Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑршласа (тĕпĕ: шӑршла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлӗт айӗнчен уйӑх тухать, Зафар вара хӑй вырӑнне такам йышӑннине курать: урамри ватӑ йытӑ иккен, Зафар ӑна час-часах куркаланӑ, ӑҫта ҫывӑрма лайӑх иккенне йытӑ унран та маларах шӑршласа тупнӑ-мӗн.

Луна выходит из облака, и Зафар видит, что его место занято; старая уличная собака раньше его пронюхала, где можно выспаться.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ан тив, тӗплӗреххӗн шӑршласа пӗлтӗр, мӗн унта.

Пусть он посмотрит, что делается там.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Путивль хулине тухса каять те сӗтӗрӗнсе ҫӳрет кунӗ-кунӗпе ӑҫта килчӗ унта, — пасарсенче пӑхса ҫӳрет, салтаксемпе паллашать, ухмаха персе, вӗсем ҫумне ҫыхланать те вӗсемпе пӗрле казармӑсене пырса курать, мӗн пура-ҫука шӑршласа пӗлет.

Пойдёт в Путивль, целый день будет шнырять по базару, крутиться среди солдат, вроде дурачок, а потом проберётся с ними в казарму.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗр кун хушшинче вӑл пӗтӗм ҫурт тавра ҫаврӑнчӗ, вӑл тӗксе, шӑршласа, ҫуласа пӑхман япала та юлмарӗ пулас.

В течение этого дня он обошел решительно весь дом, и, кажется, не оставалось такой вещи, которой он не осмотрел бы, не понюхал и не полизал.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Упа ҫури патне ҫитме пӗр ҫур аршӑн ҫеҫ юлчӗ, анчах йытӑ юлашки хут ярса пусма хӑяймарӗ, вӑл тата хытӑрах тӑсӑлчӗ те сӑмсипе сывлӑша туртса илчӗ: йытӑ йӑлипе вӑл хӑй пӗлмен тӑшмана малтан шӑршласа пӑхасшӑн пулчӗ.

До медвежонка оставалось всего каких-нибудь пол-аршина, но собака не решалась сделать последнего шага, а только еще сильнее вытянулась и сильно потянула в себя воздух: она желала, по собачьей привычке, сначала обнюхать неизвестного врага.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Ним хӑрамасӑр йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ, пӳлӗм тавра утса тухрӗ, хӑйӗн умне мӗн лекнине йӑлтах шӑршласа пӑхрӗ, хӑшне-пӗрне хура тяппипе тӗрткелесе илчӗ, вара пурте аван пек туйӑнчӗ пулас ӑна.

Он спокойно все осмотрел, обошел вокруг стен, все обнюхал, кое-что попробовал своей черной лапкой и, кажется, нашел, что все в порядке.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

Пӗр йытӑ кӑна тем шӑршласа ҫӳрет.

Только одна собака ходила и всё землю нюхала.

Маруся мӗн илсе килчӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пӗр пысӑк йытти ман пата пычӗ те, мана шӑршласа пӑхрӗ, унтан хӑлхаранах ҫуласа илчӗ.

И большая собака подошла ко мне, меня понюхала и лизнула прямо в ухо.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Мучи те, кукленсе ларсах, шӑршласа пӑхрӗ, вара ҫӗҫӗ кӑларчӗ, дыньӑна касса илчӗ.

Дедушка тоже совсем нагнулся и тоже понюхал, а потом вынул ножик и отрезал дыню.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Малтан эпӗ шӑршласшӑн та пулмарӑм, кайран шӑршласа пӑхрӑм.

Я сначала не хотел, а потом понюхал.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Эсӗ шӑршласа пӑх-ха, — терӗ мана мучи.

Дедушка сказал: — Ты понюхай.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Шӑршласа пӑхас килет-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Хочешь понюхать? — спросил он.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пуринчен те ытларах эпӗ йытӑ сисесрен хӑрарӑм: вӑл ҫул хӗрринчи нӳрӗ юра пӗрмай шӑршласа пырать.

Собака обнюхивала влажный снег на краю дорожки: ее я боялся больше всего.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ Валеткӑна ҫӑкӑр ҫитертӗм, вара вӑл, симӗс-кӑвак куҫне мӑчлаттарса, мана шӑршласа пӑхрӗ, унтан хӑйӗн бархат пек ҫемҫе тутисемпе мана питрен сӗртӗнсе илчӗ.

Я покормил Валетку хлебом, мигая сизым глазом, он понюхал меня и даже притронулся к лицу бархатными губами.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кунӗпех вырӑнтан хускалмасӑр вӗсене шӑршласа тӑрассӑн туйӑнать.

Кажется, весь день стоял бы и нюхал.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пирӗнни йышши мар (кӑна каласан, судья чӗлхипе ҫуланса илчӗ, кулса ячӗ, ҫав вӑхӑтра сӑмси тути ҫинчи табакне шӑршласа илчӗ), Миргород лавкисенче сутакан балык мар.

Да, не нашего балыка, которым, — при этом судья сделал языком и улыбнулся, причем нос понюхал свою всегдашнюю табакерку, — которым угощает наша бакалейная миргородская лавка.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Упа чарӑнчӗ те шӑршласа пӑхрӗ, унтан ав муклашкана ҫӑтса ячӗ.

Медведь остановился, понюхал и затем проглотил шарик.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Анчах майӗпен-майӗпен шӑршласа хӑнӑхрӗҫ те лӑпланчӗҫ, кӗҫех этем патне куҫа-куҫа ларчӗҫ.

Но понемногу они принюхались и успокоились, и снова подсели к человеку.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗри, ҫапах та, пирус илчӗ, пӑхса тишкерчӗ, шӑршласа пӑхрӗ те шурӑ йӗм кӗсйине пытарса хучӗ.

Один, всё-таки, взял папироску, рассмотрел, понюхал и спрятал в карман белых штанов.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев шӑршласа пӑхрӗ:

Гусев понюхал:

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней