Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнтерӳҫи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмлетӳ хыҫҫӑн Ч. Ишмуратова «Ҫулталӑк учителӗ — 2019» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулни паллӑ пулчӗ.

После подведения итогов стало понятно, что победителем конкурса "Учитель года — 2019" стала Ч. Ишмуратова.

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

Конкурсантсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, финанс пайӗн начальникӗ С. Чернова, вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт управленийӗн начальникӗ И. Рубцова, «Ҫулталӑк учителӗ - 2012» конкурс ҫӗнтерӳҫи, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул директорӗ Н. Андреева саламларӗҫ.

Конкурсантов поздравили первый заместитель администрации района, начальник финансового отдела С. Чернова, начальник образования, молодежной политики, управления физкультуры и спорта И. Рубцова, победитель конкурса "Учитель года-2019", директор первой общеобразовательной школы Батырево Н. Андреева.

Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2

«Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи», «Пилӗкҫуллӑх ударникӗ» паллӑсене арча тӗпӗнче халӗ те упраҫҫӗ.

Знаки "Победитель социалистического соревнования", "Ударник пятилетки" до сих пор хранят на дне сундука.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Н.А. Синелев – «Раҫҫей – Франци» ятпа ирттернӗ радиокурав ҫӗнтерӳҫи, тӗп приз хуҫи.

Помоги переводом

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

2014 ҫулта Раҫҫей шайӗнчи конкурсра «Ача-пӑча стоматологийӗ» номинаци ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑччӗ.

Помоги переводом

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Акӑ Елена Дементьева тухтӑр малтан — республикӑра, кайран Мускавра «Стоматологи гигиени. Профессире чи лайӑххи — 2014» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ, аякри тӑрӑхсенчен ҫитнӗ хӗрачасемпе арҫын ачасене 2013 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, ҫав шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен» конкурс ҫӗнтерӳҫи Ирина Алексеевна Диарова, 2012 ҫулта ҫав конкурсра ҫӗнтернӗ Александр Марсович Степанов тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Педагогика талккӑшӗ-2014» конкурс лауреачӗ Любовь Васильевна Кудрявцева тулли кӑмӑлпа ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ.

Помоги переводом

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вӗсенчен тӑватӑ номинаци ҫӗнтерӳҫи: Лейла Саидбурханова («Шарм»), Дарья Алексеева («Мисс Очарование»), Юлия Салахова («Мини-мисс Казань») тата республикӑн кӑҫалхи чи пултаруллӑ, чи хитре чиперукӗ «Мини-мисс Татарстан» титула тивӗҫнӗ Ангелина Киселева (Анат Кама) ҫак кунсенче Мускавра иртекен конкурсра «Раҫҫейӗн пӗчӗк чиперукӗ» титула ҫӗнсе илес тесе тупӑшӗҫ.

Помоги переводом

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тӗслӗхрен, кӑҫал «Экономика», «Менеджмент», «Финанссем тата кредит» вӗренӳ программисем пӗтӗм тӗнче аккредитацийӗ витӗр тухнӑ, ЧПУ — Пӗтӗм Раҫҫейри «Регионсем валли кадрсем» тата «Оборона-промышленноҫ валли ҫӗнӗ кадрсем» конкурссен ҫӗнтерӳҫи т.ыт.те.

Помоги переводом

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Яшсен тӗнчери турнирӗн ҫӗнтерӳҫи 20 километрлӑ дистанцие пӗрремӗш хут тухса пысӑк ҫитӗнӳ тума пултарчӗ.

Помоги переводом

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Кӗмӗл сасӑ-2016» фестиваль ҫӗнтерӳҫи Карина Тимофеева ҫинчен эпир хаҫатӑн 13№ кӗскен ҫырнӑччӗ.

В 13№ нашей газеты мы уже кратко писали о победительнице фестиваля "Серебряный голос-2016" Карине Тимофеевой.

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Унӑн хӗрӗ — Раҫҫей биатлонисчӗ, 2013 ҫулхи Универсиада ҫӗнтерӳҫи, ҫӗршыв чемпионки Татьяна Акимова.

Помоги переводом

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Чӑвашлӑха аталантаракан чи лайӑх ҫемье» конкурс ҫӗнтерӳҫи вара Даниловсен ҫемйи пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ ҫулта РФ Вӗренӳ министерстви тата Пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс организаци йӗркеленӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫи йышне пирӗн республика та кӗме пултарчӗ, электротехника енӗпе ҫывӑх вӑхӑтра регионсен хушшинчи вӗренӳ компетенцийӗн центрне йӗркелемешкӗн ирӗк илчӗ.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл — ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Хисеп Палли» ордена /1986 ҫ./, Халӑхсен туслӑхӗн орденне /1986 ҫ./, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале, тӗрлӗ ҫулта ВДНХн ылтӑн, кӗмӗл тата бронза медалӗсене, «Социализм ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи» палла тивӗҫнӗ, нумай-нумай Хисеп хутне илнӗ.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Сӑмах май, Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗ республикӑри ял тӑрӑ- хӗсенче комплекслӑ компактлӑ застройка тата тирпей-илем кӗртмелли пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пыракан конкурс ҫӗнтерӳҫи те (2012 ҫ.) пулнӑччӗ.

Помоги переводом

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Пархатарлӑ ӗҫшӗн Анастасия Сергеевна «Ӗҫ ветеранӗ», «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» ятсене, нумай Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Иккӗмӗш слет ҫӗнтерӳҫи - Ача-пӑча полици академийӗн «Тӑван ҫӗршыв» команди.

Помоги переводом

Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней