Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫителӗксӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ҫителӗксӗр (тĕпĕ: ҫителӗксӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ хатӗрӗсем ҫителӗксӗр, апла вӗсене хатӗрлеме мӗншӗн ытларах заказ памастӑн? — тарӑхсах калаҫрӗ Люба.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӗрӗссипе стройкӑра чӑннипех те ӗҫлекен алӑсем ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа бригадир та стройкӑна хӗле кӗнӗ ҫӗре вӗҫлессе шантараймасть.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗчӗк чӗпӗсене апат ҫитерсе шыв ӗҫтерни кӑна ҫителӗксӗр иккен, вӗсене чӑн-чӑн ҫепӗҫлӗх, ачашлӑх кирлӗ.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хула комитечӗн инструкторӗ Виктор юлташ ҫителӗксӗр ертсе пынине пула эсир листовкӑсем сарас, ҫуртсен стенисем ҫумне лозунгсем ҫапас, демонстрацисене хутшӑнас, халӑх пухӑвӗсене ҫӳрес ӗҫсене пачах та хутшӑнман.

Руководство движением в лице инструктора товарища Виктора не сумело мобилизовать вас на участие в таких наших кампаниях, как распространение листовок, вывешивание лозунгов на стенах домов, участие в демонстрациях, в массовых собраниях.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Паян ӑна хӑйӗн ҫӳллӗ пӗвӗ ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл подвалта хӗвӗшекен ҫынсен пичӗсене, вӗсен кӗлеткине курма тӑрӑшса, пӗрех май чӗрне вӗҫҫӗн карӑнса пӑхрӗ.

Сегодня ему казалось мало его высокого роста, и он, стремясь охватить взглядом весь подвал — лица, позы, — то и дело поднимался на цыпочки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫынна ӗҫлеме ҫеҫ условисем туса пани ҫителӗксӗр, унӑн канмалла та, тавракурӑмне те аталантармалла.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Колхозри ӗҫсем тата начартарах-мӗн: тырӑ-пулӑ ҫулсерен япӑх пулать, ӗҫ кунӗшӗн питӗ сахал тӳлеҫҫӗ, выльӑх апачӗ ҫителӗксӗр, ҫур еннелле лаша-ӗне таврашне вӗренпе ҫакса тӑратаҫҫӗ…

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах тракторсем ҫителӗксӗр е пачах ҫук, вӑйлӑ лашасене пурне те ҫара илсе кайнӑ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра Тӑван ҫӗршыва юратни ҫеҫ ҫителӗксӗр, ҫӗршыв хӑй те сана юраттӑр.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Суйласа илни ҫеҫ ҫителӗксӗр — ҫав ӗҫре кӑмӑлтан тӑрӑшмалла, ҫитӗнӳсем тумалла, хӑв телейне тупмалла.

Помоги переводом

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

«Пур-пӗрех, паянхи куна илес пулсан, ку палӑртнӑ территоринче ҫителӗксӗр таран ӗҫлесе пыни сисӗнет.

Помоги переводом

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Стипенди вӑл пӗр ҫынна та ҫителӗксӗр.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Рабочисен хваттерӗсем япӑх, апат-ҫимӗҫ хӗсӗк, ӗҫ укҫисем ҫителӗксӗр пулнӑ.

Помоги переводом

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

— Микула, ман килӗшни ҫеҫ ҫителӗксӗр.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анчах, ман шутпа, ҫителӗксӗр.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗре хуратса хӑварни кӑна ҫителӗксӗр, унран сахал ҫухатупа нумайрах тупӑш илме те вӗренмелле.

Помоги переводом

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑ органӗсенче коррупципе хирӗҫ кӗрешессипе тимлекен ятарлӑ специалистсем ҫителӗксӗр пулни куҫ кӗретех.

Помоги переводом

Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/20/chva ... sine-jrkel

Пӗччен хӗртни ҫителӗксӗр халь уншӑн.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

РФ ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев вӑрлӑх ӗрчетессипе ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ, селекци ӗҫне вӑйлатма сӗннӗ.

Помоги переводом

Вӑрнарсен - пилӗк ылтӑн // Елена ТОЛСТОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11513-v- ... il-k-ylt-n

Тӗрӗс каларӑн, анчах ҫителӗксӗр каларӑн.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней