Корпус чувашского языка

Новые

Ӑна ирӗксӗрлесех «хутӑш театр» патнелле сӗтӗрни айванла хӑтланни пулӗччӗ.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн драма театрӗн нумай ҫул хушши ӗҫлесе пухнӑ историйӗ тата пуян традицийӗ пур.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Опера артисчӗн роль тӑвас ӗҫри ҫул-йӗрӗ драма артисчӗн ҫул-йӗрӗнчен пачах уйрӑм, ҫавӑнпа вӗсен художествӑлла техники те пӗр пек пулма пултараймасть.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Оперӑри сцена искусствин хӑйӗн, драма искусствин законӗсемпе пӗр килмен, законсем пур.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах та икӗ япалапа: драма театрӗн уйрӑмлӑхӗпе музыка театрӗн уйрӑмлӑхне пӑтраштарма кирлӗ мар.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вӑл драма артисчӗсен пултарулӑхӗнчи лайӑх енӗсенчен пӗри.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Музыкӑллӑ пулни вӑл — юрӑҫӑ пултарулӑхӗ кӑна мар.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ӗлӗкрех, ӑна драма театрӗ кӑна тенӗ чухне, чӑваш театрӗ пӗр хут кӑна мар музыкӑллӑ спектакльсем лартса панӑ, ҫавӑнпа пӗрлех артистсенчен чылайӑшӗн музыкӑллӑ пултарулӑх пурри палӑрнӑ.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театра, ӑна ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн, унӑн нацилле хӑйне евӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен каялла таврӑнни пулмасть-ши?

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫавӑнпа та ҫакнашкал ыйту тухса тӑрать: чӑваш театрӗн ӑш-чиккинче хӑйӗнче музыкӑпа драма никӗсӗ ҫук-ши?

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кунта «Нарспи», «Антар», «Кушар» драмӑсене асӑнни те ҫителӗклӗ, — вӗсене чӑваш театрӗн сцени ҫинче нумай ҫулсем хушши музыкӑлла драма пек лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн нацилле драматургин чи лайӑх произведенийӗсене тишкеререх пӑхсан, ҫакна асӑрхама пулать: стиль туйӑмӗ енӗпе, вӗсене сцена ҫинче лартас енӗпе, вӗсем пурте музыкӑпа драма произведенийӗсем имӗш.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш халӑхӗ калама ҫук музыкӑллӑ халӑх пулни тахҫанах паллӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пире халӗ театра ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн унӑн «профилӗ» мӗнле пулни интереслентерет.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Тепӗр енчен, кирек мӗнле опера та музыкӑллӑ драма шутланать, ҫакна вырӑс театрӗсен аслӑ реформаторӗ К. С. Станиславский ӗҫре ҫирӗплетсе панӑ.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Музыкӑллӑ драма театрӗ» тенине театрӑн пӗрлешӳллӗ творчестви пек ӑнланмалла, унта драмӑллӑ тата музыкӑллӑ (опера, оперетта, балет т. ыт. те) спектакльсем лартаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Репетици методики те, репертуар та, режиссер ӗҫӗнчи творчествӑллӑ хӑйне евӗрлӗх те тата ыттисем те кӗреҫҫӗ унта.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театр нумай ҫулсем хушши ӗҫлесе туянакан «профиль» е «творчествӑллӑ сӑн-сӑпат» — кӑткӑс ӑнлану.

Помоги переводом

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫапах та театр «профилӗпе» «сӑн-сӑпатне» чылайӑшӗ уҫӑмлах кураймаҫҫӗ-ха.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Спектакльсене музыкӑпа илемлетесси те тӗпрен лайӑхланчӗ, ҫак ҫитӗнӗве тума симфони оркестрӗпе хор чылай пулӑшрӗҫ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней