Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл яланах ҫӗнтерсе пынӑ, мӗншӗн тесен ун умӗнче революци ялавӗ вӗлкӗшнӗ, чӗринче революци законӗ пурӑннӑ: пӗтӗм влаҫ — Советсене, халӑха; ҫӗршывӑн пӗтӗм пуянлӑхне — ӗҫчен халӑха, рабочисене, хресченсене, революци салтакӗсене: ҫын вӑйӗпе пурӑнакансем — тӗп пулччӑр!
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Россия халӑхӗ революци ҫулӑмӗ, граждан вӑрҫи вучӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин хӑрушла ҫил-тӑвӑлӗ витӗр, вӗри тӑхлан ҫумӑрӗсем айӗн ҫӗнтерсе, хурҫӑ пек хӗрсе, тӗрекленсе тухрӗ, вӑл ҫавӑнпа хурҫӑ шӑнӑрлӑ, вӑйлӑ.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫӗршывра социализмла йӗркесене, халӑх кӗрешӳпе ӗҫре ҫӗнтерсе илнӗ чӑн-чӑн демократиллӗ йӗркесене пӑсни урӑхран нихӑҫан та пулмасса эпир шанатпӑр.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Вӗсемех, фашизм тапӑнса килсен, ашшӗсем ҫӗнтерсе илнӗ ирӗклӗхе сыхлама пурнӑҫне хӗрхенмесӗр вута кӗреҫҫӗ, паттӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тӗнчене историре пулман ҫӗнтерӳ кӑтартаҫҫӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Эпир тискер фашизм чӗртнӗ хӑрушӑ вӑрҫа, пӗтӗм вӑя хурса, вута кӗрсе сӳнтертӗмӗр, вутран-ҫулӑмран ҫӗнтерсе тухрӑмӑр.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Асӑннӑ телейлӗ тапхӑра (эпир вӑл телейлӗ пуласса ӗненсе тӑратпӑр) ура ярса пусиччен халӑхсен нумай йывӑрлӑхсем урлӑ ҫӗнтерсе каҫмалла пулчӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
2010 ҫулта Лай, ДПП-ра тӑратаканскер, Гоминдан партин кандидатне ҫӗнтерсе Тайнань мэрӗ (халӑх йышӗ 1,9 млн ҫын) пулса тӑнӑ.
Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D
— Тӑшмана ҫӗнтерсе сывӑ таврӑнӑр!
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫтаппан, хӑй хӑранине ҫӗнтерсе, чунакансен ҫулне пӳлчӗ те: — Чарӑнӑр! Ҫулӑм тулалла тухса ҫивиттине хыпса илнине курмастӑр-и-мӗн? Е ялӗпех ҫунтарса яма шутлатӑр-и?! — тесе кӑшкӑрчӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ку вӗсене ҫӗнтерсе намӑса кӗртесрен хӑтарчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗрешӗве халех чармасан, хура маскӑна ҫӗнтерсе, унпа пӗрле цирк трюкӗ те тӑрӑ шыв ҫине тухасса аванах курчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӗнтерсе маскине сӳсе илсенех, вӑл циркри кӗрешекенсенчен пӗри иккенне куракансем ҫав самантрах палласа илӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мӗнпур ӗмӗт-шухӑшӗ хура маскӑна ҫӗнтерсе ҫӗр тенкӗ выляса илесси пулнипе Ҫтаппан хӑй тавра хӗрӳллӗ калаҫусем пынине, куракансем хута кӗрсе е хирӗҫлесе тӑвӑллӑн алӑ ҫупнине те йӗркеллӗ ӑнланаймарӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ун шучӗпе цирк хуҫи хура маскӑна ҫӗнтерсе питне уҫса кӑтартма ниепле те килӗшес ҫук.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Куракансем кашни каҫах, кам та пулин хура маскӑна ҫӗнтерсе, ун сӑн-питне уҫасса кӗтеҫҫӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Михаҫ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкме пултаракансем патне васкарӗ: мӗн пур вӑйне пухса, яка пӑр ҫийӗн юр юхтарса, пит-куҫа чӗпӗтсе хирӗҫ вӗрекен ҫиле ҫӗнтерсе, хӑвӑртлӑхне ӳстерме тӑрӑшрӗ.
Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.
Левентие вара ташӑра ҫӗнтерсе хӑйӗн мӑшӑрӗ турӗ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Иван яланах карчӑк каланине асра тытать, ҫул ҫинче тӗл пулнӑ чи хаяр та усал тӑшмансене, ҫӗленсене ҫӗнтерсе пырать, ҫичӗ ураллӑ лашана хӑй аллине ярса илет.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Ҫавнашкал йывӑрлӑха ҫӗнтерсе хӗвел патнелле кармашакан черчен чечеке аллипе ҫепӗҫҫӗн ачашларӗ.
39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Уйӑх ҫутине ҫӗнтерсе, шурӑмпуҫӗ палӑрса килчӗ.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.