Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Шутсӑр аван!
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Каллех ним кулас шутсӑр ыйтрӗ Рагулин.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Эсир килни шутсӑр лайӑх пулчӗ, Сергей Платонович!
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Лева, шутсӑр пӗлес килет!
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шутсӑр аван йывӑҫ!
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн хӗҫ пулнӑ — ӑшне ртуть тултарса тунӑскер, йӑтма шутсӑр йывӑр ӑна, анчах пӗрре сулса ярсан — лашана ҫурмаран касса татать.Шашка у него была — на стоке ртуть залитая, поднимать тяжело ее, а рубанет — коня пополам.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Чӑнах та, Сергей, шутсӑр нумай ҫар! —
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мускав таврашне сыхлакан салтаксен чакнӑ чухнехи йывӑрлӑхӗсемпе асапӗсем шутсӑр пысӑк пулчӗҫ.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хворостянкин, хулпуҫҫи ҫине уртса янӑ йӗпе те йывӑр буркине хывма ӗлкӗрсе, ӑна кӑнт тӑратса ячӗ — вӑл алӑк патӗнче ӳпле пек саркаланса тӑрать; ҫӗлӗкне хывса, ӑна пӗтӗм вӑйран алтупанӗ ҫине ҫапрӗ, вара шутсӑр нумай шыв тумламӗсем пӗтӗм кабинета сирпӗнчӗҫ; пысӑк утӑмсемпе шавлӑн утса пынӑ чухне урайне пылчӑклӑ атӑ йӗрне хӑварса, хӑйӗн хытӑ та йӗпе аллипе Сергей аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак темшӗн аса килсе кӗнӗ сӑмахсене вӑл темиҫе хут ӑшра каларӗ, унӑн яп-яка хырса тасатнӑ питӗнче кулӑ сӳнме пӗлмест; ыйӑхран вӑрансан ху кӗҫех атте пуласси ҫинчен шухӑшлама епле лайӑх-ха, шутларӗ вӑл, вара ӑна йӗри-тавра кам пур — пурте ун ҫине пӑхнӑ пек, пурин пичӗсем те хӑйӗн пекех телейлӗ кулӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать; хӗвел пайӑркисем чӳрече кантӑккисем ҫинче нихҫан та паянхи пек йӑлтӑртатса ҫуталман; тап-таса та кӑн-кӑвак тӳпенелле кармашса ларакан йывӑҫсем темшӗн ӗнерхинчен ҫӳллӗрех та лапсӑрккарах пулнӑ; такам ҫӑра пылпа сапнӑ пек ҫутӑ-сарӑ тӗслӗ пиҫсе ҫитнӗ абрикоссем шутсӑр нумай ҫакӑнса тӑракан турат хӳме урлӑ усӑнса аннӑ, анчах Сергее ҫав турат хӑйне евӗрлӗ кулса ӑна пуҫ тайнӑн туйӑнать; турат ҫинче абрикосран та пысӑк мар ылтӑн мӑйлӑ кайӑк ларать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кӗлтесем ӑшӗнче тата шӑши шутсӑр нумай.
III // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Чӗлхесӗр ача жилеткӑна пӑхса ним шутсӑр хӗпӗртерӗ.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
— Ҫук, эпӗ те пӗр хӗрарӑма е арҫынна ытти ҫынсемпе танлаштарса шутсӑр вӑйлӑ хисеплени ҫинченех калатӑп, анчах эпӗ мӗн чухлӗ вӑхӑтлӑха хисеплени ҫинчен ыйтатӑп.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Юрату — пӗр хӗрарӑма е пӗр арҫынна ытти ҫынсемпе танлаштарса шутсӑр вӑйлӑ хисеплени, ҫӳлӗрех вырӑна хуни пулать, — терӗ майра.Любовь есть исключительное предпочтение одного или одной перед всеми остальными, — сказала она.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Шутсӑр мӗнле пурӑнмалла-ха вара?
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Старике питӗ ҫирӗп ҫыхса хӑварнӑ, Лозневой аран-аран салтса пӗтерчӗ шутсӑр нумай тӗвӗсене.Связан старик был крепко, Лозневой едва распутал на нем многочисленные узлы.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унта халӑх шутсӑр нумай, ҫитменнине тата пурте пит хӑвӑрт ҫӳреҫҫӗ, урамсенче яланах калама ҫук пысӑк хӗвӗшӳ пулнипе пирӗн Героя та, унӑн арӑмне те никам та асӑрхамасть…
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл хута сахал пӗлнипе колхозницӑран ытла ӳсме пултарайман пулсан та, хӑй ҫеҫ пуяссишӗн тӑрӑшманнипе, хуҫалӑха лайӑхлатма пӗрмаях тӑрӑшнипе колхоза шутсӑр пысӑк усӑ панӑ…
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чаҫпе пӗрле чакса килнӗ чух Андрей ӗнтӗ пысӑк ялсем витӗр те, пӗчӗк ялсем витӗр те нумай тухрӗ — пур ҫӗрте те вӑл пӗр япала ҫеҫ курчӗ: хӑйсен тӑван вырӑнӗсемпе кил-ҫурчӗсене пӑрахса, чун-чӗрешӗн мӗн хаклине, ӗмӗрсем хушши пурӑнса мӗне хӑнӑхса ҫитнине пурне те пӑрахса, халӑх шутсӑр хуйхӑрса та пӑшӑрханса, нимӗҫсене ылханса, ушкӑн-ушкӑнӑн хӗвелтухӑҫ еннелле каять.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
«Вӑл таврӑннӑ ҫӗре сода ярса пашалу пӗҫерем-ха, — шухӑшларӗ Евдокия Тимофеевна. Ҫименни нумай пулать пулӗ, шутсӑр юратать!»«Испеку ему к обеду содовые пышки, — подумала она. — Давно, верно, не ел, а любит — страсть!»
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.