Корпус чувашского языка

Новые

Эсир сывалса пынӑшӑн чунтан савӑнатпӑр.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

«Эпир, уесри совдеппа Етӗрне хулинчи мӗнпур учрежденисенчи совет работникӗсем, Сирӗн пурнӑҫа контрреволюционерсем сӗмсӗррӗн татма тӑнине тарӑхса питлетпӗр, вырӑс пролетариачӗн ҫулпуҫӗ хаяр хӑрушлӑхран ҫӑлӑннӑшӑн чун-чӗререн хӗпӗртетпӗр, Сире хӗрӳллӗ салам яратпӑр, революцин шанчӑклӑ ывӑлӗсем Сире чунтан-чӗререн парӑнса тӑни Сире хӑвӑртрах сывалма, революциллӗ халӑх влаҫне ертсе пырас ӗҫе хӑвӑртрах тӑма вӑй хушасса шанса тӑратпӑр.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

1918 ҫулхи сентябрӗн 19-мӗшӗнче Етӗрне уесӗн Совечӗ ячӗпе Етӗрне совдепӗн председателӗ И. Филиппов Ленин патне ҫакӑн пек телеграмма янӑ:

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Халӑх террористсене тивӗҫлипе айӑплама ыйтнӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ленина амантни ҫинчен хыпар ҫӗршывӗпех хӑвӑрт сарӑлнӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Контрреволюципе кӗрешнӗ йывӑр кунсенче халӑх тӑшманӗсем В. И. Ленина вӗлерме тӑнӑ, ӑна йывӑр амантнӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ҫак документсем чӑваш ӗҫҫыннийӗсем пролетариатӑн аслӑ ҫулпуҫне тата Коммунистсен партийӗпе Совет государствине туса хунӑ хаклӑ Ленина пӗтӗм чун-чӗререн юратни ҫинчен калаҫҫӗ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Чӑваш ҫӗршывӗнчи ӗҫҫыннисем те В. И. Ленин патне ҫырса тӑнӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Вӑл ун пирки ҫапла калама юратнӑ: «Вӗсем чӑн-чӑн документсем. Ун пеккине эпӗ пер докладра та илтес ҫук», тенӗ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ҫав ҫырусемпе телеграммӑсем Владимир Ильича халӑхӑн нушисемпе шухӑш-ӗмӗтне, ҫынсем совет влаҫӗн ӗҫӗсене мӗнле кӗтсе илнине тӗрӗс пӗлсе тӑма май панӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

В. И. Ленин, хӑйӗн ҫав тери ӗҫ нумай пулнӑ пулин те, ҫав ҫырусене вулама вӑхӑт тупнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсем тӑрӑх тивӗҫлӗ мерӗсем йышӑннӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Мускаври металлургсемпе Бакури нефтяниксем, Ҫурҫӗрти пулӑҫсемпе Ҫӗпӗрти йывӑҫ хатӗрлекенсем, Украинӑри хресченсемпе Севастополь крепоҫӗнчи хӗрлӗармеецсем совет влаҫне чун-чӗререн юратни ҫинчен, парти ӗҫӗшӗн пӗтӗм вӑй-хала парса ӗҫлеме пулни ҫинчен ҫыра-ҫыра пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ӗҫҫыннисем хӑйсен телеграммисемпе ҫырӑвӗсенче аслӑ Ленинпа канашланӑ, хӑйсен чун-чӗре тӗпӗнче пытарса усранӑ шухӑш-ӗмӗчӗсене пӗлтернӗ, Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешсе пуҫӗсене хума хатӗр пулни ҫинчен каланӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ют ҫӗршывсенчен те ҫырусем нумай килнӗ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Тӑван ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакан рабочисемпе хресченсем, хӗрлӗармеецсемпе служащисем ҫырнӑ вӗсене.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ҫак адреспа пирӗн халӑхсен ҫулпуҫӗ тата учителӗ В. И. Ленин патне телеграммӑсемпе ҫырусем пиншерӗн килсе тӑнӑ.

Помоги переводом

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Маюк инкене кӗтсе илейменрен парнисене Кӗтерне инке патне кӗртсе хӑварнӑ.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Вӑл парне — Арҫук валли чӗн пиҫиххи, Марине валли хӑмачӑ тутӑр илсе килнӗ.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Маюк инке патне хир енче пурӑнакан шӑллӗ, почтӑра ӗҫлекенскер (ҫавӑнпа вӑл кӑвак тумтирпе пулнӑ), кӗнӗ иккен.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Ӑҫта ҫӳрет-ши?

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней