Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лавсем площаде пухӑнса, ретӗн-ретӗн тӑрса тухрӗҫ, лавҫисем, пируссем чӗртсе, Остроухов кабинечӗн чӳречисем ҫине: ӗҫсӗр нумай тӑмалла пулать-ши пирӗн, тенӗ пек пӑхкалаҫҫӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пантелей Прокофьевич хутор вӗҫне хыпаланмасӑр утса ҫитрӗ те, Коршуновсен чӳречисем ҫине унӑн-кунӑн пӑхкаласа, калинкке умне лӑкӑштатса пычӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак каҫ Тутариновсен чӳречисем тахҫанччен ҫуталса тӑчӗҫ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Автомобиль ҫутисем пӗр площадьрен тепӗр площаде ҫутатса вӗҫнӗ; магазинсен сарлака чӳречисем Сергее тӗлӗнмелле ҫутӑпа саламланӑ; тӗл пулакан ҫынсем, иртсе каякан ҫынсем ӑна кӑмӑллӑн йӑл кулнӑ, пурте ырӑ кӑмӑллӑ, тарават курӑннӑ…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чӳречисем, ҫийӗсем хӗвелпе йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чӳречисем пысӑк, вӗсене ярах уҫса пӑрахнӑ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл мӗн ачаран пӗлекен площаде пӑхса тӑчӗ, вӑл пӗртте ӗлӗкхи пек туйӑнмарӗ: сылтӑм айкки ытла та ҫутӑ — пӳртсен чӗнтӗр карнӑ, чечеклӗ чӳречисем ҫеҫ мар, кӗле янӑ алӑкӗсем те, стена ҫинче ярӑм-ярӑм анакан хӗрлӗ пӑрӑҫ ҫыххисем те курӑнаҫҫӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аксинья хӑвӑрт кӑна пӳрт чӳречисем ҫине пӑхса илчӗ те, нимӗн чӗнмесӗр, тарҫӑсем пурӑнакан ҫурта, хӑй пӳлӗмнелле утрӗ.Аксинья быстро оглядела окна дома и молча пошла в людскую, в свою половину.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аслӑ пӳртӗн чӳречисем ҫинче шӑнасем сӗрӗлтетеҫҫӗ, хутран-ситрен инҫетрен килекен телефон сасси вӑрӑмтуна пек нӑйӑлтатса илет.На окнах просторной хаты брунжали мухи, и по-комариному ныли далекие телефонные звонки.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Казармӑсен тусанпа пылчӑк сирпӗннипе вараланса пӗтнӗ чӳречисем тӗксӗммӗн йӑлтӑртаткалаҫҫӗ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗр самантран Франя тайкаланса ури ҫине тӑчӗ те, тӑрмаланса пӗтсе пачах та палламан ют ҫын пек пулса кайнӑскер, вите чӳречисем ҫине нумайччен-нумайччен пӑхса тӑчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степансен пӳрчӗн тӗттӗм чӳречисем ҫине ӳкекен ҫутӑ алмаз пек йӑлтӑртатать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Вуланӑ-и эсир» тесе ыйтрӗ Иван Иванович Иван Федоровичран пӑртак шӑпланса ларнӑ хыҫҫӑн, пуҫне хӑйӗн урапа чӳречисем евӗр ҫӳлӗ ҫухинчен кӑларса: «Коробейников таса вырӑнсене ҫӳрени» ятлӑ кӗнекене вуланӑ-и?
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тӑхта-ха, ватсупнӑ, вӗрентӗп эпӗ сана ҫамрӑк хӗрсен чӳречисем умӗнче ҫапкаланса ҫӳреме; кӑтартӑп эпӗ сана, ют хӗрсем хыҫҫӑн мӗнле чупмаллине!
III. Кӗтмен йӗкӗт. Кавар // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑрман ҫывӑхӗнче, сӑрт ҫинче, пӗр кивелсе кайнӑ йывӑҫ пӳрт тӗлӗрсе ларать; унӑн чӳречисем хупӑ; тӑррине мӑк тата тӗрлӗ курӑксем пусса илнӗ; чӳречисем умӗнче кӑтра улмуҫҫисем сарӑлса лараҫҫӗ; пӳрт ҫине вӑрман мӗлки ӳкнӗ, ҫавӑнпа та вӑл темскерле, ытла тӗксӗм те тискер пек курӑнать; шӗшкӗ вӑрманӗ ҫав пӳрт патӗнчен пуҫланса каять те пӗве патне ҫитиех кӑтраланса анать.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах часах, Рощенскине кӗрсенех, вӗсем лаша транспорчӗ ҫинчен хӑйсем мӗн шутланине улӑштарчӗҫ, мӗншӗн тесен площадьре, райком чӳречисем умӗнче тачанкӑсемпе вӑрӑм урапасем тахҫанах лараҫҫӗ, кучерсем ывӑннӑ лашисене мухтанчӑклӑн тӑвараҫҫӗ, вӗсене сӗтеклӗ симӗс курӑк параҫҫӗ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кун каҫ енне сулӑннипе хӗвел чылай аяла аннӑ, хӗвел пайӑркисем райкомӑн уҫса пӑрахнӑ чӳречисем витӗр чалӑшшӑн ӳксе, Кондратьевӑн алӑ ҫине хунӑ шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫне, шӑртлӑ куҫхаршисене, ҫамкаран ҫӳлерех хуҫлатса тытнӑ пӳрнисем хушшинчи ҫӳҫне ҫутатаҫҫӗ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Комендатурӑн ҫӗмрӗк чӳречисем ҫинче маскировка тума карса хунӑ ҫурӑк каррисем витӗр ҫутӑсем мӗлтлете-мӗлтлете илеҫҫӗ.В разбитых окнах комендатуры за изорванной маскировкой мелькали огни.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кухня чӳречисем умӗнче вӗсем Ефим Чернявкина тупрӗҫ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Юпасем тӑрринчен ҫутӑ ӳкнипе ку ҫуртӑн тӗксӗм чӳречисем те йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӑрӑм тирек тураттисем хупӑрласа илнӗ балкон та лайӑх курӑнать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.