Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ӗҫ пулӑшу паракан тата аталантаракан мӗнпур институт ӗҫ-хӗлне тачӑ ҫыхӑнтарса тӑмалла.Этот процесс должен синхронизировать деятельность всех институтов поддержки и развития.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Вӗренӳ тытӑмӗ кашни ачана аталантарма, асӑннӑ сфера ӗҫченӗсен ӑсталӑхне ӳстерме, пурнӑҫӑн мӗнпур енне наукӑпа ҫыхӑнтарса йӗркелеме пулӑшакан майсемпе тивӗҫтермелле.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Унта Симферопольпе Крымри районсене, хуласене ҫыхӑнтарса тӑракан телефон пункчӗ вырнаҫнӑ иккен.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Тупа пире тата тачӑрах ҫыхӑнтарса тӑрӗ вӑя ӳстерӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Кӗске татӑксенчен ҫыхӑнтарса тунӑ бикфорд шнурӗ ӗҫе пӑснӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӗсене пӗр-пӗрне ӑнланни, иккӗшин хушшинчи туслӑх ҫыхӑнтарса тӑни ҫав туслӑха вара пӗр-пӗрне темле уҫҫӑн хирӗҫлесе калаҫни те пӑсман.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унӑн аллисене лассопа ҫыхӑнтарса лартнӑ.
ХСVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Чугун ҫул ҫинче тимӗр каштасене (рельсӑсене) мӗншӗн тачӑ ҫыхӑнтарса хумаҫҫӗ?Отчего на чугунке кладут рельсы так, чтобы концы не сходились с концами?
I // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Укрепленисене пӗренесенчен тунӑ, пӗренисене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса тӑпрапа тата юрпа витсе лартнӑ.Укрепления были сложены из бревен, скреплены и скрыты землей и снегом.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Сирӗн ӑс-тӑн пӗлӗве пӑчӑхса вилекен ҫын уҫӑ сывлӑша антӑхса кайса ҫӑтнӑ пек ыйтма пуҫласан кӑна эсир наукӑн чӑн-чӑн ҫыннисем, малалла пыракан ҫул ҫинче вӑя хӗрхенмесӗр, хӑвӑра наукӑпа тачӑ ҫыхӑнтарса ӗҫлекен ҫынсем пулатӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Кӗнекерен илнӗ пӗлӗве вӑл часах пурнӑҫра хӑй тӳссе ирттернисемпе, ытти ҫынсен сӑнавӗсемпе ҫыхӑнтарса тишкернӗ.Он соединял книжные знания с тем, что видел в жизни, с опытом других людей.
Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.
Йӗри-таврари ҫынсемпе ӑна пӗр паллӑ тӗллевшӗн ӗҫлекен ӗҫ ҫыхӑнтарса тӑрать.Не только общая работа и общие цели объединяют людей в нашей стране.
9. Ҫемьери паллӑ кунсем, парнесем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӗрелсе кайнӑскерсем, ҫиҫсе тӑракан куҫӗсемпе ялан ҫӳлелле пӑхса пыма тивнӗрен, ҫӗлӗкӗсем те ӗнсе хыҫнелле шуса аннӑ, вӗсем тавралӑха пӑхса тӗлӗннипе сӑмахсене ҫыхӑнтарса та калаҫаймаҫҫӗ, кӑшкӑркаласа кӑна пыраҫҫӗ.
Уяв // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулӗ-ши ӑна, хӑйӗн ачине ҫыхӑнтарса тӑракан пӗтӗм ҫинҫе те палӑрми хӗлӗхсене каллех пӗр ҫӗре пуҫтарса, алла илмешкӗн?
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Халь вӑл таврари ҫутҫанталӑк шӑв-шавне тата тимлӗреххӗн тӑнлама пуҫларӗ, хӑйӗн тӗтреллӗ туйӑмӗсене паллӑ кӗвӗсемпе ҫыхӑнтарса, хутран-ситрен ирӗклӗ импровизацисемпе пӗтӗҫтерет, кунта вара, хӑлхашӑн ҫывӑх халӑх кӗвви ӑҫта вӗҫленсе ӑҫта хӑйӗн творчестви пуҫланнине уйӑрса илме те ҫук.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Нихҫан та урӑх ҫакӑн пек пысӑк та вӑйлӑ туйӑм икӗ чӗрене ҫыхӑнтарса тӑман.Никогда чувство, более возвышенное и глубокое, не соединяло двух сердец.
VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Симурдена хӑй пӑхса ӳстерекен ачапа шӑпах ӗнтӗ ҫавӑн пек кӑмӑл, — тарӑн, ашшӗпе ывӑлӗ хушшинчи ырӑ шухӑш-кӑмӑл, — ҫыхӑнтарса тӑнӑ та ӗнтӗ.Симурдэна привязывала к его воспитаннику глубокая родительская любовь.
III. Ача пӑхса ӳстерекен // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсене ҫыхӑнтарса тӑракан вӑй пулнӑ.
II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унтан хӑй ача чухне тӗрлӗ коллекцисем пухма юратни ҫинчен, пӗррехинче, темле курӑксем ҫыхӑнтарса ӳкернипе, шывра ҫур сехет ларни ҫинчен каласа пачӗ.
10 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӗсем ҫутҫанталӑкри хӑрушӑ явленисем мӗн пирки пулнисене тӗпчесе пӗлмесӗр чӑтма пултарайман, вулкансем сирпӗнсе тухнисене вӗсем ҫӗр чӗтренисемпе ҫыхӑнтарса ӑнлантарнӑ, мӗншӗн тесен час-часах вулкан сирпӗнсе тухиччен маларах ҫӗр айӗнче аслати пек кӗрлени илтӗннӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.