Корпус чувашского языка

Короткие

Раман шкул вальсӗпе акӑш пек танлӑн ҫаврӑнакан, сывпуллашса юлашки хут алӑ тытакан, Стасикпа юнашар утса каякан вунҫиччӗри Тамарӑна аса илет…

Помоги переводом

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрӑм туясем хатӗрлерӗҫ те ҫур сехетрен ҫула тухрӗҫ, шурлӑх патне ҫитсен, пӗрин хыҫҫӑн тепри асӑрханса утса, шывлӑ-лачакаллӑ ҫӗре кӗрсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ливий Друз — Римри халӑх трибунӗ; вӑл Гракхсен законӗсене — хресченсене ҫӗр парассине, тырӑ хакне йӳнетессине ҫӗнӗрен пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.

Крапивин ӗнер Йӗпреҫе килнӗ чухне шухӑшлани тӳрре тухрӗ пулас, вырӑссем — «хӗрарӑм ҫӑвӗ», чӑвашсем ылтӑн кӗркунне текен вӑхӑт ҫитрӗ курӑнать.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тин ҫеҫ вӑтам шкул пӗтернӗ ҫамрӑксене шкулти чи аслӑ, ҫутӑ, ҫӳллӗ маччаллӑ, парттӑсенчен хӑтарнӑ тап-таса ҫуса тасатнӑ физика кабинетне пухрӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Спорта кӑмӑллакансем ҫӑмӑл атлетика эстафетине, чупӑва, кире спорчӗн тупӑшӑвне, пляж волейболне, мини-футбола, шашка-шахмат вӑййине хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Спорт мероприятийӗ кӑмӑла ҫӗклерӗ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51084-spor ... -la-c-kler

Вӑтӑралла ҫитеспе ҫеҫ вӑл, амӑшӗ вилсен тин, халӑхпа пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗсене ҫӳрекен пулать, хулӑнрах саслӑскер, арҫынла ташлама, юрлама пултарать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн наука ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллашсан тутар ученӑйӗсем тӗлӗннине палӑртрӗҫ: «Эпир пӗр кӑкран тухнӑ халӑхсем пулин те пирӗн ун пек мар».

Помоги переводом

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Ҫемье фермине аталантарма иккӗшне - 30 млн тенкӗ, 21-шне Агростартап программӑпа 71 млн тенкӗ, «Перспектива» направленипе иккӗшне 9 млн тенкӗ панӑ.

Помоги переводом

Бизнес аталанать - округ вӑйланать // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50167-bizn ... g-v-jlanat

Ваҫли сассинчи ҫуйлӑха Анук ҫав самантрах сисрӗ те, вӑл инҫетри хӗрсемпе паллашни ҫинчен калаҫнине аса илсе, ӑна хӑйне тӗпчесе пӑхма шут тытрӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр пулса ӳссе Марине пусма кӗпе тӑхӑнса курман, пусмана кӗпе арки тата тутӑр тума ҫеҫ илкеленӗ, ыттине хӗрарӑмсем пӗтӗмпех хӑйсем тӗртсе тунӑ.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сире инкек пуласса пӗлнӗ пекех хӑварнӑ иккен, — теме ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ Сахар, пӗр ватӑ тутар, сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, пилӗк таран тайӑлчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урамри юпа тӑрне ҫакса янӑ электричество лампочки — хунар теме те юрӗ ӗнтӗ ӑна — шкул умне, виҫӗ чӳрече хашакне тирпейлӗн, сулхӑннӑн ҫутатать.

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, тӑшманли хӑшне пӗлес пулсанах, Вихтӗр ӑна ҫынсем сисиччен е тула кӑларса пенӗ пулӗччӗ, е мал енчи хӑма ҫурӑкӗнчен тӗпсакайнелле чӑмтарӗччӗ.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем пӗтӗмпех республика Правительстви «Единая Россия» партин регионти парторганизацийӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленипе пулнӑ.

Помоги переводом

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ваҫилей начар ҫын марччӗ, ӑна вӑл усал ятпа асӑнмасть, анчах шӑп кӑна пурнӑҫ лайӑхланса ҫитсен, нумай ачаллӑ пулсан, упӑшкасӑр тӑрса юлма лекрӗ.

Помоги переводом

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакна курса ачасем ихӗлтетме, лӑхӑл-лахӑл кулма пуҫларӗҫ, класа тем тӗллевпе кӗнӗ техничка, Ула Тимӗре питлесе, ват сысна ами пекех ҫихӗрсе ячӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хайхи ҫавӑнтах юнӗ сивӗннӗ пек пулчӗ: вӑл асӑрханса, хӗрарӑм урлӑ ӳпӗнсе, ним сисми ыйха путнӑ пӗчӗк пепкене ярса тытрӗ те кантӑк еннелле шурӗ…

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ача-пӑча мультфильм пӑхать, фильмсем курать, вӑйӑ вылять, пӗр-пӗр ыйту хуравне тупма пултарать… - «виртуаллӑ уҫлӑхӑн» майӗсем чӑнах та чикӗсӗр.

Помоги переводом

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Юлашкинчен, романӑн тӗп пӗтӗмлетӗвӗ: тӑлӑх арӑм ҫӗнтереймест темелле — ӑна тӗрмене хупаҫҫӗ, анчах та анлӑ пӗлтерӗшпе илсен вӑл аслӑ ҫӗнтерӳҫӗ:

Помоги переводом

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней