Новые
Вӑрҫӑ шавӗ шавлани Хисеп тума чармарӗ, Ентимерӗн ҫар ҫынни Утаманне манмарӗ: Хисеплесе ҫӗр айне Чикрӗҫ унӑн виллине.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ашшӗ юнӗ кайнипе Аллине лаш сулчӗ те, Хытса кайрӗ вилнипе: Ҫапла Пукач ҫарӗнче Чаплӑ чӑваш паттӑрӗ, Пӗтрӗ улпут сӑтӑрӗ…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫапла сӑмах Еркиней Илчӗ ашшӗн пехилне.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тӗрӗс-тӗкӗл уртапа Килӗштерсе пурӑнма, Тӑшмансемпе патшапа Вилечченех ҫапӑҫма.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Йӑнӑшасси мӗн пулман, Хӑй ывӑлне чӗнтерсе Емелене итлеме Хушнӑ ӑна пиллесе.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Унӑн вӑйлӑ аллинче Тем чуль пуҫлӑх пӑчланнӑ, Анчах хӑйне пӗртакран Пулӑ тивет кӑкӑртан: Хальччен нимрен хӑраман Персе аннӑ утаман.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ентимӗр ҫар умӗнче Тӑшмансене тӑлланӑ.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Юлан утли юланпа Виҫ хӑлаҫлӑ сӑнӑпа Чикет, вӑрҫать салтакпа, Вуник пуслӑ ҫӗлен пек; Ҫуранни те ҫӗмӗрлен Ярать тӑшманшӑн инкек.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ентимӗрӗн те урта Хӗрсе кайнӑ чи малта: Тӑшман пуҫне шеллемен, Хӑйсенне те хӗрхенмен.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пукач ҫарӗсем хастар Вӑрҫа тухнӑ пит хаяр.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑй сутти, Ӳсер пулсан чун сутти, Пукач ҫарӗ ҫывӑрсан Ҫитнӗ чее Миххальсан: Пӗр пин юлан салтакпа Сасартӑкӑн тустарса.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хусан хули пӑхӑннӑ, Анчах крепӗҫ парӑнман, Пукач питех тарӑхнӑ, Ҫапах ӗҫме чӑтайман: Хӑй халӑхне ӳсӗртсе Ирӗк янӑ вӗҫертсе.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ентимӗрпе Емелен Самай пулать паллашни, Ҫанпа иккӗн пӗрлешсен Калама ҫук варлашни — Ӗҫкӗпеле ҫӑвӑннӑ, Халапланса савӑннӑ.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хусан хӳми — чул хӳме Сӳмпек патша ҫухнехи — Ӑна ишсе ҫӗмӗрме Кирлӗ нумай ҫар хатьри, Ҫапах Пукач Емелен Чӗтрентерет пур енчен…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӗрӗпе куҫ хупман Хастарлӑ яш утаман: Каннӑ-канман парумпа Каҫса ӳкрӗҫ Йӑлӑма, Ирхи апат тутанма Ҫитрӗҫ харӑс Хусана.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Еркинейӗн ҫынӗсем Хусан курма васкаҫҫӗ, Ҫамрӑк хастар пуҫӗсем Ҫапӑҫмашкӑн ҫакаҫҫӗ: Ашшӗ пекех Еркиней Кӗҫӗр тупасшӑн телей.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сӗве хули патӗнчен Хусан ҫунни каҫхине Пӗлӗте вут хыпнӑ пек Хӗрлӗ ҫулӑм кӑтартать: Аслати янтранӑ пек Тупӑ сасси кӑрслатать.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Атаманран Пукачран, Салам илнӗ йыхравран: Ыран ирех Хусана Ту пуҫӗнчен тапӑнма, Атӑл урлӑ каҫмалла, Йӑлӑм тӑрах каймалла…
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Еркинейӗ юланпа, Икҫӗр маттур юлташпа, Хурӑн ҫулпа кустарса, Кӑнтӑр кунне кӗретлӗ Ҫитсе кӗчӗ ӗретлӗ Сӗве ҫине тустарса.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тӗттӗм ҫӗрхи каҫхине Ашшӗ кайрӗ Атӑлпа, Парӑс карнӑ кимсемпе.