Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӳлмек сăмах пирĕн базăра пур.
чӳлмек (тĕпĕ: чӳлмек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укҫа мучин кӑкӑр умӗнчи кӗсьере пӗр витре кӗрекен чӳлмек туянмалӑх кӑна мар.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ытти ҫынсенни пек вӗрлӗксем ҫинче чӳлмек таврашӗ те, ҫунӑ хыҫҫӑн типме ҫакнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑкӗ те ҫук.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсем ҫапла, ҫӳҫ пӗр тикӗс юлтӑр, ҫӳҫ илемӗ пултӑр тесе пуҫ ҫине чӳлмек хурса ҫӳҫ касаҫҫӗ, куна вӗсем чылай ҫул каялла вырӑссенчен вӗреннӗ, тет.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӳлмек хӗрри йӗр хӑварнӑ ҫӳҫ пӗрчисем те майлашӑнсах ҫитмен.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл акатуй пуҫламӑшне курасшӑн пулчӗ пулӗ тесе, хӗр малтанласа чӳлмек ҫӗмӗрекенсем патне кайрӗ, анчах каччӑ унта курӑнмарӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнин умне пӗрер чӳлмек пуҫ хӗрлӗ ҫавӑрса лартаҫҫӗ, вара вылаканнисен куҫне тутӑрпа ҫыхаҫҫӗ те вунӑ-вунпилӗк утӑм каялла чакма хушаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку вӑйӗ — чӳлмек ҫӗмӗрни.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуран е чугун чӳлмек таврашӗ пулнӑ пулсан, какай яшки пӗҫеретчӗҫ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑшне турпас витнӗ, хӑшне чӳлмек тӑвакан тӑмран хӗрлӗ тӑваткӑлсем туса витнӗ.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

- Ҫав вӑхӑтрах чӑваш: «Пӗрремӗш арӑм - чукун, иккӗмӗш арӑм – чӳлмек, виҫҫӗмӗш - черкке», - тет.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Вӗсем 13 000 яхӑн шӑрҫа, 812 шӑратмалли тикӗл пайне, 403 керамика цилиндрӗн пайне (вӗсемпе тикӗлсен хупӑлчине илме усӑ курнӑ пулас), кӗленче туса кӑларнӑ чухнехи виҫӗ килограма яхӑн каяша тата 14 000 яхӑн чӳлмек катӑкне тупнӑ.

Они обнаружили почти 13 000 бусин, 812 фрагментов плавильных тиглей, 403 фрагмента керамических цилиндров (они, вероятно, использовались для снятия крышек тиглей), почти три килограмма отходов производства стекла и около 14 000 черепков.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Ҫапах та ӳкӗте кӗчӗ пулас, ҫакӑнтан вара вӑл чӳлмек ҫывӑхне пымарӗ.

Помоги переводом

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Хыпаланса ӳкнӗ сестра тула каймалли чӳлмек илсе кӗрсен, ҫамрӑксем палатӑран тухрӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл ҫав самантрах, ҫуркуннепе кӗркуннене пӑхмасӑр, ҫурӑм хыҫӗнчен пӗчӗк кӗреҫипе ҫӗре чӳлмек пек асӑрханса касса кӑларатчӗ те, ӗҫ хыҫҫӑн ҫав калчана Пӑрмас масарӗ тавра кайса лартма васкатчӗ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Сахар коридора тухрӗ те каялла чӳлмек ҫӗклесе кӗчӗ.

Помоги переводом

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑрах аллине пушӑ чӳлмек, тепӗрне чӑпӑркка тытнӑ Сахар вӗсене артель ҫурчӗн картишне хӑваласа ҫитерчӗ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар тӑпрана кӗреҫепе чавса кӑларчӗ, аранах ун айӗнчи пысӑк чула ҫӗклесе айккине хучӗ, шӑтӑкалла ҫутатса пӑхрӗ те — унта пушӑ чӳлмек ҫеҫ ларать.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Леш, акатуйӗнче ҫыхнӑ куҫпа чӳлмек ҫӗмӗрекен шӑллуна-и? — куларах ыйтрӗ учительница.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан меллӗн кӑна аллинчи патакӗпе шап! тутарчӗ те, чӳлмек пар!

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирхине вунӑ ҫӑмарта, ҫур кӗренкке услам ҫу ҫиет, пӗр чӳлмек сӗт ӗҫет, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней