Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн ҫав юррине вӑл ҫурхи шывран, вӑл чулсем ҫинче шӑнкӑртатса юхнинчен илнӗ — калама ҫук хитре юрӑ!Эту песню свою он взял у весенней воды, когда она, переливаясь, журчит в камешках, — так хорошо!
Ӑсан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 63–66 с.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче эпӗ мӗн курни, мӗн туйни-сисни, мӗн илтни пурте ҫав туйӑма пӗрлешрӗ; вӑрмансенчи ырӑ сухӑр шӑрши, улатаккасем ҫуйхашса таккани, хӑйӑрлӑ тӗпӗсенче чӑпар кӗркке пулӑ усракан пӗчӗк ҫутӑ ҫырмасем шӑнкӑртатса выртни, пит уҫӑмлах курӑнман сӑртсем, тӗксӗм ту хысакӗсем, чиркӳсене чыслӑн упраса пурӑнакан йывӑҫлӑ таса пӗчӗк ялсем, улӑхсенчи аистсем, вӑр-вар урапаллӑ хӑтлӑ армансем, ял ҫыннисен тарават сӑнӗсем, вӗсен кӑвак камсулӗсемпе сӑрӑ чӑлхисем, самӑр лашасем е хӑш-пӗр чух ӗнесем мӑраннӑн туртса пыракан чӑрик-чарик лавсем, икӗ енӗпе улмуҫҫисемпе груша йывӑҫҫисем ӳсекен таса ҫулсем, вӗсем тӑрӑх утакан вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫулҫӳренсем…
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Пур ҫынсем те ҫӑлкуҫран шӑнкӑртатса юхакан шыва ӗҫме пултарсан аван пулӗччӗ тесе ӗмӗтленмер пуҫларӑм эпӗ.Я начала мечтать о том, чтобы все люди могли бы пить чистую родниковую воду.
Тӑваттӑмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Вӗсем пурте пӗрле вӗри шыв шӑнкӑртатса юхакан шутсӑр нумай, пӗчӗк ҫырмасем пек, мӗнпур ӳт-пӗве ҫулӑм хыптарса илнӗ пек туйӑнать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл телефон патӗнчен те пӑрӑнса ӗлкӗрейменччӗ, каллех шӑнкӑрав шӑнкӑртатса илчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫырмара шӑнкӑртатса шыв юхать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Телефон шӑнкӑртатса илчӗ, Маруся шарт сиксе ӳкрӗ те трубкӑна ярса тытрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӑй ҫулӗ ҫинчи ватӑ тирексем хушшипе ҫӗмӗрттерсе пынӑ чух вӑл урӑм-сурӑм хаяррӑн чашкӑрса шавлать, унтан, ав, хӑй айне пулнӑ йывӑҫ тӗмӗсен тӑррисене чӳхентерме пуҫласа, темле шӑппӑн, ҫепӗҫҫӗн, тӳлеккӗн шӑнкӑртатса каять.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тип ҫырмасемпе варсенче шыв витӗр сӑхса сӗлкӗшленнӗ юр выртрӗ; унтан ҫаплах-ха сивӗ варкӑш ҫапса тӑчӗ, анчах ҫырма-ҫатрасенчи юр айӗнче ӗнтӗ куҫа курӑнман чӗл-чӗл ҫурхи шыв ҫинҫе сасӑллӑн шӑнкӑртатса юхрӗ, катасенчи тирек вуллисене кӑшт ҫеҫ палӑракан черченкӗ симӗс тӗс витрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Леня хӑйӗн типнӗ тутисене ҫуласа илчӗ, сӑрт айӗпе шӑнкӑртатса юхакан шыв сассине илтрӗ.Лёня облизнул пересохшие губы и прислушался к слабому журчанию ручья под холмом.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Сӑрт айӗнче шыв шӑнкӑртатса юхни илтӗнет, нӳхрепре вӗҫсе кӗнӗ ӳпре нӑйӑлтатса ҫӳрет.Было слышно, как журчит ручей под холмом и пищит одинокий комар, залетевший в погреб.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Акӑ вӗсем кансӗррӗн те пулин пӗр пӗчӗк ҫырма хӗррине килсе тухрӗҫ, аялта шыв шӑнкӑртатса юхса выртать.Исцарапанные, они вышли из леса на край маленького оврага, на дне которого журчал ручей.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Ҫакӑр татӑкӗ пыра тӑвӑлса ларчӗ, шӑнкӑртатса, алӑран кашӑк тухса ӳкрӗ.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тӳрем ҫеҫенхирсенче хӑвӑрт ирӗлтерчӗ, юр кайнӑ вырӑнсенче хура тӑпраллӑ йӑлтӑркка ҫӗр ҫаралса юлчӗ, ҫурхи шыв ҫулӗсем кӗмӗл шӑнкӑрав сассипе шӑнкӑртатса калаҫма тытӑнчӗҫ, ҫул шӑтӑк-путӑклӑ ланкашкасемпе шатраланчӗ, унтан кӗҫех аякри кӑвак инҫет те ҫуркуннехилле йӑлтӑртатса ҫуталчӗ, Кубань тӗлӗнчи вышкайсӑр аслӑ тӳпе ӑшшӑнрах курӑнма пуҫларӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анохин пальтоне кӗтесри пӑтаран кайса ҫакрӗ ҫеҫ, ҫак вӑхӑтра телефон шӑнкӑртатса илчӗ.Но едва Анохин повесил на гвоздь в углу пальто, как зазвонил телефон.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Машинӑ хӑлхана ҫурасла уласа пынӑ хыҫҫӑн вӑл вӑрманта хура кӗркунне ҫеҫ пулакан шӑплӑхӑн ҫемҫе ытамне кӗрсе ӳкрӗ: таҫта темскер кӑштӑртатни, ҫывӑхрах шыв шӑнкӑртатса юхни, хӑрӑк туратсем хуҫӑлни, темӗнле кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫул ҫинче пӗр чун та пулман урапа лакӑмӗсенчи шыв ҫеҫ йӑлтӑртатса куҫа йӑмӑхтарнӑ тата ҫывӑхрах ҫурхи пӗчӗк юхан шыв, тунсӑхпа кичемлӗ пӗлменскер, шӑнкӑртатса выртнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ вара Ксени, тӳссе курнин ыратӑвӗ пӗтӗмпех иртсе кайнӑ пек, пулни-иртни ҫинчен ҫӑмӑллӑн та ирӗклӗн шухӑшларӗ, унӑн аса илӗвӗсем тӑп-тӑрӑ та тап-таса шыв пек шӑнкӑртатса юхрӗҫ.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени аппӑшӗн уҫӑ сассине — ун сасси шак чул ҫийӗн шӑнкӑртатса юхакан шыв сасси пек илтӗнет — кӑмӑллӑн кулса итленӗ май, килте тунӑ этажеркӑ ҫинчи кӗнекесене, кантӑк ӑшӗнчи хӗррисене тӗслӗ хутпа ҫавӑрнӑ сӑн ӳкерчӗксене васкамасӑр пӑхса ҫӳрерӗ, тӑванӗсем тӗрлӗ сӑрпа илемлетнӗ плакатсем юратнинчен тӗлӗнчӗ, — тахҫан турӑш ҫакӑнса тӑнӑ малти кӗтесе пӗтӗмпех ҫавнашкал плакатсем ҫыпӑҫтарса хунӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чулсем хушшинче шӑнкӑртатса юхакан пӗчӗк шыва вӑйлӑ та пысӑк шыв ялан хӑй патне туртнӑ, анчах вӗсем хушшинче тусем тӑнӑ…
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.