Новые
— Атя-ха, Прокопич, праҫникре хуть ҫурт-йӗре тапратар мар.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Стройматериал паракан пай пуҫлӑхӗ Сергеев, Сергей Сергеевич, ӑна хаваслӑн, уява пӗрле ирттерӗпӗр тесе кӗтсе илнӗскер, ку ыйтуран шӳтлесе пӑрӑнма хӑтланчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Тылымри объектсемпе сирӗн ҫавсемех ӗҫлеҫҫӗ-и? — УПТКана ҫитсенех ыйтрӗ Курмышов.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Акимовсене ӳстереҫҫӗ, Вовинсемпе Ярусовсене пӑраҫҫӗ, кама кирлӗ йӗрке ку?» — пӑшӑрханса шухӑшларӗ вӑл ҫул ҫинче.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Акимов Вовин вырӑнне йышӑнни ҫинчен илтсен, Курмышов ку хыпара чылайччен ӗненмесӗр пурӑнчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Чувашия» стройучастокран Акимова ӑсатнӑранпа кӗре кӗрсе хӗл каҫрӗҫ, — Курмышов ҫаплах-ха тӗлӗнме пӑрахмасть: мӗн-ма шӑпах ун пеккисене хӑпартса пыраҫҫӗ, е пурнӑҫ картлашкипе хӑпарасшӑннисем питӗ чее те сӗмсӗр-и, е хӑпартаканӗсем юри ҫапла тӑваҫҫӗ?
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вовин, Лев Степанович та…
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ярусов, ав, ҫырлахтарайман иккен ӑна.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Топрисов йышшисене те тӳссе пурӑнать.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Стройкӑна лайӑх пӗлет хӑй, анчах Акимов пеккисене чухласах ҫитеймест.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чӑнах та ӑнланма хӗн пирӗн управляющие.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пуҫне каҫӑртма май туса панӑшӑн.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫавнах «Волга» автомашинӑпа ҫӳретнӗшӗн.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ун чухне Пятин управляющие, Акимова телеграммӑпа чӗнсе илнӗшӗн, мухтанӑччӗ вӑл, халӗ — тарӑхрӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кунта — каллех пуҫлӑх!
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тылымра виҫӗ уйӑх ытла хуҫаланса, Акимов участока чылай сиен кӳрсе хӑварчӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кӗтмен тӗлпулу кӑмӑла пӑсрӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Ҫавнах 30-мӗш СУ пуҫлӑхне лартнӑ, урӑх ҫын ҫук пек».
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Аким-паша пулнӑ, Аким-паша юлнӑ! — тарӑхса шухӑшларӗ Курмышов, «Волга» иртсе кайсан.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Пӑх-халӗ, ку ҫын пӗртте улшӑнман-ҫке?