Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклентерсе (тĕпĕ: ҫӗклентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ тӗслӗ хутран эрешлесе тунӑ хунарсемпе, лампадкӑсемпе, ҫӗршер ҫуртапа йӑлтӑртатса ларакан пысӑк чиркӳре халӑх лӑках пулни ҫамрӑк юрӑҫӑн чунне ҫӗклентерсе ячӗ.

Помоги переводом

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Аякран Лавр Кузьмичӑн сачӗ, тетте пек капӑр ҫурчӗ пуринчен илемлӗрех курӑнаҫҫӗ, хуҫа чунне ҫӗклентерсе яраҫҫӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вальс кӗввипе хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫаврӑннӑ самантсенче вӑл хӑйӗн кӑт хытӑ пӗчӗк кӑкӑрӗсемпе ман ҫума перӗнмессерен пӗтӗм шӑм-шаккӑма ток ҫапнӑн туйӑнать, анчах ҫав асамлӑ ток, ҫӳҫентерет пулин те, ырӑ киленӗҫ кӳрет, кӑмӑла ҫӗклентерсе, ҫунатлантарса ярать.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ун чӗрине пысӑк савӑнӑҫ ҫӗклентерсе ячӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вилӗм умӗнчи ҫынна хӑйӗн юнӗпе хӑтарса хӑварни, ҫӑлӑннӑ ҫын ӳтӗнче хӑйӗн юнӗ юхни, ҫав вӗри юн суранланса пӗтнӗ ҫынна пурӑнма хӑват пани Таньӑна чӑн-чӑн таса савӑнӑҫ кӳчӗ, ҫӗклентерсе ячӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита куҫ харшисене ҫӗклентерсе илчӗ, каллех пӗрчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫилӗ ҫеҫ, кассӑн-кассӑн вӑйланса, уй-хир ҫулӗсенчи тусанпа вӗтӗ тӑпра тӗпренчӗкӗсене пӗлӗтелле ҫӗклентерсе, ҫавӑра-ҫавӑра, ҫулпала кӑпӑртаттарсах малалла чуптарать.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Эпӗ кунта сан умра чӗркуҫленме мар, лашасем патне килнӗ! — пат татса каларӗ те Озеров, куҫ харшисене ҫӗклентерсе, вӑрӑ ҫинелле унчченхинчен те вичкӗннӗн шӑтарса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эй, ҫил вӗрет, ҫил вӗрет те, Ҫил ҫӗклентерсе ярать…

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтӗм кӑмӑла ҫӗклентерсе ярать, чуна хускатать.

Помоги переводом

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Вутлӑ ут чуна ҫӗклентерсе Кӑмӑллӑн юрлать хӑй юррине.

Помоги переводом

Мотоциклӑм — ҫил ҫунат // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.

Левентей чӗринче ҫак вӑхатра ӑшӑ-ӑшӑ туйӑм сарӑлнӑҫемӗн сарӑлчӗ, кӑмӑла ҫӗклентерсе, пуҫра ытармалла— мар ҫепӗҫ шухӑшсем вӑранчӗҫ.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Почтальон нумай вӑхӑт пӗр хыпарсӑр пурӑннӑ Алексейрен ҫыру кӗртсе пачӗ, ку ҫыру вара пурин кӑмӑлне те ҫӗклентерсе ячӗ.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑйӗн вӗҫсӗр анлӑшӗпе, кӑмӑла ҫӗклентерсе яракан вӑйӗпе этем хуйхине чакарма, чӗре суранне сиплеме пултарнӑ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗтӗм кӑмӑла ҫӗклентерсе хӑварчӗ иккен те ку Сарри, эс пӗли-пӗлми хурлама пӑхатӑн.

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чуна ҫӗклентерсе яракан илемлӗ кӗвӗ ҫак сывлама ҫук пӑчӑ пӳрте пӗр кас вӑштӑр ҫил вӗртсе кӗнӗ пек, ку хӑтлӑ ҫил вара тарланӑ пит-куҫа ҫеҫ мар, ҫынсен чун-чӗрине те уҫӑлтарса, кӑмӑла ҫемҫетсе хӑварнӑ пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Павлуш ӳссе ҫын пуличчен пурӑнас пулать, — ҫӗклентерсе каларӗ Хӗветӗр.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ Биче хӑйӗн чун-чӗре тӗнчин уҫӑмлӑ пахчинче хӑйне хирӗҫ кайманшӑн та савӑнатӑп, ҫавӑнпа та аса илӗвӗм мана чӑннипех те ҫӗклентерсе хӗпӗртеттерет, ҫакна вилӗм куҫӗ умӗнче хӑрушӑ чӑнлӑха уҫса кӑтартнӑ тӑшман хӑюлӑхӗ ҫӗклентерсе савӑнтарнипе танлаштарма юрать-тӗр.

И я был рад также, что Биче не поступилась ничем в ясном саду своего душевного мира, дав моему воспоминанию искреннее восхищение, какое можно сравнить с восхищением мужеством врага, сказавшего опасную правду перед лицом смерти.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кулинари ытарлӑхӗпе гастрономи шӑрши-техӗмӗ талккӑшпех сарӑлнӑ, кӑштах ас тивсенех ароматлӑ ҫав пӗтӗм капӑр-илеме ҫинӗ чухнехилле шухӑш ҫӗклентерсе янипе ӳсӗрӗлсех кайнӑн туйӑнать.

Запахло такой гастрономией, такими хитростями кулинарии, что казалось, стоит съесть немного, как опьянеешь от одного возбуждения при мысли, что ел это ароматическое художество.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Федя хирӗҫ сӑмах калас вырӑнне мана ҫӗклентерсе куҫне хӗскелесе илчӗ.

Вместо ответа Федя задорно подмигнул мне:

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней