Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑпӑрт сăмах пирĕн базăра пур.
шӑпӑрт (тĕпĕ: шӑпӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыттисем шӑпӑрт ларчӗҫ.

Остальные сидели молча.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуҫтарӑнкаларӗҫ, шӑпӑрт тӑчӗҫ, мӗн каланипе пуринпе те килӗшем пек турӗҫ.

Приходили, молчали, со всем соглашались.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑпӑрт шарламасӑр пыма Иван Алексеевичшӑн йывӑр пулчӗ.

Иван Алексеевич тяготился молчанием.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл шӑпӑрт шарламасӑр чӗлӗм туртать, кашни хутрах каминӑн йӑлтӑрткка плити ҫине йӗр хӑварса, аякка та меллӗн чӑртлаттара-чӑртлаттара сурать.

Он молча курил, плевал далеко и искусно, каждый раз отмечая плевком новую кафельную плитку камина.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑпӑрт та хавассӑр пурнӑҫпа пурӑнчӗ хутор.

Тихо жил хутор и горьковато.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Акӑлчан сӑмахӗсем илтӗнсе кайсан, банкета пынисем шыв сыпнӑ пек шӑпӑрт пулаҫҫӗ.

При звуках английской речи среди присутствовавших на банкете мертвая простерлась тишина.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Санӑн — манӑн — туррӑн» пулсан, эппин — шӑпӑрт пул, ан ӳлеш!

Раз «твое — мое — богово», значит — молчок, не жалься!

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр минут патне шӑпӑрт ларчӗҫ.

С минуту молчали.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нуккӑ, шӑпӑрт пул!

А ну без разговоров!

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем — тусанланса пӗтнӗскерсем, тарланӑскерсем — шӑпӑрт канаҫҫӗ.

Казаки — пыльные, потные — отдыхали молча.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ильинична, упӑшки шӑпӑрт чӗнмесӗр куҫӗпе кӑтартнине итлесе, кухньӑра йӳрӗккӗн уткаласа ҫӳрерӗ, Натальйӑпа Дуняшкӑна хыпалантарчӗ, хӑй сӗтел хатӗрлерӗ.

Ильинична, следуя молчаливым указаниям мужниных глаз, проворно ходила по кухне, торопила Наталью и Дуняшку, сама собирала на стол.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья пӗр хушӑ шӑпӑрт та шарламарӗ, унтан темле хӑяккӑн, хӗнесе тӑкнӑ пек хӑюсӑррӑн Евгений ҫумнерех пырса тӑчӗ те каларӗ ӑна:

Аксинья помолчала, потом как-то боком, несмело, как побитая, подвинулась к Евгению, сказала:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Листницкий вӑрахчен ӑна тӗссӗрленнӗ куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ, шӑпӑрт шарламасӑр выртрӗ, намӑсланнипе, пушӑ кӗпе ҫаннине вӑрӑ пек утиял айнелле пытарчӗ.

Листницкий подолгу глядел в ее выцветшие глаза, молчал, стыдливо, воровски прятал под одеяло порожний рукав рубашки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Солдатов, шӑпӑрт шарламасӑр, чӗлӗм чӗртсе ячӗ, Мишкӑна пуҫӗпе сулчӗ:

Солдатов молча закурил, кивнул Мишке:

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл тем каласса кӗтнӗ пек шӑпӑрт пулчӗ, пӗр хушӑ ярханах кӑкӑрлӑ ҫеҫенхир ҫинелле пӑхса тӑчӗ те, анасласа илсе, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Он выжидающе помолчал, с минуту глядел на распахнутую грудину степи, потом, зевая, пошел в дом.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий шӑпӑрт чӗнмесӗр хапхаран тухрӗ.

Григорий молча вышел за ворота.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Большевиксене йӗрлесе кайнӑ ывӑлӗсем ҫинчен шухӑшланӑ май, вӗсем пӗр вӑхӑт шӑпӑрт пычӗҫ.

На минуту умолкли, думая о сыновьях, ушедших куда-то вслед большевикам.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑпӑрт, — пӳрнипе ҫӑварне хупланӑ Суворов.

— Молчок, — приложил палец ко рту Суворов.

Кӗперсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Шӑпӑрт пыр, — ӑшшӑн каларӗ ӑна казаксенчен пӗри.

Помалкивай! — ласково сказал один из казаков.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шӑпӑрт!

Помоги переводом

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней