Корпус чувашского языка

Короткие

Чи хитре сӑмахсене Пӗр ҫӗре пухасчӗ, Пуҫӑмри шухӑшсене Чӗререн каласчӗ, Ирхи кайӑх юррине Вӑхӑтра итлесчӗ, Пин-пин саслӑ вӑрманне Ман ҫитсе курасчӗ, Ҫулҫӑ вӗҫнӗ самантне Кӑшт тытса чарасчӗ, Кӗрхи чечек пуххине Ӑшшӑн парнелесчӗ, Шурӑ юрӗ ҫунине Кирлӗ пек йышнасчӗ, Сарӑ хӗвел куллине Асӑмрах тытасчӗ, Ҫутҫанталӑк асамне Тав туса пурнасчӗ.

Помоги переводом

Чи хитре сӑмахсене... // Влад Апаш. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... ne-4095595

Ял ҫыннисем, хӗрӳ точкӑсенчи ҫапӑҫусен ветеранӗсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗсем, военкоматпа шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем, Аитри вӑтам шкулти юнармеецсемпе педагогсем, Аит мечӗтӗн мулли, Пишпӳлекри Культура керменӗнче ӗҫлекенсем — пурте Анвар Султановӑн ҫемйине тата ҫывӑх ҫыннисене тарӑн хурланнине палӑртнӑ.

Помоги переводом

Ҫар присягине шанчӑклӑ юлнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3814609

Юбилярсене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, администрацин строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ тата хӑтлӑх управленийӗн начальникӗ Равиль Ямалетдинов, Пӑлапуҫ Пашьел территори пайӗн начальникӗ Владимир Никитинпа Туҫа территори пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Мальцева, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ.

Помоги переводом

Чи хакли пурнӑҫра - кил ӑшши // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52169-chi- ... il-shshi-2

Вӑхӑт вӑрах та иртмерӗ, парк администрацийӗ вырнаҫнӑ симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ, чӗренче витнӗ лап йывӑҫ пӳртрен селӗм тӗксӗм кӑвак костюм тӑхӑннӑ, шакла пуҫлӑ чух арҫын тухрӗ те куҫне тӳрех паркри пӗр йывӑҫсӑр вырӑналла вӗҫтерчӗ, сӑнакаласа-тӗпчекелесе тӑркаласан, вичкӗн куҫне Ула Тимӗр ҫине ҫавӑрчӗ, вара хатӑррӑн ун патнелле вашкӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир пӗлетпӗр — сӗр-шывра каллех ырӑ пурнӑҫ тума, хӑйне телей кӳме совет ҫынни вӑрҫӑ кӳнӗ сурансене хӑвӑрт тӳрлетрӗ, уйрӑм ҫынна ытлашши пысӑка хунӑ чухне пулнӑ инкек-синкеке те пӗтерчӗ, халӗ вара, пӗтӗм чун хавалӗпе, Коммунистсен партийӗн аслӑ Программи тӑрӑх ҫӗршывра чи телейлӗ те ҫутӑ самана — Коммунизм тӑвас ҫулпа паттӑррӑн утать.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Кун валли Федераллӑ налог службин сайтӗнче налог тӳлекенӗн харпӑр кабинетне йӗркелемелле те регистраци иртмелли органа хӑвӑра юридици сӑпачӗллӗ ҫын тени тӗрӗс маррине – Р34001, хӑвӑр тӳрремӗн хутшӑнмасӑр нимӗнле предприниматель, фирма, предприяти ертӳҫи пек те регистрацилемелле марри ҫинчен Р38001 номерсемлӗ формӑсемпе заявка ямалла.

Помоги переводом

Директор пулнине сисмен те... // Ирина Николаева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -sismen-te

Республикӑри «Ҫулталӑк ҫемйи-2024» конкурса хутшӑнакансене профессири ҫӗнӗ ҫитӗнӳ тата пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫемье-2024» конкурс тапхӑрне хутшӑнма ӑнӑҫлӑ хатӗрленӗшӗн Пишпӳлек район администрацийӗ Каминкери ял библиотекин библиотекарьне Ирина Сергеевна Николаевана, Каныкай ял библиотекарьне Римма Ришатовна Нафикована тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов хӑйӗн сӑмахӗнче Геннадий Павловӑн амӑшӗпе кукамӑшне, Вера Геннадьевнӑпа Галина Андреевнӑна, хӑюллӑ та патвар ывӑл, мӑнук ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ, паянхи лару-тӑрура нацизма ҫӗнтерес тесен пӗрле кар тӑрса тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, турнира хутшӑнакан кӗрешӳҫӗсене яланах малти ретре пулма суннӑ.

Помоги переводом

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Ҫав робот, пӗлетне, Терен пичче, ҫын пекех: телефон трубкине ҫӗклесе калаҫать; хуҫи патне пыракансене алӑк умне пырсах кӗтсе илет: «Тӗпеле иртӗр, килти пек пулӑр», — тет те, хуҫи ерҫеймен вӑхӑтра пулсан, хӑнана тутлӑ шыв ярса парса ӗҫтерет; лешӗ тухса кайма тӑрсан, алӑк патне маларах ҫитсе, ӑна уҫать те: «Тата килӗр», тесе сӑпайлӑн ӑсатать.

Помоги переводом

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Республика питӗ лайӑх хӑвӑртлӑхпа аталаннине эпӗ ҫирӗп пӗлетӗп. Эпир пурте питӗ туслӑ пурӑнатпӑр, пӗр-пӗрне ӑнланатпӑр, ӗҫлес, аталанас килет. Пӗрле эпир нумай лайӑх ӗҫ тӑватпӑр. Ҫаксем пурте, ҫав шутра ӗҫ ҫыннисен, хӑйсен ӗҫне ниме пӑхмасӑр туса пыракан, халиччен пулман ҫитӗнӳсем тӑвакан, тӑван Пушкӑрт халӑхне мухтакан ҫынсене пула».

Помоги переводом

Тӑван ял ырлӑхӗшӗн яваплӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... pl-3877828

Унтан ачасем, хӑйсен тавҫӑрулӑхӗпе эрудицине уҫа парса, ыйтусем ҫине хуравланӑ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупнӑ, ҫак темӑпа ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ, ҫавӑн пекех хаваслӑ эстафетӑсене хутшӑннӑ: «Шурӑ, кӑвак, хӗрлӗ » - командӑсене конвертсем ӑшӗнче пазлсем валеҫсе панӑ, Раҫҫей ялавне кам хӑвӑртрах пуҫтарать, «Ялава ӳкерсе пӗтер».

Помоги переводом

Ҫирӗклӗ клубӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ программа иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3896399

«Паян эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑк яшсен ячӗсене асра тытса ӑмӑрту ирттеретпӗр. Яланах малта пыракан ҫакӑн пек ҫамрӑксенче пирӗн пуласлӑх. Сирӗн те ҫар ретне тӑма вӑхӑт ҫитӗ. Ҫакна валли вара паянах хатӗрленмелле», – терӗ Александр Степанович шкул ачисене пурнӑҫра, спортра хастар пулма чӗнсе каланӑ май.

Помоги переводом

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Эпир кунта канлӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра фашист бомбисем пирӗн хуласене, ялсене ишӗлтернӗ, нимӗҫ танкӗсем пирӗн хирсене, вӑрмансене, тырра-пулла таптанӑ, эпир пӗр шухӑшсӑр савӑнса кулнӑ чух пирӗн пограничниксем, пирӗн салтаксем, хаяр тӑшманпа ҫапӑҫса, пуҫӗсене хунӑ, нимӗҫ фашисчӗсем совет ҫӗрӗ ҫинче хуҫаланнӑ, ҫунтарнӑ, асаплантарнӑ, вӗлернӗ.

Помоги переводом

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл Кустанайра мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пуррине, Екатерина Павловна хӑй ӑҫта ӗҫленине, диван ҫинче ыйхӑлама пуҫланӑ ачи мӗн ятлине ыйтса пӗлчӗ; Катя элеваторта бухгалтерта ӗҫленӗ иккен, халӗ вара упӑшки пирки ним шухӑшлама пӗлменнипе, — лешӗ ҫырӑвӗсенче ни хӑй унта таврӑнасси ҫинчен асӑнман, ни ӑна кунта чӗнмен иккен, — ӗҫрен тухсах килнӗ.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.

1921–1927 ҫулсенче ачасене вӗрентнӗ, малтан Томск кӗпӗрнинчи (халӗ Томск облаҫӗ) Кузнецк уесӗн Еловка тӑватӑ ҫул вӗренмелли шкулта учитель пулнӑ, кайран Шӑхасан шкулӗнче — преподаватель, Ҫӗрпӳри ача-пӑча хулашӗнче — заведующи, Трак районӗнчи (халӗ Красноармейски муниципаллӑ округӗ) Именкассинчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта — заведующи.

Помоги переводом

Андреев Михаил Андреевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BD%D ... 0%B8%D1%87

Участокри ӗҫпуҫсем ҫинчен пӑртак калаҫкаласан, Сергей Акимович хӑй мӗншӗн килнине пӗлтерчӗ: Шупашкартисем кунти строительствӑна хӑвӑртлатасшӑн, ӳсӗмсем участок пуҫлӑхӗсен мораллӗ сӑн-сӑпатӗнчен те нумай килет, ҫавӑнпа Курмышова кунтан чӗнсе илме сӗнсен аван пулмалла: участокри лару-тӑрушӑн та, Александр Прокопьевичшӑн хӑйӗншӗн те.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Уйрӑм сӑмах майлашӑвӗнче илсе пӑхсан, асӑннӑ аффикспа пулнӑ сӑмахсен вырӑнсӑрлӑхӗ тӳрех курӑнать: «Явраҫ кати шухӑшлӑ та хуйхӑнчӑк» (мӗншӗн хуйхӑллӑ мар?), «тӑвӑнчӑк-ҫӑрӑлчӑк кунсем», «таптаса лутӑрканнӑ ҫуйкӑнчӑк» (сӑмах туй пӗркенчӗкӗ пирки пырать. — Ю. Е. ), «ҫил-ҫиҫкӗнчӗк лав», «тулхӑрчӑк сасӑ», лӑпланайми хуйхи-хыпкӑнчӑкӗ» т. ыт. те.

Помоги переводом

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

«Ҫынсене хӑйсен сывлӑхне упрама, ӑна тимлӗх уйӑрма вӗрентӗпӗр. Проект витӗмӗпе ҫынсене ҫӗнӗ йышши медицина мӗнле ӗҫленипе паллаштарӑпӑр, сывлӑх сыхлавӗн мӗнпур ресурсӗпе усӑ курма хӑнӑхтарӑпӑр, кашнине хӑйӗншӗн тата ҫывӑх ҫыннишӗн эффективлӑ тӑрӑшма вӗрентӗпӗр», – ҫапла пӗлтерет Олег Николаев проект пирки хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

Помоги переводом

Сывлӑха тӗрӗслеттерме питӗ меллӗ // Роза ИЛЛАРИОНОВА. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22140 ... e-pit-mell

«Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсемпе мухтанма пултарайманнине пӑхмасӑр эпир конкурентлӑ тавар кӑларма пултаратпӑр. Ҫакна Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ - «Единая Россия» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев тата РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов пысӑка хурса хакларӗҫ», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗренӳре хӑйсем Ула Тимӗр «картлашки ҫине те ҫӗкленеймен-ха», анчах сӑн-пит те кӗлетке тӗлӗшӗнчен курӑмлӑрахскерсем, сулхӑн ҫанталӑкра та тӑван амӑшӗн хӳттинче, ун ҫутипе те ӑшшипе «тымарланса папкаланнӑскерсем», кирек мӗнле пирӗшти пуҫне те чечек пахчиллӗн, ҫӑтмах тӗнчиллӗн тӗтрелетсе, чӗрине те пылаккӑн-кӑварлӑн «вут хыптармалла».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней