Новые
Мӗн тесен те, трест руководителӗсенчен пӗри-ҫке вӑл, унран питӗ нумай килнине Миловидова чухлама кирлех.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Халлӗхе нихӑш арҫынпа та ӑшшӑн калаҫмасть пулин, унпа та — хӑй заместителӗпе — типпӗн, официаллӑ ҫеҫ пупленӗ пулин; ӑна партсекретаре лартнӑ хыҫҫӑн ун ҫине урӑхларах пӑхӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Людмилӑн кама та пулин урӑххине, паллах, хӑйнешкел инженера савмаллах пек.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Упӑшки унӑн шофер кӑна, ҫынсене мар, груз турттарать.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫав тӗлпулуран туслашсах кайма ӗмет пурччӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Паллах, хыҫалти ларкӑч ҫине юнашар вырнаҫса…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хӑйӗнпе ӑшшӑн калаҫнине, илемлӗ сӑн-питпе ытарайми куҫӗсенчен хӗлхем сапнине курас килетчӗ, калаҫса ларсан-ларсан, партком «Волгипе» пӗр-пӗр стройучастока кайса килесшӗнччӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Миловидовӑна, Людмила Викторовнӑна, чи малтан йышӑнас шут пурччӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӑл, паллӑ ӗнтӗ, пурин кӑмӑлне те тивӗҫтереймест.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Малтанхи партсекретарӗн ят-сум пысӑккине кура, Усанов хӑйӗн ҫӗнӗ вырӑнӗ пирки урӑхларах шутланӑччӗ: Пятин та ӑна пуринчен ытларах хисеплет, стройуправленисен пуҫлӑхӗсем ун ирӗкӗнчен иртеймеҫҫӗ, трестри пайсене ертсе пыракансем унпа ӑшшӑн кӑна калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ, секретарьтен хӑраҫҫӗ, калаҫмалли пурччӗ — хӑҫан йышӑнаятӑр-ши тесе ыйтаҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Управляющи патӗнчен вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа тухрӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эсӗ ав…

Кунти ӗҫсем пирӗн чаплах мар, план тулаймасран питӗ хӑратӑп.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ытах та мӗн-тӗк, лару-тӑру чӑнах та начар-тӑк, Тылымри райком-райӗҫтӑвкомсем хӑйсемех пире канӑҫ памӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эпӗ сана ак мӗншӗн ытла тӗплӗн ӑнлантаратӑп: вӑл-ку ыйтупа текех пуҫна ан ҫӗмӗр, мана та ан кансӗрле, мӗнле калаҫҫӗ-ха, кӗҫӗтмен вырӑна ан хыҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ан ӳркен, тепӗр хут вула ҫав статьясене.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Эс асӑрхамарӑн-и ку шухӑша?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пантиков, редактор, унта икӗ хутчен кайса килчӗ, Валерий Никандрович очеркӗсенче ак мӗнле шухӑш асӑрхарӑм: чи йывӑр та кансӗр вӑхӑтсенче шӑпах Курмышов ҫирӗплӗхӗ, ҫаврӑнӑҫулӑхӗ, хӗрӳллӗ сӑмахӗ пулӑшнӑ…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шутламан-и кун пирки?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫыннин ҫав териех ҫылӑх нумай-тӑк, нимле «двоевласти» те пулмалла мар-ҫке: ӑна лере хисеплеме пӑрахатчӗҫ, коммунистсем парт-секретарьтен те, бригадиртан та кӑларса ҫапатчӗҫ, ну, паллӑ ӗнтӗ, Тылымри райком та ним шарламасӑр пурӑнмастчӗ…