Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ятлаҫса (тĕпĕ: ятлаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ах, эсрел хӑваласа тухнӑскер!.. — ятлаҫса илчӗ Пантелей Прокофьевич, утсен ури айӗнче лутӑрканнӑ ҫурана чӑпӑрккипе ӑшалантарма ӗлкӗрсе.

— Ах, черти тебя поднесли!.. — выругался Пантелей Прокофьевич, успев стегнуть кнутом раздавленного поросенка.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑшал сасси пӗрремӗш хут кӗрслетсе кайсан, Бунчук ятлаҫса илчӗ, пӗтӗм пӗвӗпе ҫӗкленсе, кӑшкӑрса ячӗ:

Едва лишь жиганул первый выстрел, Бунчук выругался, крикнул, вставая во весь рост:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑрсӑртараххисем, куштаннисем вара, ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса, ӑс парса хӑвараҫҫӗ:

А те, которые поотчаянней, позлей, матерно ругались, советовали:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑвак куҫлӑ салтак гранатине пуҫӗ тавра вӑйкӑнтарса ҫавӑрма тытӑнчӗ; малта пыраканни, курпунтарах ҫӳллӗ салтакӗ, тутӑхнӑ штык вӗҫӗпе урядник шинельне шӑйӑрттарса илчӗ; шахтер сӑнли, тем те пӗр киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса, приклачӗпе Мишка Кошевой ҫине хӑмсарса пырать.

Голубоглазый солдат кружил над головой гранату; высокий, сутулый, шедший впереди, царапнул ржавым жалом штыка сукно урядницкой шинели; похожий на шахтера матерился и замахивался на Мишку Кошевого прикладом.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫурӑмна шӑтарса яни ҫитмен сана, чӗмере аҫи! — пӗр ҫилленмесӗр ятлаҫса илчӗ Бешняк.

— Мало тебя в спину кололи, бугай идолов! — беззлобно поругивался Бешняк.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Калмыков, киревсӗррӗн ятлаҫса, ҫӑварӗнчен йӗрӗнчӗк те ирсӗр сӑмахсем сирпӗнтерсе, малалла утрӗ.

Калмыков пошел, безобразно ругаясь, выплевывая грязные сгустки слов.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл сӑнсӑррӑн ятлаҫса хӑйсен вакунне пырса кӗчӗ те, офицерсене ҫӗнӗ хыпар пӗлтерсе, чей ӗҫме ларчӗ.

Чертыхаясь, он влез в свой вагон, поделился новостью с офицерами, засел пить чай.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саккӑрмӗш курка чей тултарса ӗҫнӗ май Емельян Аксинйӑна куҫӗпе сиввӗн пӑхса ӑсатрӗ, сӑмахӗсене суккӑр ҫын утса иртнӗ пек майӗпен сӑрхӑнтарса, ятлаҫса илчӗ:

Наливая восьмую чашку, Емельян проводил Аксинью глазами, медленно, как слепой ноги, переставляя слова, сказал:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем урисемпе ҫӗре хыпашласа, асӑрханса кӑна утаҫҫӗ; хушӑран хӑшӗ те пулин ҫӗре тӳплетсе ӳкет те усал сӑмахсемпе илтӗни-илтӗнми ятлаҫса илет.

Солдаты шли, осторожно щупая почву ногами, иногда какой-нибудь падал, вполголоса тихо матерился.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Савва пирки эпӗ Хохлаковпа кӑштах ятлаҫса каяттӑм…

— Из-за Саввы я чуть с Хохлаковым не поругался…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Русишес швайн, — ятлаҫса илет вӑл.

— Русише швайн, — ругнулся.

«Итлетӗп ваше сиятельство» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Тепӗр ик-виҫӗ минутран операци пӳлӗмӗнчен урмӑш сасӑпа юрлани илтӗнчӗ: аманнӑ ҫынна хлороформпа ҫывӑратса янӑ пулнӑ, вӑл хӑйӗн осколка тивнипе юхса тухнӑ куҫӗн юлашкине касса кӑларнӑ чухне юрласа тата уҫӑмсӑр ятлаҫса выртнӑ иккен.

Спустя несколько минут оттуда послышалась приглушенная песня: пока раненому удаляли остаток глаза, выбитого осколком, он, усыпленный хлороформом, пел и невнятно ругался.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вахмистр взвода икӗ пая уйӑрчӗ, ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса, тихана ҫул хӗррине хӑваласа кӑларчӗ.

Вахмистр разбил взвод; сквернословя, выгнал жеребенка за дорогу.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мартин темиҫе хутчен намӑс сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ, шӑвӑнса иртекен хура пӗлӗтӗн усӑнса тӑракан мӑкӑрӑлчӑкӗ ҫине пӑшалпа персе ячӗ, унтан килне таврӑнчӗ.

Мартин непристойно ругался, стрелял в черное обвислое пузо проплывающей тучи и уходил.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, ятлаҫса илсе, утне саламатпа туртса ҫапрӗ те, картишӗнчен вӗҫтерсе тухрӗ.

Григорий выругался, взмахнул плетью и поскакал со двора.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, урӑм-сурӑм ирсӗррӗн хӑйкӑлтатса ятлаҫса, хӑйне чӗн пиҫиххирен тытса хыҫалалла сӗтӗрекен Михей ҫине пӑхмасӑрах, вӑкӑрне сӑмси-ҫӑварӗнчен, айӑккисенчен ӑшалантарать.

Митька бил его по морде, по бокам, в хрипе безобразной ругани, не обращая внимания на Михея, который тянул его сзади за ремень.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, кулкаласа, картишне чупса тухрӗ, анчах Гришака мучи нумайччен тарӑхса, Митькӑна темӗн те пӗр каласа, ятлаҫса супрӗ.

Митька сбежал на баз, посмеиваясь, а дед Гришака долго возмущался, ругал Митьку.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Епле кӳренес мар-ха, — Митька вӑрӑммӑн ятлаҫса илчӗ хӑй те хӑй пек мар, — Сотник мухтанать, сотник кӑтартӑпӑр эпир ӑна.

— Да как же, — Митька длинно ругнулся, — он не он, — сотник так и задается.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Сӑмах калама та хӑрушӑ кунта» ятлаҫса илчӗ вӑл хӑй тӗллӗн.

— Да тут страшно слово сказать! — проворчал он про себя.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Пулать вӗт-ха путсӗр! — каллех ятлаҫса илчӗ вӑл, ҫаплах-ха питне шӑлкаласа.

— Экая мерзость! — повторял он, продолжая обтираться.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней