Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна ҫеҫ лайӑх астӑватӑп: чугун чӳлмек пурччӗ ман, яшкана кӑмакана лартмалли чӳлмек.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ывӑлӗ юнашар пырса тӑрсан (пырса тӑмасан та, куҫ тӗлне пулмасан та ҫавах) шӗвӗр пӳрнипе юнаса, пуҫне чӗтретсе: «Ҫук, заводран каятӑп тесе ахалех пакӑлтататӑн эсӗ! Ҫак илеме хӑйӗн аллипе тунӑ ҫын заводран пӑрахса каять-и! Ман пекех чӳлмек ӗҫӗнче ватӑлӑн! Ватӑлнӑ май ытларах та ытларах юратӑн чӳлмек ӗҫне!» — тетчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Хуҫалӑхра кирлӗ тавар сутакан магазинта пӗр витре кӗрекен чӳлмек туянмалла пулнӑ унӑн, анчах унашкал чӳлмек ҫук иккен.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Кӑмака умӗнче икӗ чӳлмек — пысӑк чӳлмексем лараҫҫӗ.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Стёпушка е хӳме айӗнче йӳҫ кӑшман кышласа, е кишӗр ӗмсе ларать, е вараланса пӗтнӗ купӑста кучанне турать, е шыв витрине таҫта мӗкӗрленсе ҫӗклесе каять, е чӳлмек айне кӑвайт хурать те хӗвӗнчен темӗнле хура япаласем кӑларса вӗсене чӳлмеке пӑрахать, е хӑйӗн кӗтесӗнче йывӑҫ татӑкӗпе шаккать; пӑта ҫапса кӗртет, ҫӑкӑр валли ҫӳлӗкҫи тӑвать.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Ҫак ватнӑ пӗчӗк чӳлмек катӑкӗсене вӗсем пысӑк чӳлмексен тӗпне сараҫҫӗ, вара унта тӗрлӗ чечек куҫарса лартаҫҫӗ.
Кайӑксемпе ачасем // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вырсарникунсерен амӑшӗ икерчӗ пӗҫеретчӗ те яланах пӗр виҫ-тӑватӑ икерчине чӳлмек ӑшне пытаратчӗ, ӑна вара эпӗ ҫывӑракан диван айне кӗрте-кӗрте лартатчӗ: кӑнтӑрлахи кӗлӗрен тавӑрӑнсан, Виктор чӳлмеке туртса кӑларатчӗ те: — Нумайрах пытарса хӑварма мӗн, айвансем! — тесе мӑкӑртататчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл цикламен чечекӗн чӳлмекӗ ларакан пӗчӗк сӗтел ҫакланнипе чӳлмек ӳксе ванчӗ.Она зацепилась за столик, на пол упал горшочек с цикламеном и разбился.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Казармӑн чи вӗҫӗнчи пӗр кӗтессинче, хура ҫу тултарнӑ юлашки тӑм чӳлмек тӗлӗнче, Зухин утӑмне хӑвӑртлатрӗ те сасартӑк чарӑнчӗ, ку чӳлмек ҫинчи ҫунса кӑмрӑкланнӑ хӑю, аялалла усӑнса, тӗтӗм мӑкӑрлантарса тӑрать.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӳлмек таврашӗнчи сывлӑш ӑшшине сивӗ чӳлмек туртса илнӗ те, сывлӑш сивӗннӗ.
Чӳрече тарланипе сывлӑм ӳкни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫулла сивӗ нӳхрепрен чӳлмек илсе тухсан, чӳлмек ҫине часах шыв тумламӗсем пула-пула лараҫҫӗ.Если летом вынесешь из погреба холодный горшок, по нем сейчас сядут капли воды.
Чӳрече тарланипе сывлӑм ӳкни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Зина чӳлмеке тепӗр енчен ярса тытма ӗлкӗрет, вара чӳлмек ҫӗре сирпӗнсе ӳксе йӑлтах ванать.Зина схватывает с другой стороны, и судок летит на пол, разбиваясь вдребезги.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл сылтӑм аллипе, хӗвелпе пиҫсе саралнӑ пӳрнисене чармакласа, халӗ кӑна нӳхрепрен кӑларнӑ сивӗ сӗт чӳлмекне тытнӑ; чӳлмек ҫийӗ кӗмӗшке пек сывлӑмпа витӗннӗ; карчӑк мана сулахай аллипе пысӑк чӗлӗ ӑшӑ ҫӑкӑр парать.
Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.
Хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ сылтӑм аллинчи пӳрнисене чармакласа, карчӑк халӗ ҫеҫ нӳхрепрен кӑларнӑ хӑймаллӑ сӗт чӳлмекне ҫӗкленӗ; чӳлмек ҫинчи сывлӑм тумламӗсем вӗтӗ шӑрҫа пек курӑнаҫҫӗ.
Ял // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 164–165 с.
Вунӑ минут та иртмерӗ пулӗ, Ниловна ҫӑмарта та ӑшаларӗ, тин тӑварланӑ хӑяр касса хучӗ, нӳхрепрен пӗр чӳлмек хӑйма илсе тухрӗ, — ку чӳлмеке камшӑн усрамаллине амӑшӗ лайӑх пӗлнӗ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шӑппӑн, алӑка чериклеттермесӗр кӗчӗ те вӑл, ҫитти витнӗ сӗтел ҫине чӳлмек лартса вӑрӑм аллисемпе ҫав чӳлмеке темскерле курӑксем пӑрахма тытӑнчӗ; унтан темскерле тӗлӗнмелле йывӑҫран тунӑ курка тытрӗ, унпа шыв ӑсса илчӗ те, тутипе тем пӑшӑлтатса, хайхи шыва тӑкма пуҫларӗ.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кӑвар ҫинче хӗртнӗ чӳлмексем сивӗнсе ҫитессине эпӗ аран-аран кӗтсе илтӗм, пӗр чӳлмек ӑшне шыв ярса, халех кӑвар ҫине аш пӗҫерме лартас килет.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫапах та эпӗ хамӑн тӗллеве пурнӑҫа кӗртеймерӗм-ха: мана апат пӗҫермелли чӳлмек кирлӗ — вӑл вутра сурӑлман, шыв юхса тухман савӑт пулмалла, анчах эпӗ тунӑ чӳлмексем апат пӗҫерме юрамаҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тӑмран тунӑ пысӑк чӳлмексем манӑн чӳлмек майлах пулаймарӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫапла нумай аппаланнӑ хыҫҫӑн та эпӗ тӑмран икӗ кӑнттам чӳлмек ҫеҫ тукаларӑм, вӗсене, тӗрӗссипе каласан, чӳлмек теме те май ҫук.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.