Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта чӳречисем пысӑк — вӗсем витер малалла та, икӗ айккинелле те курӑнать, алӑкӗ вара пӑрахут сӑмсинех тухать; сӑмсара пӗр барабан ҫине якорь сӑнчӑрне чӗркесе янӑ тата темӗнле рычагсем пур.
«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пӳрт чӳречисем тӗттӗм, — эппин, Гусев таврӑнман-ха.
Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Винтсен юрлавӗ, ҫунатсенчи ҫил шавӗ, ҫинҫе шӑхӑрав, ылтӑн йӑлтӑртатӑвӗ, сывлӑш сенкерлӗхӗнчи тумтир чӑпарлӑхӗ, аялта — парксен йӗпкӗн хӗрлӗ е майра кайӑк тӗслӗ ҫулҫӑлӑхӗ, картлашкаллӑ ҫуртсен хӗвел пайӑркисенче ҫуталакан чӳречисем; пӗтӗмпех — тӗлӗк пек.
Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чӳречисем пӗчӗккӗ, тӑваткалскерсем, кивелнипе йӑрӑмлан курӑнакан кантӑкӗсем хӗллехи кунсенче сапаланчӑк, начар ҫутта мастерскоя аран ҫеҫ кӗртеҫҫӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тирпейлӗ, тап-таса шуратса лартнӑ, чӳречисем ҫине ҫӗнӗ налишниксем ҫапнӑ, хӑмӑшпа пит те тӑрӑшса, тикӗссӗн витнӗ пӳрт ыттисенчен аяккарах ларать, урамран ӑна пысӑках мар лупашка уйӑрса тӑрать, ҫавӑнпа та вӑл ялтан пачах уйрӑм тӑнӑ пек курӑнать.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Хӗрлӗрех тӗслӗ кивӗ пароход, труби ҫинче шурӑ йӑрӑмлӑскер, хӑйӗн ураписемпе кӗмӗл тӗслӗ шыв ҫийӗпе васкамасӑр шӑмпал-шампӑл шӑмпӑлтаттарса пырать, шыв ҫинелле мӗлкесем ӳкерсе, парохода хирӗҫ тӗксӗм ҫырансем хуллен ярӑнса пыраҫҫӗ, ҫырансем тӗлӗнче пӳртсен чӳречисем хӗрлӗн ҫутӑлса лараҫҫӗ, ялта юрлаҫҫӗ — хӗрсем вӑйӑ выляҫҫӗ, «ай-люли» тесе юрлани аллилуя тени пекех илтӗнет…
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Урайӗ, алӑкӗсем, тӑрри тата чӳречисем тӗрӗс тӗкел упраннӑран ӑна Асли Британири чи авалхи интерьер теме пулать».
Археологсем Британире IX ӗмӗрти чи авалхи патша ҫуртне тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29141.html
Вертикаллисене пурне те туртрӑм та тӗлӗнсе карӑм, ҫурт сӑнӗ-пичӗ темле улшӑнса тӑчӗ: чӳречисем чӳрече хушшисем тӗлне куҫса ларчӗҫ, пӗр чӳречи стенаран тухса кайса сывлӑшра, ҫуртпа юнашар ҫакӑнса тӑрать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл урамалла аяккипе тухса тӑрать, унӑн кашни хутӗнчех саккӑршар чӳрече, мал енӗ пулмалла ҫӗрте — тӑватшар чӳрече; аялти чӳречисем иртсе ҫӳремелли ансӑр вырӑналла, килкартишнелле пӑхаҫҫӗ, ҫӳлтисем — карта урлӑ, кӗпе ҫуса пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк пӳрчӗ ҫинелле тата лапра ҫырманалла пӑхаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамай мещен пӳрчӗсен тӗттӗм чӳречисем патне хуллен утса пырать те, виҫӗ хутчен сӑхсӑхса илсе, чӳрече янаххисем ҫине пилӗк пуслӑх укҫа тата виҫшер кӗлентӗр хурать, унтан ҫӑлтӑрсӑр пӗлӗт ҫинелле пӑхса, каллех сӑхсӑхса шӑппӑн кӗл тӑвать:
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Саша кӗтесрен ҫавӑрӑнса кайса, урам енчи хӳме патне пырса, пӗр ҫӑка айӗнче чарӑнса тӑчӗ те, куҫӗсене чарса юнашар ҫуртӑн тӗксӗм чӳречисем ҫине пӑхса илчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ял варринчи площадьре Культура ҫурчӗ ларать, Колхоз дворецӑн чӳречисем те Тисса ҫине тата инҫетелле, Венгрин аслӑ тӳремлӗхне тинкереҫҫӗ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Колхозниксен шап-шурӑ ҫурчӗсем Тисса шывӗн ҫыранӗ хӗрринех вырнаҫса ларнӑ, чӳречисем чикӗ еннелле пӑхаҫҫӗ.Белые колхозные хаты расположились по самому краю обрыва Тиссы, окнами к границе.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пассажирсем вагон чӳречисем умӗнче кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑна пӳлӗмӗ ҫав-ҫавах ҫӳлӗ маччаллӑ, ҫутӑ сарӑрах английски рояль те кунтах ларать, пӳлӗмӗн пысӑк чӳречисем яри уҫӑ, вӗсем витӗр ешӗл йывӑҫсем тата садӑн сарӑ, хӗрлӗ сукмакӗсем савӑккӑн курӑнаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир тумланмасӑрах пайтах вӑхӑт калаҫса лартӑмӑр, ҫав хушӑра хӗвел диванлӑ пӳлӗм чӳречисем тӗлӗнчен пӑрӑнса ирте пуҫларӗ, пирӗн пӳлӗме Яков кӗчӗ (вӑл ӗлӗкхиллех ватӑ, ӗлӗкхиллех пӳрнисене ҫурӑмӗ хыҫӗнче вылянтарать тата каллех сӑмаха час-час калать), аттене кӳме хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнпур сӗтел-пукан та ҫак кӑна: икӗ енне уҫӑлмалли хупӑллӑ пӗчӗк чӳречесем хушшинче клеенкӑпа витнӗ лутра сӗтел ларать (чӳречисем ҫинчи икӗ чӳлмекре гераньсем ӳсеҫҫӗ), кунсӑр пуҫне пӗр кресло, икӗ пукан тата турӑшсем хунӑ сентре пур, ун умне пӗчӗк лампада ҫакнӑ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ илтнӗ калаҫусем тӑрӑх шутласан, вӗсен юратнӑ йӑпанӑвӗсем: вӗсемсӗр шампански ӗҫесси, ҫунапа хӗр чӳречисем умне каясси, — ӑна вӗсем иккӗшӗ те юратаҫҫӗ пулас, — чӑн-чӑн балта, ачасеннинче мар ӗнтӗ, визави ташласси.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуна ҫине ларнӑ чух эпӗ кукамай чӳречисем тӗлне урама улӑм сарнине тата кӑвак чуйкӑсем тӑхӑннӑ темле ҫынсем пирӗн хапха умӗнче тӑнине асӑрхатӑп пулин те, пире ҫак вӑхӑтра уҫӑлса ҫӳреме мӗншӗн янине ниепле те ӑнкараймастӑп.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гаша пӗчӗк шкап патне пычӗ, ещӗкне туртса кӑларнӑ май хытӑ шалтлаттарчӗ те, пӳлӗм чӳречисем чӗтресе кайрӗҫ.Гаша подошла к шифоньерке, выдвинула ящик и так сильно хлопнула им, что стекла задрожали в комнате.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.