Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шарламарӗ (тĕпĕ: шарла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйне фронта ӑсатас умӗн Пантелей Прокофьевич авӑн ҫапасси ҫинчен каларӗ-ха, кӗрхи ҫӗртме тӑвасси, выльӑх-чӗрлӗх пирки те асӑнчӗ, анчах фронт Татарски патне ҫывхарса ҫитсен мӗн тумалли ҫинчен нимӗн те шарламарӗ.

Перед отъездом на фронт Пантелей Прокофьевич говорил о молотьбе, о зяби, о скоте, но ни словом не обмолвился о том, как им быть, если фронт приблизится к Татарскому.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Наталья тӳрех шарламарӗ.

Наталья отозвалась не сразу.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий калаҫасшӑн маррине тата халӗ унпа тавлашма хӑрушшине ӑнланса, Копылов ним те шарламарӗ.

Копылов молчал, понимая, что Григорий не расположен к разговору и спорить с ним сейчас небезопасно.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Копылов кулса илчӗ, нимӗн те шарламарӗ, ҫапах та Григорий хӑйӗн йӑнӑшне ҫапла тӳрккесреххӗн йышӑнни килӗшрӗ курӑнать.

Копылов улыбнулся, промолчал, но грубоватым этим признанием был, очевидно, польщен.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр виҫӗ хут вӑл ашшӗ ыйтнине хирӗҫ нимӗн те шарламарӗ, Наталья гимнастерка ҫаннинчен тӗртсен ҫеҫ сӗтел патне пычӗ.

Раза три он не ответил на вопросы отца и только тогда подошел к столу, когда Наталья тронула его за рукав гимнастерки.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Степан нимӗн те шарламарӗ.

Степан молчал.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хуҫа ним те шарламарӗ.

Хозяин ничего не ответил.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Темӗн каласшӑнччӗ комбриг, анчах, хӑй чикӗрен иртнине ӑнланса илсе, шарламарӗ, пачах урӑхла калаҫма тапратрӗ.

Комбриг хотел что-то сказать, но, уже осознавая, что сильно переборщил, сдержался и тотчас же круто переменил обращение.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Емельян сӑмах та шарламарӗ, тӳрех витене кайрӗ.

Емельян, слова не говоря, — в конюшню.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро шарламарӗ, Ильинична хӑвӑрт тӑрӑлтатса пӑшӑлтатрӗ:

Петро промолчал, а Ильинична скороговоркой шепнула:

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья пӗр хушӑ шӑпӑрт та шарламарӗ, унтан темле хӑяккӑн, хӗнесе тӑкнӑ пек хӑюсӑррӑн Евгений ҫумнерех пырса тӑчӗ те каларӗ ӑна:

Аксинья помолчала, потом как-то боком, несмело, как побитая, подвинулась к Евгению, сказала:

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку унӑн пуҫӗнче майдана кайнӑ чух тӗвӗленсе пиҫрӗ; анчах кун пирки Григорие те, Христоньӑна та шарламарӗ; вӗсене темскер урӑххи канӑҫ паманнине уҫӑмсӑррӑн тавҫӑрса, халӗ вӗсемпе асӑрханарах калаҫма шут турӗ.

Решение это выспело в нем, пока шли к майдану, но ни Григорию, ни Христоне Иван Алексеевич не сказал о нем, смутно понимая, что они переживают что-то иное, и в глубине сознания уже опасаясь их.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хирӗҫ шарламарӗ: ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, хӑй пӳлӗмне кӗчӗ те ҫаплах — шинельне те, аттипе ҫӗлӗкне те хывманнипех — кравать ҫине тӳнсе кайрӗ.

Бунчук не ответил: пьяно шатаясь, прошел в свою комнату и, как был в шинели, сапогах и шапке, повалился на кровать.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ним те шарламарӗ, анчах мана ӗненменнине куҫран пӑхсах куртӑм.

Он ничего не сказал, но по глазам я видела — не верит.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тинех кӑмӑлӗ тулнӑ Христоня тек шарламарӗ, тепӗр оратор сӑмахӗсене унчченхи пекех тимлӗн тӑнласа тӑчӗ, унтан ҫӗкленӳллӗн чӗтренсе тухакан хулӑн сассипе, ҫӗршер сасӑсене хуплантарса, пырне ҫурас пек кӑшкӑрса ячӗ: «тӗ-ӗ-ӗ-ӗрӗс!..»

Христоня, удовлетворенный, замолкал, слушал нового оратора с прежним неослабным вниманием и первый покрывал сотни голосов своим густым октавистым «верна-а-а!..»

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Савишна мӗн калама пултарӗччӗ вара, ун ҫинчен Стефан Петрович шарламарӗ, мӗншӗн тесен, вӑл хӑйӗн ҫамрӑк вӑхӑтне аса илчӗ те хурланчӗ.

Что же именно могла сказать Савишна, Стефан Петрович так и не пояснил, ибо вспомнил свою молодость и загрустил.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кривцов ассӑн сывласа илчӗ, кӗрӗк ҫухипе лайӑхрах пӗркенчӗ те, урӑх нимӗн те шарламарӗ.

Кривцов тяжело вздохнул, сильнее натянул воротник шубы и умолк.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗп сӑлтавӗ ҫинчен Сергей шарламарӗ: вӑрӑм ҫула тухса кайиччен малтан унӑн Ирина патне кӗрсе тухас килнӗ…

Однако о самой главной причине Сергей умолчал: ему хотелось перед такой длительной поездкой навестить по пути Ирину…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хӗрӗ вӑл мӑнаҫлӑскер, — хушса хучӗ вӑл, анчах ферма патӗнче хирте епле уйрӑлни ҫинчен шарламарӗ.

— А она девушка гордая, — добавил он, но ничего не сказал о том, как они расстались на поле вблизи фермы.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Дарья хӑйне чӑрсӑррӑн тыткаласа кулчӗ, сехри хӑпнӑ Пантелей Прокофьевич, хӑйма варринче тытнӑ кушак аҫи евӗр, шӑп та лӑп пӗр эрне шикленӳллӗн именсе ҫӳрерӗ; карчӑкне вӑл пулни-иртни ҫинчен шӑпӑрт та шарламарӗ, чиркӗве ҫылӑх каҫарттарма кайсан та, ҫав пӑтӑрмахлӑ ӗҫпе ун хыҫҫӑн хӑйӗн пуҫне пырса кӗнӗ ҫылӑхлӑ шухӑшӗсем ҫинчен Виссарион пупран пурне те пытарчӗ.

Дарья после торжествующе посмеивалась, а старик целую неделю ходил смущенный, растерянный, будто нашкодивший кот; старухе он не сказал о случившемся и даже на исповеди утаил от отца Виссариона и случай этот и греховные свои мысли после него.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней