Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫыхӑнтарса (тĕпĕ: ҫыхӑнтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑшман цепсемпе куҫса килет, пире пур енчен те хупӑрласа илес ӗмӗтпе хӑйӗн флангӗсене ҫыхӑнтарса пырать.

Противник, наступая цепями, загибал свои фланги с целью полного окружения села.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кӑштах шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн темӗн аса илнӗ пек пулчӗ те, истори вӗрентес ӗҫе грамматика урокӗсемпе ҫыхӑнтарса пыма май пурри ҫинчен пӗлтерчӗ.

Подумав, она решила, что лучше всего будет связать преподавание истории с уроком грамматики.

Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл кун, Сталин юлташ радиопа сӑмах тухса каланӑ хыҫҫӑнах, эпир пурте хамӑр кӑкӑрта темӗнле раснах пысӑк вӑй, пурне те пӗр ӗмӗтпе ҫыхӑнтарса пӗр тӗллев патне илсе пыракан иксӗлми хӑват вӗресе тӑнине туйса илтӗмӗр.

В памятный июльский день, когда мы собрались в кабинете секретаря райкома, вскоре после выступления по радио товарища Сталина, каждый из нас как-то особенно почувствовал ту могучую силу, которая, сплачивая всех нас воедино, направляет к одной цели.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пурте, пуҫӗсене чиксе, шарламасӑр тӑчӗҫ, Сулла хӑй те, малтан пӗр-ик сӑмах ҫыхӑнтарса калама хӑтланнӑскер, преступлени тунӑ ҫӗрте тытнӑ ҫын пек шӑпланчӗ.

Все молчали с опущенными головами, и сам Сулла, который сперва пытался связать несколько слов, кончил тем, что замолчал, подобно обвиняемому, уличенному своим обвинителем.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫак ырӑ шухӑшлӑ, анчах телейсӗр кун-ҫуллӑ ҫын, пирӗн пекех чура, пирӗн пекех пусмӑрти ҫын, пирӗн пекех телейсӗр ҫын, пӗр вӑхӑтранпа хӑйӗн шухӑшне йывӑр, хӑрушӑ, анчах ырӑ ӗҫ ҫине ячӗ: вӑл гладиаторсем хушшинче кавар турӗ, вӗсене таса тупапа ҫыхӑнтарса, пӗр паллӑ кун тирание хирӗҫ, хӑйсене ҫын кулли туса, амфи-театрсенче вилме яракан тирание хирӗҫ ҫӗклеме, гладиаторсене хӑйсен тӑван ҫӗршывӗсене тавӑрма шухӑшлать.

И этот человек, стоящий выше своего положения и своей несчастной судьбы, уже несколько лет как задумал одно трудное, опасное, но благородное предприятие: он составил тайный заговор среди гладиаторов, их, связанных священной клятвой, он замышляет поднять в определенный день против обрекающей их на муки и смерть тирании и вернуть свободными в родные страны.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Лентисене пиҫиххинчен ҫыхӑнтарса тӑнӑ, кӗленче савӑтне чӗркуҫҫипе хӗстернӗ, ҫапла майпа вӑл икӗ аллипе те ирӗккӗн ӗҫлеме пултарнӑ.

На поясе у Джонни висел пучок веревок, а бутылки он зажимал между колен, чтобы действовать обеими руками.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Вӑл ҫухалсан, мана тӗнчепе ҫыхӑнтарса тӑракан чӗрӗ ҫипсенчен пӗри татӑлса каять, аса илсе пурӑнасси юлать, анчах — вӑл пӗтӗмпех хам ӑшра, ӗмӗрлӗхех картласа хунӑскер улшӑнманскер пулса юлать.

Когда он исчезнет — порвется одна из живых нитей, связующих меня с миром, останется воспоминание, но — оно целиком во мне, навсегда ограничено, неизменно.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Кунта стропилӑсене ҫыхӑнтарса хумалла.

— Здесь необходимо связать стропила ключом.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав ҫын мана тӳрех те ҫирӗппӗнех хӑй ҫумне ҫыхӑнтарса хучӗ: эпӗ ун ҫине пӗр чарӑнмасӑр тӗлӗнсе пӑхаттӑм, ҫӑвара карса пӑрахса итлеттӗм.

Этот человек сразу и крепко привязал меня к себе; я смотрел на него с неизбывным удивлением, слушал, разинув рот.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӗсем кашни ыйту ҫинех пӗр-пӗрне ҫакӑн евӗрле ответлеҫҫӗ, тепӗр чух пӗр ыйтусӑрах пӗртте мая килмен икӗ япалана ҫыхӑнтарса хураҫҫӗ, ҫак арӑш-пирӗше кирлӗ япала ҫинчен калаҫнӑ чухнехи сӑнпа калаҫҫӗ, — вара питӗ кулӑшла пулса тухать.

На каждый вопрос они отвечали друг другу в том же роде, а иногда и без вопроса старались только соединить две самые несообразные вещи, говорили эту бессмыслицу с серьезным лицом, — и выходило очень смешно.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак каҫхине, ҫак самантра хӑйсене мӗн ҫыхӑнтарса тӑни, хӑйсен калаҫури юлташлӑхӗпе туслӑхӗ сасартӑк ҫухалнӑн туйӑнчӗ Павӑла.

Павле вдруг почувствовал, что все, что их соединяло, вся их боевая дружба и товарищество, сегодня, вот в эти минуты, разлетелось впрах.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Творчествӑлла ӗҫе писатель государствӑпа общество енӗпе пысӑк вырӑнсенче ӗҫленипе ҫыхӑнтарса туса пырать.

Творческую деятельность писатель совмещает с работой на высоких государственных и общественных должностях.

Добрица Чосич // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с. — 3 с.

Эпӗ ҫапла шухӑшлаттӑм: Репина Колышкинпа мӗн ҫав териех ҫыхӑнтарса тӑрать-ха?

Я думал: что связывает Репина именно с Колышкиным?

50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӑл хай пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут шухӑша кайрӗ пулмалла; ӑна Плетневпа ҫыхӑнтарса тӑракан япала туслӑх-ши вӑл?

Должно быть, Разумов впервые в жизни задумался — дружба ли то, что связывает его с Плетневым.

29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӗсене халлӗхе пӗр-пӗринпе нимӗн те ҫыхӑнтарса тӑмасть, вӗсем манпа та нимӗнпе те ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ.

Которых еще ничто не связывало между собой и ничто не привязывало ко мне.

6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Пикенсех вара кун каҫиччен илтсе тӗлӗннӗ калаҫусене хӑйсем тахҫанах ӑша хывнӑ, анчах темшӗн-ҫке асра тытӑнса юлнӑ калаҫусен татӑк-кӗсӗкӗсемпе ҫыхӑнтарса пуплешеҫҫӗ.

И напряжённо сплетали недоумения дня с обрывками давних слухов, которые память почему-то удержала.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ҫулсеренех, ҫурхи шыв-шур тапрансан, ҫырма шывӗ Заречьери килхушшисене юхса кӗрсе тулать, урамсене илсе лартать — ун пек чухне вара слобода ҫыннисем маччана улӑхаҫҫӗ те мачча чӳречисенчен тата ҫуртсем тӑрринчи вӑлтасемпе пулӑ тытса лараҫҫӗ, тӑпсисенчен кӑларса илнӗ хапха алӑкӗсене пӗр ҫӗре ҫыхса сулӑсем тӑваҫҫӗ, ҫав сулӑсемпе урамсем тӑрӑх, юханшыв тӑрӑх ишсе ҫӳреҫҫӗ, вӑрмантан шыв юхтарса килнӗ вутӑлӑх пӗренесене тытаҫҫӗ, ҫак тупӑша пӗр-пӗринчен вӑрлаҫҫӗ, ҫӗрлесенче тата, слободана хулапа ҫыхӑнтарса тӑракан кӗперӗн карлӑкӗсене вата-вата йӑтса каяҫҫӗ.

Ежегодно в половодье река вливалась в дворы Заречья, заполняла улицы тогда слобожане влезали на чердаки, удили рыбу из слуховых окон и с крыш, ездили по улицам и по реке на плотах из ворот, снятых с петель, ловили дрова, унесённые водою из леса, воровали друг у друга эту добычу, а по ночам обламывали перила моста, соединявшего слободу с городом.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Тата, тӗрӗссипе, ӑна ют ҫӗршыври пурнӑҫпа мӗн ҫыхӑнтарса тӑнӑ?

И что собственно его привязывало к заграничной жизни?..

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Эпӗ хамӑн искусствӑна пӗр вӗҫӗм вӗренсе пытӑм, хамӑн ӑшӑмра тупнӑ вӑйлах мар пултарулӑха ӳстерме тӑрӑшрӑм та пӗр йывӑрлӑх хыҫҫӑн тепӗр йывӑрлӑх пӗтсе пынине курса савӑнтӑм, Помещикӗ пирӗн ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, тӳрӗ ҫынччӗ; вӑл мана хисеплетчӗ, манӑн талантсене тивӗҫлипе хаклатчӗ, мана французла вӗренме укҫа пачӗ, хӑйӗнпе пӗрле Италие, Парижа илсе кайрӗ, эпӗ Тальмапа Марса куртӑм, эпӗ ҫур ҫул Парижра пурӑнтӑм, унтан вара — мӗн тӑвас тетӗн! — эпӗ ун чух питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха, ҫул енчен мар пулсан та, опыт енчен ҫамрӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та провинцири пӗчӗк театра таврӑнтӑм; мана хама вӗрентсе ӳстернӗ ҫынпа уйрӑм тивӗҫсем ҫыхӑнтарса тӑнӑ пек туйӑннӑ.

Я беспрерывно изучала мое искусство, воспитывала те слабые способности, которые нашла в себе, и радостно видела, как трудность за трудностью исчезает, Помещик наш был добрый, простой и честный человек; он уважал меня, ценил мои таланты, дал мне средства выучиться по-французски, возил с собою в Италию, в Париж, я видела Тальму и Марс, я пробыла полгода в Париже, и — что делать! — я еще была очень молода, если не летами, то опытом, и воротилась на провинциальный театрик; мне казалось, что какие-то особенные узы долга связуют меня с воспитателем.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Паллах, хальхипе «ҫыхӑнтарса» аппаланиччен, ӗлӗкхи пӗр-пӗр особняк ҫине бульдозер кӑларса яма ҫӑмӑл.

Конечно, пустить бульдозер на какой-нибудь особняк значительно проще, чем его куда-то там вписывать.

18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней