Поиск
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Эпӗ сана ҫакна кӑтартӑп, Израиль; ӗнтӗ Эпӗ сана ҫакна кӑтартатӑп пулсан, хӑвӑн Турруна кӗтсе илме хатӗрлен, Израиль: 13. акӑ Вӑл, ту-сӑрта тӑваканӗ, ҫиле пултараканӗ, этеме хӑй мӗн шухӑш тытнине пӗлтерекенӗ, ирхи ҫутта сӗмлӗх тӑваканӗ, ҫӗртен ҫӳлте ҫӳрекенӗ.
Ам 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эпӗ вӗсене ӑс патӑм, вӑйне ҫирӗплетрӗм — вӗсем Мана хирӗҫ усал шухӑш тытрӗҫ.15. Я вразумлял их и укреплял мышцы их, а они умышляли злое против Меня.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Ҫакӑскерне аяккалла тӑратса, Даниил тепӗрне илсе килме хушнӑ та каланӑ: Ханаан ӑрӑвӗ эсӗ, Иуда ӑрӑвӗ мар! сана илем илӗртнӗ, чӗрӳне аскӑн шухӑш ирсӗрлетнӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вӗсем мана хирӗҫ суя кӳнтеленине Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ акӑ ҫак ҫынсем мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине кура пӗр айӑпсӑр вилетӗп, тенӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тепӗр кунхине ҫапла пулнӑ: Иоаким патне, Сусанна упӑшки патне, халӑх пухӑнсассӑн, Сусаннӑна вилӗм аллине парас тесе, ӑна хирӗҫ усал шухӑш тытнӑ икӗ пуҫлӑх та пынӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫав икӗ пуҫлӑх Сусанна кунта кулленех кӗрсе уҫӑлса ҫӳренине курнӑ, вара вӗсен ун тӗлӗшпе аскӑн шухӑш ҫуралнӑ, 9. вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӑстӑнне астарса янӑ; тӳпенелле пӑхас мар, тӳрӗ сут пуррине аса илес мар тесе куҫӗсене айккинелле пӑрнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара вӑл, питех те пысӑк тупӑш илсе, сӑваплӑ халала хирӗҫ тӑшманла шухӑш тытса, хӑйӗн ҫӗршывнелле ҫул тытӗ, мӗн шухӑшланине тӑвӗ вӑл, унтан хӑйӗн ҫӗршывне таврӑнӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Икӗ патша, усал шухӑш тытнӑскерсем, пӗр сӗтел хушшинче пӗр-пӗрне суеҫтерсе ларӗҫ, анчах та ӗҫ тухмӗ вӗсен, мӗншӗн тесессӗн пӗтес вӑхӑт ҫитмен-ха.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Лӑпкӑ пурӑнӑҫлӑ та тулӑх ҫимӗҫлӗ ҫӗршывсене пырса кӗрӗ, унта вӑл хӑйӗн ашшӗсемпе ашшӗсенӗн ашшӗсем туманнине тӑвӗ; туртса илнине, ҫаратса тултарнӑ пурлӑха тата пуянлӑха хӑйсеннисемпе пӗрле салатса пӗтерӗ, ӗнтӗ керемсене ярса илме те шухӑш тытӗ, анчах та ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫав кун санӑн чӗрӳне каварлӑ шухӑш пырса кӗрӗ те, эсӗ усал ӗҫ тума шутласа хурӑн, 11. калӑн вара: «эпӗ хӳмепе хӳтӗлемен ҫӗре хӑпарӑп, хуйхӑ-суйхӑсӑр, ним шухӑшсӑр пурӑнакансене тапӑнӑп — вӗсем пурте пӗр хӳтлӗхсӗр пурӑнаҫҫӗ, вӗсен сӑлӑп та, алӑк та ҫук» тейӗн.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсем мана епле хӑртнине, мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗтӗмпех илтетӗн, 62. мана тапӑнакансен сӑмахне, вӗсен мана хирӗҫ кашни кунах шутласа кӑларакан чее мелӗсене пӗлсе тӑратӑн.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Эсӗ вӗсем мана епле тавӑрасшӑн ҫуннине, мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗтӗмпех куратӑн.60. Ты видишь всю мстительность их, все замыслы их против меня.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли Вӑл Хӑй мӗн-мӗн тума шухӑш тытнине тумасӑр иртсе каймӗ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18-19. Вӑл тӗпсӗрлӗхе, чӗрене витӗр ҫутатать, унти кашни пӑрӑнӑҫа курать: Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ӑслӑлӑха пӗлсе тӑрать, иртнине тата пулассине пӗлтерсе, вӑрттӑнлӑх йӗрӗсене уҫа-уҫа парса, ҫитес ӗмӗрӗн паллисене кӑтартать; 20. Унран пӗр шухӑш та пӑрӑнса иртеймест, пӗр сӑмах та пытанса юлаймасть.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй усал шухӑш! пӗтӗм ҫӗре ултавлӑхпа хупӑрламашкӑн ӑҫтан ҫӗмӗрсе кӗтӗн эсӗ?3. О, злая мысль! откуда вторглась ты, чтобы покрыть землю коварством?
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мул пухас-сыхлас шухӑш тӗлӗрме те памасть, йывӑр чир ыйха сирет.2. Бдительная забота не дает дремать, и тяжкая болезнь отнимает сон.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25. куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26. кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27. нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йывӑҫа епле пӑхса ӳстерни ҫимӗҫӗнчен курӑнать, сӑмахра этем чӗринчи шухӑш ҫиеле тухать.6. Уход за деревом открывается в плоде его: так в слове - помышления сердца человеческого.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Усал ҫынран сыхлан, — вӑл усал шухӑш тытать, — хӑҫан та пулин санӑн ятна ӗмӗрлӗхех ан варалатӑрччӗ вӑл.33. Остерегайся злодея, - ибо он строит зло, - чтобы он когда-нибудь не положил на тебе пятна навек.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсем ҫинчен вара шелсӗр ҫилӗ вӗҫне ҫитиччен те сирӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл вӗсен пулас ӗҫӗсене малтанах курса тӑнӑ: 2. вӗсем, тӳрӗ ҫынсене тухса кайма ирӗк парса, вӗсене васкавлӑн кӑларса ярсассӑн ӳкӗнессе, хыҫран хӑваласа каясса малтанах курса тӑнӑ: 3. ӗнтӗ хурлӑхӗ те умӗнчех пулнӑ, тупӑксем умӗнче татӑлса макӑрнӑ, хӑйсем вара тепӗр ӑссӑр шухӑш тытнӑ, тархасласа ҫула ӑсатнисене таркӑнсене йӗрленӗ пек йӗрленӗ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.