Корпус чувашского языка

Новые

Учӗн малти урисем шыва кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, шыв урлӑ ишсе каҫма хатӗрленнӗ пек, утне хӑйӑр тӑрӑх малалла уттарчӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килпет арҫын, — пӗрре пӑхсах асра юлмалли патвар ҫурӑмлӑ, сӑнӗпе те, сӑпачӗпе те паттӑр курнакан арҫына чӑвашсем ҫапла калаҫҫӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳхе сӑхман уртса янӑ ҫарапуҫ килпет арҫын Атӑл хӗрне хуллен юрттарса килчӗ те шыв хӗрринчи хӑйӑр ҫинех кӗчӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Илӗм-тилӗм унталла та кунталла ҫӗршер кӑвак аллине тӑскалать.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫутӑлса килет ӗнтӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш халӑх юрри.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юмана та паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Чӑваш халӑхӗн те, ай, чунӗ пек, Чӑваш ҫыннин ҫунан чунӗ пек.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑлӑн ҫыранӗ, ай, ҫӳллӗ-ҫӳллӗ, — Юман ӳсет унта кашласа.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана ҫывӑх ҫыннӑн, ай, чунӗ пек, Савнӑ аннен ҫунан чунӗ пек.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑвӑса та паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑлӑн ҫыранӗ, ай, ҫӳллӗ-ҫӳллӗ, — Ӑвӑс ӳсет унта кашласа.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хурамана паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Мана ҫывӑх ҫыннӑн, ай, чунӗ пек, Савнӑ аттен ҫунан чунӗ пек.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑлӑн ҫыранӗ, ай, ҫӳллӗ-ҫӳллӗ, — Хурама та ӳсет кашласа.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пилеше те паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Ман тӑванӑн та, ай, чунӗ пек, Ман йӑмӑкӑн ҫунан чунӗ пек.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑлӑн ҫыранӗ, ай, ҫӳллӗ-ҫӳллӗ, — Пилеш ӳсет унта кашласа.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗренене паян вут хыпрӗ пуль, Вут ҫӗкленет ҫӳле явӑнса, Ман тӑванӑн та, ай, чунӗ пек, Ман тетемӗн ҫунан чунӗ пек.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑлӑн ҫыранӗ, ай, ҫӳллӗ-ҫӳллӗ, — Вӗрене те ӳсет кашласа.

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗрешӗве ҫӗкленнисем

Помоги переводом

Иккӗмеш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫырма-ҫатра урлӑ, вӑрман витӗр, сӑрт-ту ҫийӗн пӗр юланут ҫурҫӗрелле кустарать…

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней