Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанчӑклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
шанчӑклӑ (тĕпĕ: шанчӑклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑкӑрлӑкри сад пахчи Ҫӑтмах пекех илемре, Анчах шалта хуралҫи — Хура упа ӳплере: Упа Урхан хуралҫи Пит шанчӑклӑ сыхлавра, Халӗ Чӗкеҫ ун хуҫи Ирӗк илнӗ пахчара.

Помоги переводом

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ентимӗр шанчӑклӑ каскӑн тусӗсемпе Качака утравӗнче хуралта кунӗпе.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Ҫапла ҫав, ҫапла, тӗрӗс сӑмаху, Вара лайӑхрах ырӑ курӗ халӑху», Тесе тӑраҫҫӗ пухӑннӑ улпутсем, Майра патшан шанчӑклӑ чурисем.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Тав тӑватӑп сире, савнӑ хӑнасем, Чаплӑ майра патшан шанчӑклӑ чурисем!

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Юсавлӑ техникӑпа хире тухма та шанчӑклӑ», — терӗ вӑл.

Помоги переводом

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Вӑрҫӑ хирӗнче малтанхи хут чи шанчӑклӑ туса ҫухатрӑм иккен!

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫавӑн пек шанчӑклӑ тус, хамран лайӑхрах юлташ тесе эпӗ хам ентеше, лӑпкӑ та илемлӗ Сӑр хӗрринче ӳссе ҫитӗннӗ вырӑса Андрей Пономарева шутлатӑп.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑл каланӑ пекех, шанчӑклӑ тус юнашар пулсан, нушапа кӗрешме тата ҫӑмӑлрах.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫумӑнта ялан ҫирӗп шанчӑклӑ тусу пултӑр.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Фронтра хӑюллӑ та шанчӑклӑ юлташ — хурӑнташран та хурӑнташ.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хам ҫумӑмра Андрей пек шанчӑклӑ юлташ пулнӑран эпӗ калама ҫук савӑнтӑм.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Шанчӑклӑ мар ун йышши йӗксӗксем, астӑвӑр ҫавна, ачасем.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Фашистсен шанчӑклӑ тарҫи.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сире чӗререн парӑннӑ шанчӑклӑ чурӑр Кузьма Васильевич Васильев».

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Чи шанчӑклӑ тарҫине кама пӗлетӗр?

Помоги переводом

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпир, ял ҫыннисем, ҫӗршывӑн маттур та шанчӑклӑ хӳтӗлевҫипе мӑнаҫланатпӑр, вӑл тӑван яла сывӑ йӗркеллӗ таврӑнасса кӗтетпӗр.

Помоги переводом

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин муниципалитет шанчӑклӑ аталанса пынине, округ ертӳлӗхӗ ыйтусене татса парассипе республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗ-семпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленине каланӑ.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ӑнлантӑн-и? — кӑнн пӑхрӗ вӑл ман куҫран, — чи шанчӑклӑ мел.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Хваттере Липа ашшӗн тусӗн кӗҫӗн ывӑлӗ Эдик, Лина ҫуралнине таҫтан пӗлнӗскер, анчахрах шанчӑклӑ мар вырӑнтан таврӑннӑскер, тусӗсемпе кӗпӗртетсе кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Анне ӑна, Катя маншӑн вӑрҫӑ ҫулӗсенче чи ҫывӑх та шанчӑклӑ тусчӗ, тесе, хамӑрӑн чие пахчинчех шӑтӑк алтса пытарчӗ.

Помоги переводом

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней