Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене Юсупӑн, тепӗр салтакӑн автомачӗсем ҫулса тӑкнӑ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вара эпир те пӑшалпа хӗҫ тытрӑмӑр, гербертсене хамӑр ҫӗршывран хӑвалама пуҫларӑмӑр, каясшӑн пулманнисене — ҫулса тӑкрӑмӑр».
Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Кунӗпе тӑрӑшса ҫулсан та, палланӑ лесник панӑ ҫарана ҫулса пӗтереймерӗҫ Ҫимунпа Сантӑркка.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тем чухлӗ курӑк ҫулса пӑрахрӗҫ пӗр кунта икӗ ӗҫчен.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ял халӑхӗ, умлӑ-хыҫлӑ шӑрҫаланса, паккуса ӳксе, арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те пӗр-пӗринчен юлмасӑр пӗр чарӑнмасӑр ҫулса кун кунларӗҫ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн пурте ура ҫине тӑчӗҫ те алӑ ҫулса ячӗҫ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Пӗр кӗтмен ҫӗртен Раман кӑкӑртан ҫулса илнипе Кашкин сывлайми пулса тӑчӗ.
49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Безбородов телефон трубкине ҫулса илсе такампа ятлаҫма пуҫларӗ.
28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Улька Ҫтаппана хулран ҫулса илчӗ.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ӑна ҫулса илсе типӗтмелле пулать пуль ӗнтӗ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Халь тин, тен, ӑна ҫулса пӑрахмалла та силос тумалла.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Пахчари курӑка ҫулса парсан та ҫимест.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Машка сӗтне юратать те кӗтӳрен килнӗ ӗнене пӗр мих чӗрӗ утӑ ҫулса парать.
Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Алӑпа вир ҫумланӑ, утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ҫитӗннисене пулӑшнӑ, утта ҫавӑрса типӗтнӗ, ҫавапа ҫулса пӑрахнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр паккуссене кӗреплесемпе пухнӑ.
Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052
Ӗнесене кӑнтӑрла ҫитерме люцерна ҫулса килмелле вӗсен.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫавапа тух та урама килти выльӑх валли наччасрах пӗр ытам курӑк ҫулса кӗр.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ытти ҫырмасенче курӑк ӳстерес, вӗсене вара е ҫулса илес, е майӗпен-майӗпен, пӗрин хыҫҫӑн теприне, кӗтӳ кӗртсе пырас, терӗҫ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унти калчана ҫулса ҫитерсен, тӳрех сухаласа викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ акма май пур.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пӗр эрне хушшинче 100 ытла гектар ҫинчен кукурузӑна ҫулса вӗтетнӗ.
Уй-хир ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ // Татьяна СЕМЕНКО. https://ursassi.ru/news/uy-khir-sem/2023 ... an-3435381
ПР правительствин премьер-министрӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Файзрахманов пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗштырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 1 млн та 160 пин ытла гектар площадьре ҫулса пӑрахнӑ.
Аграрисем Пушкӑртра 2,25 миллион тонна тырӑ пухнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... hn-3410774