Корпус чувашского языка

Новые

Пляж волейболӗнче каччӑ-сем хушшинче те, хӗрсем хушшинче те Тӑманлӑ Выҫлисен командисем мала тухнӑ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Инҫӗшне сикессипе арҫынсем хушшинче В.Калашникова, хӗрарӑмсем хушшинче Р.Сапожникована ҫитекен пулман.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫитӗннисем хушшинче тӗрлӗ ӳсӗмсенче Н.Бархонов, В.Ефремова, В.Калашников, Р.Сапожникова, Н.Мамуткин, Т.Перепелкина, А.Самаркин чи малтан дистанцие парӑнтарнӑ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Тӗрлӗ дистанцисенче ачасем хушшинче Ю.Гимальтдинов, Е.Биктимирова, И.Бетертдинов, Д.Медведева, К.Ильина мала тухнӑ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем уйрӑмах йышлӑн пулнӑ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, спорт ветеранӗ Алевтина Биктимирова, «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов пуҫтарӑннисене саламласа ӑнӑҫлӑн старта тухма, ӑмӑртусенче ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫавӑн пекех округӑн спорт пурнӑҫне активлӑ хутшӑнакансене, тӗрлӗ ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотисем тата Тав хучӗсем панӑ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин спорта юратакансене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, спорт ветеранӗсене Вениамин Белкова, Николай Ятманова, Геннадий Петухова, Евгений Тихонова, Николай Краснова, Владимир Гладкова, Рафик Тимергалеева, Алевтина Биктимировӑна, Василий Краснова, Нежеметдин Сахрова «Комсомольски муниципаллӑ округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальсемпе чысланӑ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Чи малтанах пуҫтарӑннисем ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗпе Алевтина Биктимировӑпа пӗрле ирхи зарядка ирттернӗ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Кӗтне» спорт комплексӗнче Физкультурник кунне халалласа уяв ирттернӗ, спорта юратакансем тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Уяв спортӑн вӑл е ку тӗсӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем туса мухтава тивӗҫнисене ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра физкультурӑпа туслисене те пӗрлештерет.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫак уяв пире спорт пурнӑҫра питӗ пысӑк вырӑн йышӑнни ҫинчен аса илтерет, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма, кӗлеткене аталантарма хистет.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Пирӗн ҫӗршывра йӑлана кӗнӗ тӑрӑх августӑн иккӗмӗш шӑматкунӗнче Физкультурник кунне уявлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Спорт тусӗсем тӗрлӗ енлӗн ӑмӑртнӑ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Мероприятире ҫавӑн пекех округри тӗп хурт-хӑмӑр ӑстине Мария Пильщикована «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысланӑ.

Помоги переводом

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

Комсомольскинчи ветеринари станцин начальникӗ Сергей Васильев пыл хурчӗ усракансене утарсене шута илмелли ҫинчен аса илтернӗ, тӗпчевсем валли пробӑсем илмелли йӗркепе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

Ҫавӑнпа та май пур чухне вӗсемпе усӑ курассинчен пӑрӑнсан аванрах.

Помоги переводом

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

1-мӗш е 2-мӗш класа кӗрекен имҫамсем пыл хурчӗсене уйрӑмах пысӑк сиен кӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

Ҫавӑн пекех тӗлпулӑва килнисем ял хуҫалӑх культурисене имҫамланӑ чухне 3-мӗш класс хӑрушлӑхлӑ препаратсемпе усӑ курма сӗннӗ.

Помоги переводом

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

Маларах пӗлтернӗ пулсан хурт ӗрчетекенсем хӳтӗленме мерӑсем йышӑнса ӗлкӗрнӗ пулӗччӗҫ.

Помоги переводом

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

Рапс уйӗсене имҫамланине пула ҫывӑхра вырнаҫнӑ ялсенчи пыл хурчӗсем вилсе пӗтнӗ.

Помоги переводом

Имҫамлани сиен ан кӳтӗр // Наталья МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b8%d0%b ... %97%d1%80/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней