Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сергей сӑмсипе сивӗ сывлӑша туртса шӑршларӗ те ҫунакан тислӗк шӑршине туйрӗ, лутра мӑръе тӑрринче ҫил касса антарнӑ кӑвак тӗтӗм хӑюне асӑрхарӗ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лешӗ путмар сакки ҫинчен вӑрт ҫеҫ сиксе тӑчӗ, ахаль те усӑк сӑмсине яшка тӗлӗнче пушшех курпунлантарса шӑршларӗ, унтан каялла кайса ларчӗ те, урине ӳркевлӗн ҫӗклесе, сак хӗрринчи котелока ҫӗре тӗртсе ӳкерчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ватӑ уксах йытӑ ами, карчӑкӑнни пек куҫҫулленекен куҫлӑскер, пуринчен малтан Григорие пырса шӑршларӗ, унтӑн, типшӗм пуҫне усса, ун хыҫҫӑн утрӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗр сӑмах каламасӑрах, вырӑнӗнчен тӑчӗ вӑл, пӳлӗм варринче урисене саркаларах тӑчӗ, пуҫне кӑшт малалларах туса пӗшкӗнчӗ те, аллине пӑрҫа тӗслӗрех сӑхманӗн хыҫалти кӗсйине чиксе ярса лакпа сӑрланӑ ҫаврака табак пуракӗ туртса кӑларчӗ, унтан вара, табак пуракӗ ҫине сӑрласа лартнӑ басурман генералне питӗнчен пӳрнипе шаклаттарчӗ те пӗр пысӑк чӗптӗм кӗлпе тата энӗҫ ҫулҫипе хутӑштарнӑ табак илсе, аллине кӗвенте пек авса сӑмси патне илсе пычӗ, илсе пычӗ те ҫавӑнтах табака пӗтӗмпех сӑмсипе туртса ячӗ, сӑмсине пуҫ пӳрни ҫумне перӗнтермесӗрех шӑршларӗ, — анчах пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Умрихин вара бутылкӑна аллинче ҫавӑркаласа пӑхрӗ, шӗвеке шӑршларӗ, пуҫне сулкаласа илчӗ.А Умрихин повертел в руках бутылку, понюхал жидкость и покачал головой.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Йытӑ арман патне чупса ҫитрӗ те чарӑнчӗ, алӑкне шӑршларӗ, вӑрӑммӑн уласа курӑк ҫинче ҫаврӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ.Гончая добежала до мельницы, остановилась, обнюхала дверь и стала кружить по траве, жалобно воя.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӗксӗм лаҫра пӗр-ик минут вӑл сӑмах чӗнмесӗр юпа пек тӑчӗ, киленнипе куҫне хупса, ачаранпа пӗлекен, чуна тивекен шӑрша каҫса кайса шӑршларӗ, унтан ытараймасӑр мӑлатук ярса тытрӗ…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кайран, виҫҫӗмӗш кунне, хӑйсем кая юлса таврӑннӑ хыҫҫӑн, инкӗшӗ вӗсем ҫине, уйрӑммӑнах ун ҫине ытлашши ӑслӑн пӑхса илчӗ, унтан хӑйӗн пысӑк та кӑштах тӑртаннӑ куҫхупаххисене усрӗ, куҫӗсем куҫ хӑрпӑкӗсем витӗрех пӑхнӑ пек туйӑнчӗҫ; вӑл пӗр минута яхӑн шухӑша кайса спирт шӑршларӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов вара, Ольга мӗн шутланине пӗлесшӗн пулса, ӑна питӗнчен пӑхма тӑрӑшрӗ: анчах Ольга лантӑш, сирень шӑршларӗ, хӑй мӗн шутланине пӗлмерӗ… мӗн каламалла ун, мӗн тумалла.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хирӗҫ чӗнмерӗ, сирень туратне хуҫса илчӗ те унпа питне тата сӑмсине хупласа шӑршларӗ.Она молчала, сорвала ветку сирени и нюхала ее, закрыв лицо и нос.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗрарӑм кӗл чечексене шӑршларӗ, ҫав вӑхӑтрах хӗрне ытамӗнчен кӑлармасӑр ҫамкинчен чуп туса илчӗ.Женщина вздохнула аромат цветов и, не выпуская из объятий дочурку, поцеловала ей в лоб.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Вӑл ҫырласене шӑршларӗ те, вӗсене гимнастёрка кӗсйин тӳме шӑтӑкне чечексем пек чиксе хучӗ.Он понюхал ягоды и сунул, как цветы, в петлицу кармашка гимнастерки.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев ҫине пӑхмасӑрах, Капустин пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ, сывлӑша шӑршларӗ те, тӑрук ҫиленсе кайрӗ:Не обращая внимания на Мересьева, Капустин осмотрел комнату, понюхал воздух и вдруг рассердился.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл аэродром сывлӑшӗпе сывларӗ, унти ӗҫсене курса тӑчӗ, моторсем таттисӗр кӗрленине, ракетницӑсем янравсӑр шаплатнисене итлерӗ, бензинпа ҫу шӑршине шӑршларӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑвакарма пуҫланӑ сухари татӑкне вӑл тути умне илсе пычӗ те ыраш ҫӑкӑрӗн йӳҫӗ шӑршине тӑранмасла шӑршларӗ.Заплесневелый сухарь он поднес ко рту, жадно вдыхая кислый запах ржаного хлеба.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тутлӑ шӑршӑ кӗрекен пӑши йӗрне, ҫӗнӗ йӗрсене шӑршларӗ те выҫҫӑн сывласа илчӗ, таврари сас-чӗвве итлерӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950