Корпус чувашского языка

Короткие

Киччӗ ялӗнче таса шывпа тивӗҫтермелли системӑна тепӗр икӗ урамра тӑвассипе ӗҫленӗ, Кӗршере Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫса вилнисене асӑнса палӑк лартнӑ.

Помоги переводом

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Ҫапла шухӑшларӑм кӑна — малта, вунӑ-вуникӗ чалӑшра, сапаланса выртакан сӗлӗ кӗлтисене (лавҫӑсем ӳкерсе хӑварнӑскерсене), чупса ҫитсе, йӑпӑр-япӑр пуҫтарса илтӗм.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Унтан вӗсем шӑнкӑрч вӗллинчи пӗтӗм ылтӑна, сӗтел ҫинӗ силлесе, икӗ пӗр пек пая пайларӗҫ те малтан хатӗрлесе хунӑ сӑран хутаҫсене тултарчӗҫ, кутамккисене чикрӗҫ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Виҫӗ кун ҫитмерӗ мана Ока урлӑ каҫса вырӑссене аркатса тӑкма! — тулашрӗ хӑй тӗллӗн Сахиб-Гирей тӑшман енне ҫиллессӗн пӑха-пӑха илсе. — Вӑтӑр кун мар — виҫӗ кун!

Помоги переводом

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пархатарлӑ Марине кинемей Питрав кунӗнче ятарласах Сарт Ҫеменне хӑналарӗ, Павлушӑн менелникӗ ячӗпе Хӗветӗре чӗнтерсе така пустарчӗ, тултармӑш та туса ҫитерчӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нумай пулмасть ҫеҫ вулавӑш ҫумӗнчи «Савӑнӑҫ» («Радость») клуб членӗсемпе Патӑрьел муниципалитет округӗнчи пенсионерсен уйрӑмӗн хастарӗсем тӗл пулу йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Вулавӑш ҫамрӑксене те, ватӑсене те хапӑл // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51524-vula ... -te-khap-l

Унӑн вӑйсӑрланнӑ куҫӗнчен тӗрлӗрен хуйхӑ-суйхӑпа тахҫанах куҫҫуль сӑрхӑнса пӗтнӗ темле чун ыратсан та исленмен куҫран, темиҫе тумлам куҫҫуль пӑчӑртанса тухрӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Сашша киле ырӑ шухӑшпа пырса тухнӑ, мӗн пулса иртни ҫинчен ашшӗне пӗтӗмпех каласа пама шутланӑ, анчах ашшӗ ҫӑмарта ӗҫӗпе Ревер хуҫа патне Хусана тухса кайнӑ-мӗн.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сехре, хӗрарӑм кӑмӑлӗ иккӗллӗ тесе, бутылкине тепре те ярса, тытрӗ, ӑна уҫма тӑчӗ, анчах Марине яхӑнне те ямарӗ, хӑй аллипех ӑна Сехре кӗсйине каялла чиксе лартрӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тухӑҫлӑ пахча-ҫимӗҫ илес тетӗр пулсан, чӑн та тӑпрана тутлантармалли, сиен кӳрекен хуртсенчен сапмалли хатӗрсем туянмаллах тесе ҫирӗплетет Радим Вячеславович.

Помоги переводом

Халӑха кирлӗ пек ӗҫлет // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/ha ... rl-pek-let

Август уйӑхӗнче пирӗн хаҫатӑн 60-мӗш ҫулсенчи штатра тӑман корреспонденчӗ, ентеш Александр Борисович Сугоров профессилле журналист пулса тӑнӑранпа 50 ҫул ҫитрӗ.

Помоги переводом

Паха тӗллев — астӑвӑма упрасси // Н.Медведева. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0%b ... %81%d0%b8/

Хытах, ҫапнӑҫемӗн хаярланса пырса ислетрӗҫ вӗсене Апликан Хӗлипӗн хӑнисем, ураран ӳксен кӑна, выртакана ҫапмаҫҫӗ тенине ҫапах та асра тытса, пӑрахса хӑварчӗҫ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калавҫӑсемпе сӑвӑҫсем паянхи пурнӑҫа ҫултан ҫул ытларах курма, пӗлме, ытларах ун ҫинчен ҫырма тытӑнчӗҫ пулсан, драматургсем вара ӗлӗкхинчен хӑпсах каясшӑн мар.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Малашне те килесшӗн-ха, — хуравларӗ вӑл. — Шупашкар питӗ килӗшет мана. Ҫыннисем ҫав тери тараватлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ. Кунтан чунпа пуянланса кайни ҫулталӑка ҫитет».

Помоги переводом

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Анчах Сӗмӗлти пӑлхав ҫинчен Хусанти кӗпӗрнеттӑра пӗлтерсен, пӑлхавҫӑсене пӗр самант та Шӗнерпуҫӗнче тытса тӑма хушман — тӳрех Шупашкарти тӗрмене ямалла тунӑ.

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унсӑр пуҫне 1 816 видеокамера 2019 ҫултанпа «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ» нацпроектӑн «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» программа шайӗнче туса хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Радий Хабиров: "Ӑслӑ хула" тытӑмӑн элеменчӗсене Пушкӑртстанри халӑх пурӑнакан вырӑнсенче планпа ӗҫе кӗртетпӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -r-3798517

Тӗрӗссипе калас-тӑк, ҫичӗ-сакӑр ҫултах юмах-халапри пек пӗринчен тепӗри капӑр та ҫӳллӗ, анлӑ та ҫутӑ корпуссем хӑпартнӑ вӗт-ха кунта, Шупашкарӑн хӗвелтухӑҫ енче.

Помоги переводом

Пурҫӑн та тӗртӗҫ-ха вӗсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

2025 ҫулта «Земство культура ӗҫченӗ» программа ҫӗршыв масштабӗнче пулать ӗнтӗ, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин кун ҫинчен Федераци Пухӑвне янӑ ҫырура пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Ҫуралнӑ кун ячӗпе парне — сертификат // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... at-3907688

Унта-кунта старательсен палаткисем ҫеҫ курӑнкаланӑ, — прораб, кутамккине вӗҫертсе, ҫӗре лартрӗ, унтан, кӗсйинчен тутӑр кӑларса, тарланӑ пит-куҫне шӑлса типӗтрӗ.

Помоги переводом

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пысӑк симфониллӗ оркестр пухса ҫитериччен Литвинов музыка техникумӗ ҫумӗнче Моцарт «Серенадине», Шубертӑн «Вӗҫленмен симфонине» йӗркелесе хатӗрлеме тытӑнчӗ.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней