Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мана ҫирӗм пилӗк тенкӗ те ҫитетчӗ. Мӗн таран пысӑк телее алӑран вӗҫертрӗм!»
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шурлӑх урлӑ пынӑ чухне пулӑҫӑ шухӑшлать: «Ӗлӗк кунта шурлӑх ҫукчӗ. Кӳлӗ вӑрман хӗрнех ҫитетчӗ, халӗ хӑмӑш ӳсекен ҫӗрте таса шыв выртатчӗ. Пирӗн кӳле хӗррипе курӑк пусса пырать, пирӗн кӳлӗ шурлӑх пулать», — тет.
Кӳлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Хваттерӗ те лайӑхчӗ, укҫи те ҫитетчӗ, эпӗ аннене те кашни уйӑхрах ярса параттӑм.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Нумай кӗтнине сахал кӗтме вӑй-хал ҫитетчӗ ун.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫӑлпуҫӗнчи аппасем патне кайманни икӗ ҫул ҫитетчӗ.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫӳретчӗ ҫав, райплана та, райпона та ҫитетчӗ, вӑрмана та тухса каятчӗ Матюк инке.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Таҫта та ҫитетчӗ тем те асӑрхатчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ир тӑрсан ун хӗрачи патне выляма чупатчӗ пӗчӗк Павӑл, е хӗрачи хӑй кӑн-кӑвак куҫне ҫиҫтерсе, сарӑ ҫӳҫне вӗҫтерсе ҫитетчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ҫав ҫӗрҫӑтман трофея пула кашни кун шкула кая юлса ҫитетчӗ Ҫтаппан.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кирпӗчрен лартмалӑх та укҫи-тенки ҫитетчӗ пулӗ, анчах кирпӗч ҫуртсене Таранов ашшӗ кӑмӑлламастчӗ: «Унашкал ҫуртсенче хӗлле сивӗ, ӑшӑтма вутӑ нумай кирлӗ», — текелетчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫавна пӗлсен писательсен Союзнех ҫитетчӗ пуль, анчах хайхи Ямаш Ваҫҫи вунӑ ҫул каяллах вилни ҫинчен пӗлчӗ те майӗпен лӑпланчӗ: «Тупӑкра тахҫанах ҫӗрнӗ ҫын шӑм-шакне ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑрни илемсӗр», — терӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
…Укҫа-тенкӗ енчен ирӗкех мар пулин те, пирӗн пурӑнма ҫитетчӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Вӑл апат ҫинӗ чух Генӑна сӗтел хушшине лартма та юрамастчӗ, ачана ҫапма та хаярлӑхӗ ҫитетчӗ, вӑтанмастчӗ…
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Вӑйӗ вара… тем тума та ҫитетчӗ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сирире вара ытла шӑрӑхчӗ, утмӑл градуса ҫитетчӗ.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Унччен ноябрьтех хӗл ҫитетчӗ, халӗ декабрьте - аран-аран…
Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.
Маларахри ҫулсенче мӑшӑрӑм вырӑнти кафере ӗҫленӗ май ирхине 4-5 сехетрех унта ҫитетчӗ.
Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur
Унӑн йытти ҫапла кӑшкӑрсанах ун патне чупса ҫитетчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Тимофей Михайлович юрлӑ-пӑрлӑ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫусан та, е шартлама сивӗ, ирхине е кӑнтӑрла, каҫпа е ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче ҫурӑм хыҫне пӑшалне ҫакса, хӑйӗн ула йыттипе палӑртнӑ вырӑна е ман пата чупса ҫитетчӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Шереметсене, пӗр уйӑх пособийӗ шӑпах пӗр мӑшӑр ҫӑпата илме ҫитетчӗ.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.