Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫурт йӗри-тавра тӗрлӗ ӗҫе кирлӗ пулнӑ хуралтӑсен юлашкийӗсем арканса выртаҫҫӗ — Фелицатӑн вутти-шанки ҫакӑ; ишӗлчӗксем ҫийӗн паркри йывӑҫсен таррисем кичеммӗн сулланкаласа кашлаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Римӑн ишӗлсе саланнӑ чаплӑ ҫурт-йӗрӗсен юлашкийӗсем, илемлӗ мрамор ванчӑкӗсем Мигеле питех те тӗлӗнтернӗ.Рим восхищал Мигеля величием своих руин, великолепием мраморных обломков.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хыҫра, нимӗҫсен ҫапса ҫӗмӗрнӗ чаҫӗсен юлашкийӗсем вӑрман тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ.Сзади разбитые немецкие части где-то по лесам болтаются, — как говорится, слоёный пирог.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.
Ҫав вӑхӑтра нимӗҫ ротин юлашкийӗсем, Малик салтакӗсене персе тӑрса, окопран ҫӗкленме памасӑр шывӑн ҫӳл енчи юхӑмӗ тӗлӗнчен вӗсен енне каҫнӑ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Аркатнӑ кӗпер юлашкийӗсем тӑрӑх, шыв айӗнчен тухса тӑракан силленчӗк каштасем тӑрӑх, — малалла, тепӗр енне!По остаткам взорванного моста, по шатким фермам, торчавшим из воды — на ту сторону, на ту сторону!
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл колхоз килкартисен, трактор станцисен юлашкийӗсем ҫине, тимӗрпе тата черепицӑпа витнӗ ҫуртсен ҫийӗсем ҫине, ӑшӑ выльӑх картисем ҫине кӑтартрӗ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вячеслав Семёнович каласа панӑ тӑрӑх, Рига ҫывӑхӗнче авалхи рыцарь керменӗсен юлашкийӗсем упранса юлнӑ.Вячеслав Семенович рассказывал, что под Ригой сохранились развалины старых рыцарских замков.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Пӗр-икӗ ҫул каялла ҫак вырӑнта Панфил пахчаҫӑн пӳрчӗ ларнӑ, пахчаҫне хӑйне такам вӗлернӗ, пӳртне ҫунтарса янӑ, йӑмрисем ӗнсе кайнӑ, кӑмрӑкпа тата кӗлпе хутӑшнӑ тӑмлӑ ҫӗре чушкӑлла вылякансем таптаса такӑрлатса лартнӑ; кирпӗч фундамент юлашкийӗсем хушшинче кӑмака пулнӑ, унӑн мӑрйи ҫӗрмелле мӑкӑрӑлса тӑнӑ; уяр каҫсенче пӗлӗтре, ытла ҫӳлтех те мар, симӗсрех ҫӑлтӑр чӗтреннӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Капитализм юлашкийӗсем вӗсен ӑс-тӑнӗнче ытти ҫынсен ӑс-тӑнӗнчен вӑрахрах тытӑнса тӑраҫҫӗ.В сознании у них медленней, чем у других людей, ликвидируются пережитки капитализма.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вара Залкинд хыттӑн, ҫапах та лӑпкӑн: «Кунта авалхи йӑлан юлашкийӗсем ҫинчен Женя асӑннине тепӗр хут калама намӑс та кичем, Либерманпа Федосов ӳлӗм ҫакӑн ҫинчен калаҫма сӑлтав памасан, эпӗ ун ҫинчен асӑнмӑп тесе сӑмах паратӑп», — тесе каласан, снабженецсем иккӗшӗ те парторг куҫӗ умӗнче килӗшсе пуҫӗсене сулса илчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
«Авалхи юлашкийӗсем», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, вара хӑй вӑтаннине хытӑрах туя пуҫларӗ.«Пережиток прошлого», — повторял он про себя, и чувство стыда все острее поднималось в нем.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпӗ вара Либерманпа Федосов ҫинчен, Федосовпа Либерман ҫинчен тӑрӑхласа калаҫнине илтсен, атте сӑмахӗсене аса илтӗм: пирӗн икӗ начальник хушшинчи харкашусем — иртнӗ ӗмӗрӗн юлашкийӗсем, тесе шутларӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Паллах, халӗ нимӗнле хирӗҫӳсем те ҫук, вӑл сайра хутра ҫеҫ пулкалать, атте вӗсене несӗл стройӗ юлашкийӗсем, тетчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тӑшман дивизийӗсен юлашкийӗсем васкавлӑн хӗвеланӑҫ еннелле чакаҫҫӗ.Остатки дивизий противника поспешно отходят в западном направлении.
50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
— Эпир динозаврсен юлашкийӗсем ҫине эоловӑй тапхӑртан юлнӑ хӑйӑр сийне уҫсанах пырса тӑрӑнтӑмӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Анчах тахҫан ӗлӗк-авал вӗсен куписем татах та нумайрах пулнӑ, мӗншӗн тесен халӗ кунта третичнӑй тапхӑр вӑхӑтӗнче сӑртсем пулма пуҫланӑ чухне шывпа юхтарса кайнин юлашкийӗсем кӑна.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, ҫӗр чавнӑ чухне чӗрчунсен юлашкийӗсем час-часах тупӑнаҫҫӗ, ҫав чӗрчунсем Ҫӗр ҫинче миллиардшарӑн пурӑннӑ, нумайӑшӗн юлашкийӗсем упранни — шӑммисем вулланса тата упранма май пур условисене лекнинчен килет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Мӗншӗн тесен ҫӗр пичӗ темиҫе участока капланса ҫурӑлса пӗтнӗ ҫӗрте, пӗр вырӑнта путса, тепӗр вырӑнта хӑпарса тӑракан ҫӗр ҫинче, ҫумӑр шывӗпе юханшывсем аркатнӑ вӑйсенчен вӗсен юлашкийӗсем сыхланса юлма пултарнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Вут сыппинчен хӑтӑласси Иоҫка ӗҫӗ ӗнтӗ вӑл, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн вара улпут апачӗсен юлашкийӗсем выртакан сӗтел патне ҫул уҫӑ шутланать.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ӑшӑ ҫил вӗтлӗх турачӗсене силлентерет; ҫутӑлас умӗнхи тӗтрен юлашкийӗсем курӑк ҫийӗпе хуллен шӑваҫҫӗ; ҫырма-ҫатрасен сулхӑнӗ ҫапнӑ Фушер вӑрманӗ туллиех фимиам тултарнӑ пысӑк кадила мӑкӑрланнӑ евӗр йӑсӑрланса ларать.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.