырусем ячӗ пуль ӗнтӗ, вилнӗ упӑшки пекех, «ӗмӗрлӗх килӗшӳ» сӗнчӗ пуль.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуркуннисем килеҫҫӗ те каяҫҫӗ ав, Хусанта ӗҫсем улшӑнни сисӗнмест.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эппин, Мускав майлӑ тӑракан княҫсен тата тепӗр ҫуркуннене кӗтмелле.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр ҫул аслӑ князь Хусан патне хӑй анмалла текен хыпар пур.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫанталӑк ҫав тери усал пулнӑран тата наряд ҫитменнипе хулана нумайччен хупӑрласа тӑраймарӗҫ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑҫал вырӑс ҫарӗсем Хусан патне асапланса кайса килни нимех те памарӗ темелле.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗ килсен Посольски приказ мӗн тума шутланине каласа парать ак…

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней