Корпус чувашского языка

Новые

Вӗсемех, фашизм тапӑнса килсен, ашшӗсем ҫӗнтерсе илнӗ ирӗклӗхе сыхлама пурнӑҫне хӗрхенмесӗр вута кӗреҫҫӗ, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тӗнчене историре пулман ҫӗнтерӳ кӑтартаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсем колхозсем тӑваҫҫӗ, ҫӗнӗ хуласем лартаҫҫӗ, завод корпусӗсене купалаҫҫӗ, чикӗре тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Акӑ унӑн ывӑлӗ-хӗрӗсем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл йывӑр тӗттӗмлӗх витӗр Аслӑ Октябрь ҫутатнӑ кунсенче чӑвашра ирӗклӗ те ҫутӑ пурнӑҫ тӑвассишӗн ӗҫ халӑхӗн тӑшманӗсемпе хӑюллӑн кӗрешет; вӑл граждан вӑрҫи пынӑ юнлӑ хирсенче ютсемпе ҫапӑҫать; вӑлах, каярахпа, юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратассишӗн, хӑш чух выҫӑ пулин те, пӗр ӳпкелешмесӗр йывӑр ӗҫе тӑрать.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Романра-повеҫре-и, калавра-очеркра-и, сӑвӑсемпе поэмӑсенче-и, драмӑллӑ произведенисенче-и, пирӗн тӗп герой — совет саманинчи паттӑр.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫакӑ вӑл пире чӗререн савӑнтарать, мал ӗмӗтсене ҫывӑхартать, тӑван литература ҫитес ҫулсенче хальхинчен темиҫе хут вӑйлӑ пуласса ӗнентерет.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Паянхи литературӑра ӗнтӗ хальхи, хамӑр пурӑнса ирттернӗ е куҫ умӗнчи кун-ҫулӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ илемлӗ произведенисем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫапла ӗнтӗ, тепӗр хут калӑпӑр, пирӗн паянхи литература ӑна малалла тата хӑвӑрттӑн чечеклентерме, ырӑ ҫимӗҫсем партарма пултаракан писательсенчен, вӗсен халӑх юратса вулакан кӗнекесенчен чухӑн мар.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ӑнӑҫлӑх пӗтӗмпех хамӑртан килет.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ан тив, малашне пирӗн драматургсем пурнӑҫпа, халӑхпа ытларах ҫыхӑнччӑр, ӑсталӑхне ӳстерччӗр, театрпа пӗрле ӗҫлеччӗр.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах Шупашкарта ҫӗнӗ театр туса лартни, халӑх пьесӑсем пӑхма питӗ те юратни вӗсене хавхалантармасть-шим, тесе ыйтас килет.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Драматургсем хушшинче час-часах хавхалантаракан майсем (конкурссем, премисем) ҫинчен калаҫнине илтме пулать.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсем те пулин, тӗрлӗ ҫитменлӗхсем пирки, театр сценисем ҫинчен хӑвӑртах анса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах ҫӗннисенчен эпир А. Кӑлганӑн «Октябрь хумӗ», Н. Терентьевӑн «Куккук ҫаплах авӑтать», «Ыйӑх ҫухатнисем», «Шанман чечексем», М. Ухсайӑн, Г. Пласкинӑн хӑш-пӗр пьесисене кӑна кӑтартма пултаратпӑр.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Унта чӑваш драматургин яланлӑха юлмалли произведенийӗсем пур.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Асӑннӑ кӗнекесене пичетлесе кӑларнине никам та хирӗҫ мар.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Эпӗ пичетленсе тухнӑ кӗнекесем пирки ҫеҫ калатӑп: П. Н. Осипов — «Пьесӑсем» (2-мӗш кӗнеке), И С. Максимов-Кошкинский — «Драмӑсем», «Комедисем», Е. Никитин — «Сарпике», Н. Айзман — «Комедисем», «Пьесӑсем», А. Кӑлган — «Пьесӑсем», В. Ржанов — «Сӗм вӑрманта» («Энтип»).

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Калавҫӑсемпе сӑвӑҫсем паянхи пурнӑҫа ҫултан ҫул ытларах курма, пӗлме, ытларах ун ҫинчен ҫырма тытӑнчӗҫ пулсан, драматургсем вара ӗлӗкхинчен хӑпсах каясшӑн мар.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах кунтах каласа хӑварас килет: лайӑххисенчен начарри нумайрах, пирӗн шуррине хури хуплассинчен сыхланас пулать.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсем те, прозӑлла произведенисем пекех, илемлӗх тӗлӗшӗнчен тӗрлӗ шайра тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней