Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чурасен ӗҫӗпе пурӑннӑ ҫӗрте творчествӑллӑ ирӗк шухӑшсемшӗн вырӑн пулма пултараймасть, унта аркатас та ҫӗмӗрес шухӑш ҫеҫ, тавӑрас ӗмӗтӗн наркӑмӑшлӑ ҫеҫкисем, чӑрсӑр выльӑх пек хирӗҫ тӑни ҫеҫ ашкӑрса ӳссе кайма пултарать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫынсем, каҫхи тӗттӗмре хуллен-хулленех курӑнми пулса, куҫран ҫухалса пӗтнӗ, килӗсенелле саланнӑ, хӑйсем халиччен курман шиклӗхпе таврӑннӑ; хӑрамалла пат пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ вӗсене; хӑйсен пурнӑҫӗнчи драмӑна, хӑйсен пурнӑҫӗ вӑл — чурасен ним правӑсӑр, ухмахла пурнӑҫӗ иккенне кӑшт чухласа илнӗ пек пулнӑ… унтан тата хӑйсене мӗн усӑллӑ пек, мӗн аван пек пулать, ҫавӑнпа пуринпе те майлашса пурӑнма хатӗр пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Эпир ют сӑмахсемпе хамӑрӑн мӑка хуйхӑмӑра, хӗвелсӗр юлнӑ чӗре ҫынсен хуйхине, чурасен хуйхине юрласа кӑларатпӑр.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Улпут ӗҫне сӳтсе-явасси пирен, чурасен, ӗҫех мар та, анчах аҫу кӑлӑхах Кирила Петровича хирӗҫ кайрӗ, пӳрт-тӑршшине чӑпӑрккапа ҫапса витереймӗн.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
17. Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр: 18. патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пайтах вӑхӑт иртсессӗн ҫав чурасен хуҫи таврӑнать те лешӗсем ҫав укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать.19. По долгом времени, приходит господин рабов тех и требует у них отчета.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Мана итлемесессӗн, Эпӗ панӑ саккунпа — хӑвӑра панӑ саккунпа — пурӑнмасассӑн, 5. Манӑн чурасен, пророксен, — эсир итлеместӗр пулин те, Эпӗ сирӗн пата ярса тӑнӑ, ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ пророксен, — сӑмахӗсене тӑнламастӑр пулсассӑн, 6. Эпӗ ҫак Ҫурта Силом пекех туса хӑварӑп, ҫак хулана вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх ылханӗ ҫитмелле тӑвӑп.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене ҫамрӑк арӑмсен ывӑлӗсем чике-чике пӑрахрӗҫ, вӗсене таркӑн чурасен ачисене суранланӑ пек суранлатрӗҫ; вӗсем ман Ҫӳлхуҫамӑн вӑйӗнчен тӗп пулчӗҫ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ каялла таврӑнсассӑн, ман ҫарӑмӑн хӗҫӗ тата ман чурасен ушкӑнӗ санӑн аяк пӗрчийӗ витӗр тухӗ — эсӗ ҫав халӑх хушшинче аманнисемпе пӗрле тӑрӑнса анӑн.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.