Корпус чувашского языка

Новые

Учительница Агафья Павловна, тулли ӳтлӗ, ҫырӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, кӗлеткине ҫӑт ҫыпӑҫса тӑракан тӗксӗм кӑвак платье, урине хура туфли тӑхӑннӑскер, ӑшӑ кулӑпа ҫиҫкелесе, чи малтанах хӑйӗнпе паллаштарчӗ, унтан кашни ачапа уйрӑммӑн, ятран чӗнсе паллашрӗ, вӗсен тумтирне, хут-кӑранташне тӗрӗслесе тухрӗ, вӗсене парттӑ хушшинче кӗлеткене кирлӗ пек тытса ларма вӗрентрӗ, пӗлӳ пухмалли ӗҫсемпе мелсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Леш хӗрача сулахай ретри парттӑсенчен чи малти хушшинче тепӗр типшемрех, хӑйпашка, ҫутам, тӑпӑл-тӑпӑл хӗрачапа пӗрле ларать иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Коридорта звонок-шӑнкӑрав йӑнкӑлтаттарса-шӑнкӑртаттарса илчӗ — пурте шӑпланчӗҫ, урок пуҫланчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр те хӑй класӗнче варринчи пӗр парттӑ хушшине Малинов Мишӑпа (каярахпа паллӑ пулчӗ: унӑн ашшӗ вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ) пӗрле ларчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Парттисем ҫинче — линиленӗ икшер шурӑ хут листи, юман ҫӑпанӗнчен тунӑ чернил тултарнӑ пӗчӗк савӑтсем.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасем тӗркӗнкелесе, таппӑн-таппӑн классене кӗрсе парттӑсем хушшине ларчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ кӗске пуху та вӗҫленчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрача та тӑпах тӑрать, анчах вӑл Ула Тимӗре асӑрхамасть те тейӗн.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрӳ калаҫусем те, алӑ ҫупни те халӗ Ула Тимӗре илтӗнеҫҫӗ те, илтӗнмеҫҫӗ те.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре тӑруках ырӑ-ырӑ пулса кайрӗ, ҫак тутлӑтутлӑ туйӑм унра самантрах амаланса, хӗмленсе, пӗтӗм чун-чӗререн хумхатса, ҫупӑрласа илчӗ, унӑн ешӗл, кӗҫӗн-кӗрӗм ҫеҫ тымарланнӑ ӑс-тӑнне пач хупласа хучӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уринчи ҫӑмӑл пушмакӗ те ҫутӑ хӑмӑр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫухавине те, ҫаннисене те чӗнтӗр тытнӑ ҫӳхе, шурӑ блузка тӑхӑннӑ, хӑмӑр юбкӑпа.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫырӑ ҫӳҫне шурӑ бантик туса икӗ кӗске ҫивӗте ҫивӗтленӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк лили ҫеҫки сӑнлӑ, чал симӗс куҫлӑ хӗрача.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра кӗтмен-туман ҫӗртен тенӗ пекех Ула Тимӗр куҫне хӑйне хирӗҫ пите-питӗнех тӑракан пукане пек тӑпӑлкка кӗлеткеллӗ, тутине чӑп тытнӑ пӗр хӗрача туртса илчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсен хӗрӳллӗ сӑмахӗсем хутран-ситрен аслӑрах классенче вӗренекенсем шӑпӑл-шӑпӑл-шӑпӑл алӑ ҫупнипе хӗрӳленсех, янкӑслансах, хастарланса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шкул ертӳҫи, учительсем ачасене вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламлаҫҫӗ, шкулта та, шкул тулашӗнче те хӑйсене йӗркеллӗ тытса лайӑх вӗренме, ҫӗршывшӑн усӑллӑ ҫынсем пулса ӳсме ӑс параҫҫӗ, ырӑ сунаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уринче хура путинкка.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чечеклӗ кӑвак пусма кӗпепе, хура шӑлаварпа.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Виҫ-тӑватӑ ҫултах дистрофи текен чир хӑртса-чӑмласа хӑварнипе ҫиҫӗм ҫунтарнӑ мӑйӑр пек шуранкарах сӑн-питлӗ, куҫӗ ҫурхи ҫӗмӗрт ҫулҫине аса илтерет, ҫырӑ ҫӳҫне ҫамка тӗлӗнче тӗпек хӑварса кастарнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней