Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шалти (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паян шалти пӳртре ҫывӑрӑн.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шалти пӳртелле ирт.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунчаран тухнӑ ҫӗре шалти пӳртре, таса ҫивитти сарнӑ сӗтел ҫинче, сарӑ сӑмавар юрласа ларатчӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шалти сасӑ аталанни тата ҫынна ӗнентерме пултарни сирӗн хутшӑнусене лайӑх витӗм кӳрӗҫ.

Ваша интуиция и способность убеждать хорошо отразятся на ваших взаимоотношениях.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун куҫӗ умӗнчех шалти ҫулӑм вӑйсӑрланса пычӗ!

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шалти сасӑ халӗ сирӗн тус мар.

Сейчас интуиция не будет вашим коньком.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шалти сасӑ сире ӑҫта сӑмаха хӑлха хӗррипе ҫеҫ итлемеллине, ӑҫта малалла талпӑнмаллине кӑтартӗ.

Тонкая интуиция позволит отличить, где нужно пропустить выпад мимо ушей, а где — смело ввязаться в бой.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫлӗ ыйтусене татса панӑ чухне шалти сасса итлӗр.

В решении деловых вопросов больше полагайтесь на интуицию.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑмӑл-туйӑм тӑкӑнма пултарӗ, ҫавӑнпа шалти сасса ан итлӗр, туссен сӗнӗвӗсене шута илӗр.

Ваши эмоции могут перехлёстывать через край, поэтому не нужно доверять интуиции, прислушайтесь к советам друзей и здравому смыслу.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Эсӗ мӗскер хӑвӑрт хӑюланса кайрӑн, ачамккӑ? — сӑмах хушрӗ шалти сасӑ.

Помоги переводом

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Майорпа паллашма та ӗлкӗртӗм: Шалти ӗҫсен министерствин район уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ иккен, хушамачӗ — Купцов.

Помоги переводом

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Тытӑҫас кӑмӑл та пурччӗ, темле шалти вӑй тытса чарчӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Турра хирӗҫ тӑма вӗрентнӗ шалти туйӑм ҫав самантра чиркӳ хӑвачӗпе хирӗҫсе кайрӗҫ темелле.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Темле шалти туйӑм малашне йӗркеллӗ пулать тенӗн, схема ҫинчи маршрута астуса мӗн вӑй пур таран тӗллевлӗн малалла вӗҫтертӗм.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Шалти вӑй силлет кӑна хама, чуна пӑралакан сасӑ ан чӗтретӗр ҫеҫ тесе шутлатӑп.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Вырӑн ҫинчен тӑмасӑрах ирӗклӗн карӑнса илтӗм; салтакранах килнӗ «командирски» алӑ сехечӗн йӗпписене куҫпа шыраса та пӗтереймерӗм — шалти пӗтӗм хӑват пружинӑланчӗ, чун сӳ-ӳ-ӳ! сӳлетсе кайрӗ, тапса янӑ мечӗк пек вырӑн ҫинчен сиксе тӑтӑм.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тикеш ялӗнчен ҫӳрекен медсестра Куляпа пӗрмай ӑшӑ куҫпа пӑхса калаҫать, акӑ вӑл часах марля татки тупса тухрӗ те пуҫтарӑннӑ мӗнпур тимӗр, хут укҫана явӑкласа ҫыхса кутамккан шалти пӗчӗкрех кӗсйине чиксе пачӗ: «Ан ҫухат», — терӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Паллах, ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн: таҫта шалти туйӑмпа вӗсем эпӗ суеҫтернине туйнӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Обюй-фьордӑн шалти пайӗн ҫӳллӗшӗнче 171 уес ҫулӗ анӑҫалла анать, Кунгсхамн енне каять.

На высоте внутренней части Обюй-фьорда уездная дорога 171 снижается к западу и Кунгсхамну.

Люсечиль коммуна // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... %BD%D0%B0)

Храма хӑпартса пӗтерессине Йожеф Каузер вӗҫленӗ, вӑл, тӗпрен илсен, шалти ӗҫсемпе аппаланнӑ.

Завершал строительство уже Йожеф Каузер, на долю которого выпали, в основном, внутренние работы.

Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней